Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас; 20. ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи; 21. эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр, 22. ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать]; 23. анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне е сӑмах панипе пусса кӳрекен парне, е тата Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни пама ҫамрӑк вӑкӑр кӳретӗн пулсассӑн, 9. вӑкӑрпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пымалла, ӑна ҫур гин йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса памалла; 10. ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, парне ҫине юхтарса памашкӑн ҫур гин эрех илсе пыр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан халӑхран канӑҫлӑх парни кӳмелли вӑкӑрпа такана пуснӑ; ывӑлӗсем Аарон патне парне юнне илсе пынӑ, вӑл унпа парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ; 19. вӑкӑрӑн ӑш ҫӑвне, такин хӳри чикки ҫинчи ҫӑвне, [вар ӳчӗ] ҫинчи [ҫӑвне], пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне илсе пынӑ, 20. ҫӑвне ӑмӑрӗ ҫине хунӑ, вӑл ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 21. ӑмӑрӗпе сылтӑм хулне, Моисей хушнӑ пек, Аарон Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳнӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Икӗ ҫул вӑкӑрпа ӗҫлерӗм, - аса илет иртнине Зоя аппа. - Пӗвери шыва курсан вара тапса сикетчӗ вӑл, чарма хӗнччӗ».
«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Килти вӑкӑрпа чуптартӑн – субсиди илейместӗн, мӗншӗн тесен выльӑх «хуҫи» чек параймасть-ҫке.
Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Калаҫуран ӑнланма пулчӗ% килти вӑкӑрпа чуптарни усӑллӑ мар.С разговора стало понятно, спаривание с домашним быком не полезно.
Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Шел пулин те, ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хальхи вӑхӑтра хӑйсем выльӑхсене килти хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ вӑкӑрпа чуптарать.
Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11