Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑкӑрсене (тĕпĕ: вӑкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.

Антип Грач работал на отощавших Титковых быках, когда полудновали — промолчал о том, сколько вспахал; после обеда жена его, работавшая с ним погонычем, кормила быков своей упряги из подола, насыпав туда шесть фунтов причитавшихся быкам концентратов; а Антип даже хлебные крохи, оставшиеся после обеда, смахнул с ватолы, высыпал жене в подол — быкам на подкормку.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анютка, хӑвала вӑкӑрсене!

Анютка, гони быков!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни санӑн арӑму-им вӑл? — ыйтрӗ Давыдов.

— Это у тебя жена погонычем? — спросил Давыдов.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ҫумӗнче вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни, ҫамрӑк йӗкӗт, пушшине шартлаттарса илчӗ те, тӗпри вӑкӑрсем пӗр харӑссӑн туртӑнса малалла утрӗҫ.

Погоныч Давыдова, молодой парнишка, щелкнул арапником, и головные быки дружно взяли упор.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак шӑлтӑрмана, пӑратӑн та эсӗ, плуг тӗренӗ кӑштах чалӑшать, касӑ хӗрринерех пӑрӑнать, вара хӑйӗн сакӑр дюйм сарлакӑшӗпех мар, ултӑ дюйм сарлакӑшӗпе ҫеҫ илтерсе пыма пуҫлать, хайхи вӑкӑрсене те ҫӑмӑлтарах пулать.

Крутнешь ты бочонок, и лемех трошки избочится, пойдет на укос и будет брать шириной уж не во все свои восемь дюймов, а в шесть, и быкам будет легше.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫумӑр айӗнче ӗҫлесе, пӗле-тӑркачах вӑкӑрсене пӗтерме тӑрӑшакан, уяр ҫанталӑкра вара нормӑна ҫурри таран анчах тултаракан ҫынпа мӗн тумалла-ши?

Как с тем быть, кто сознательно хочет угробить быков, работая под дождем, а в вёдро выполняет норму лишь наполовину?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат вӑкӑрсене тӑварма хушать, Атаманчуковӗ ӑна хирӗҫ: «Ан ҫыхланнӑ пултӑр манӑн кӳлӗм ҫумне, ҫыхлансан пуҫна ҫапса ҫуратӑп…» — тесе тӑрать.

Кондрат велит быков выпрягать, а Атаманчуков ему: «Не касайся моей упряги, а то голову побью…»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ҫук, — тет, — пӗлетпӗр эпир сире, вӑкӑрсене! — тет. — Эсӗ капла пирӗн кин патне, Олютка патне, килсе кӗтӗн-и-ха?» — тет.

— «Нет, — говорит, — знаем мы вас, бугаев! — Это ты к снохе нашей к Олютке залез?»

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр самантлӑха вӑл тӑрисем янӑравлӑн шӑхӑрттарса юрланине тимлесе итлерӗ, лере, инҫетре, сухаҫӑ плуг ҫине пӗшкӗнсе утнине тата вӑкӑрсемпе юнашар, такӑна-такӑна, суха касси тӑрӑх вӑкӑрсене хӑваласа пыракан ҫынна курчӗ, — кӑкӑр туллин, тарӑннӑн сывласа илчӗ:

На минуту он прислушался к певучим высвистам жаворонков, посмотрел, как вдали, согбенный над плугом, ходит плугатарь, а рядом с быками, спотыкаясь, идет по борозде погоныч, и вздохнул полной грудью:

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сиккипе чуптарса ҫитнӗ Павло Любишкин лаши ҫинчен анмасӑрах питӗ тачка та вӑрӑм чӑпӑрккипе пиччӗшне ҫунтарнӑ самантра ыттисем — кӗтӳҫсене хӗссе пычӗҫ те вӑкӑрсене уйӑрса илчӗҫ, вӗсене хутор еннелле хӑваласа кайрӗҫ.

Пока подскакавший Павло Любишкин, не слезая с лошади, порол брата толстенным и длинным арапником, остальные оттеснили пастухов, захватили быков, на рысях погнали к хутору.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫ ҫапӑҫусӑр иртмерӗ: Любишкинӑн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗш ывӑлӗ, Захар Любишкин, колхозран тухнӑскер, виҫӗ ҫынпа вӑкӑрсене хураллать.

Дело не обошлось без драки: двоюродный брат Любишкина, Захар Любишкин, стерег вместе с тремя другими выходцами быков.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тип ҫырма леш енчи тӑвайккинче курӑк ҫисе ҫӳрекен вӑкӑрсене курсан, Любишкин хӑйӗн пӗчӗк отрядне икке пайларӗ.

Завидя на противоположном скате балки пасшихся быков, Любишкин разделил свой немногочисленный отряд надвое:

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑкӑрсене хиртен хуҫисемпе ҫапӑҫа-ҫапӑҫа каҫ пулас умӗн тин хӑваласа килчӗҫ.

Только перед вечером быков отбили в степи.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах та эсир хӑвӑр ытлашши хӑюллӑ пулсан — кайӑр та вӑкӑрсене каялла ҫавӑрса килӗр!

А коли вы уж дюже чересчур храбрый — подите верните быков!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Районтан ветеринарнӑй фельдшера чӗнсе кил, бригадирсене кала, тӑм илнӗ вӑкӑрсене нарядсенчен хӑтарччӑр.

Вызови из района ветеринарного фельдшера, а бригадирам скажи, чтобы обмороженных быков освободили от нарядов.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑкӑрсене лайӑхрах пултӑр тесеччӗ те…

— Быкам хотел лучше сделать…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн аппаланатӑр эсир ку хӑйӑрпа? — ыйтрӗ Давыдов бригадӑри вӑкӑрсене пӑхма уйӑрнӑ Демид Молчунран.

— Что это вы с песком возитесь? — спросил он у Демида Молчуна, назначенного бригадным воловником.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑкӑрсене танлаштарса кӳлме пулать.

Быков можно подравнять в запряжках.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йӗкӗт кулса ячӗ, вӑкӑрсене вырӑнтан тапратрӗ.

Парень засмеялся, тронул быков:

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрле тата вӑкӑрсене ҫитерме каймалла: выҫӑ выльӑх плуга туртаймасть.

А ночью быков паси, не спи: не нажрется бык — не потянет плуг.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех