Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗсене (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачаран чупнӑ вӑрманти шурӑ кӑмпа вырӑнӗсене вӑл тӗплӗ пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Ҫакӑ заводсенче ӗҫлекенсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсене сыхласа хӑварассине тата лайӑх ӗҫ укҫи илессине гарантилет тата аталану валли лайӑх малашлӑх йӗркелет.

Это гарантия того, что работники заводов сохранят свои рабочие места и будут получать достойную заработную плату, и хорошая перспектива дальнейшего развития.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Тӳсӗмлисем, хайхи ректор кӑмӑлне ҫырлахтараканнисем («юратаканнисем» тенӗччӗ вӑл!) ӑслӑлӑх канашӗнче, ҫил ӑҫтан вӗрнине флюгер пек сисӗмлӗ туйса, пуҫлӑхӑн чи ачаш вырӑнӗсене пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ҫуллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫын ҫӳллӗш мӑян ӳссе ларнӑ ҫурт вырӑнӗсене курас тесен Чулхуларан инҫе те кайма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ салтаксем кашниех хӑйсен вырӑнӗсене кая-кая тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унти ҫынсемпе калаҫ, авалхи масарсене шыра, тен, ӗлӗкхи хулаш вырӑнӗсене те тупӑн, – тесе студента ҫула ӑсатнӑ.

Поговори в тех краях с людьми, находи старые кладбища, может быть, найдёшь и старые места городов, - дали задания и отправили в дорогу.

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Кӗтмен хӑнасем килнипе ыттисем те хыпӑнса ӳкрӗҫ: вырӑнӗсене майларӗҫ, малти пӳлӗме ҫуса тухрӗҫ, васкаса ҫӑвӑнчӗҫ, хырӑнчӗҫ.

С приходом неожиданных гостей и все забегали: заправили постели, помыли полы в передней, быстро умылись, побрились.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

1953 ҫулта колхоза пысӑклатнӑ хыҫҫӑн шкулпа производство вырӑнӗсене хупса пӗтернӗ.

В 1953 году, после расширения колхоза, школу и производственные объекты позакрывали.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

«Тӑвайри кооператив» потребобществӑн суту-илӗвӗпе обществӑлла апатлану коллективӗсем, уйрӑм предпринимательсем тата ыттисем сакӑр сехетрех харпӑр хӑйӗн вырӑнӗсене илемлетме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Ҫул хӗррисене, ҫурт-картиш таврашӗсене, ача-пӑча площадкисене, газонсене, мемориал комплексӗсене, масарсемпе асӑну вырӑнӗсене, пӗве хӗррисене тасатса тирпейлесси, йӗркене кӗртесси – акӑ унӑн тӗллевӗсем.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кӑҫал кӑна вӑл инкек вырӑнӗсене профессионаллӑ пушарнӑйсенчен те маларах ҫитсе ҫулӑмпа виҫӗ хут кӗрешнӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Предприяти-организацисенче ӗҫ вырӑнӗсене сыхласа хӑварас темӑна та айккине сирмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалла, инвестицисем явӑҫтармалла, муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗр ресурсӗсене тытса пырас, вӗсемпе усӑ курас ӗҫсен тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, экономика ӳсӗмӗн вырӑнӗсене йӗркелеме май паракан пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене ишрӗҫ; пӗр эпӗ анчах юлтӑм, манӑн чуна та шыраҫҫӗ» тенӗ.

пророков Твоих убили, жертвенники Твои разрушили; остался я один, и моей души ищут.

Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Пирӗн ҫӗршывӑн тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсене шанчӑклӑ сыхласа пурӑннӑ ҫынсене, кашнине килӗнчен хӑваласа кӑларса, кам ӑссӑрла пухнӑ кунта?

23. Тех, которые так верно охраняли укрепления нашей страны, кто безумно собрал сюда, удалив каждого из дома?

3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Юлашкинчен вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑл кӑтартма шухӑш тунӑ, вара хӑй керменӗн пашнине чул кӗртсе лартнӑ, чулӗ ҫине ҫапла ҫыртарнӑ: «кам парне илсе килмест, ҫавӑн хӑйсен сӑваплӑ вырӑнӗсене кӗме юрамасть; иудейсене вара пурне те хура халӑх йышне кӗртсе ҫырса тухмалла, вӗсене чура шутне кӗртмелле; хирӗҫ тӑракансене вара пусахласах тытса вилӗм аллине памалла; 21. шута илсе тухнисенне ӳчӗ ҫине Дионис паллине — сырлан хӑва ҫулҫине — ӗнтсе тӑмха ҫапмалла, вара вӗсене, прависене хӗссе, вӗсем валли палӑртса хунӑ вырӑна ямалла» тенӗ.

20. Наконец он решился публично предать позору народ Иудейский, и поставил на башне своего дворца столб, сделав на нем надпись: «Кто не приносит жертв, тому не входить в свои священные места; Иудеев же всех внести в перепись простого народа и зачислить в рабское состояние, а кто будет противиться, тех брать силою и лишать жизни; 21. внесенных же в перепись отмечать, выжигая им на теле знак Диониса - лист плюща, после чего отпускать их в назначенное им состояние с ограниченными правами».

3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

68. Иуда ӗнтӗ Азот енне, ют халӑх ҫӗрне, пӑрӑнса кайнӑ, унти чӳк вырӑнӗсене аркатса тӑкнӑ, вӗсен туррисен касса тунӑ кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, хуласенчен тупӑш пуҫтара-пуҫтара илнӗ, вара Иудея ҫӗрне таврӑннӑ.

68. И обратился Иуда в Азот, землю иноплеменников, разрушил жертвенники их, сожег огнем резные изображения богов их, взял добычи городов и возвратился в землю Иудейскую.

1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Таврара ҫӳресе Маттафийӑпа унӑн юлташӗсем чӳк вырӑнӗсене аркатнӑ, 46. Израиль ҫӗрӗнчи ӳт кастарман ачасене пӗр хӑрамасӑр ӳт касса ҫӳренӗ; 47. мӑнаҫлӑх ывӑлӗсене йӗрленӗ, вӗсен ӗҫӗ ӑнса пынӑ.

45. И обходил вокруг Маттафия и друзья его, и разрушали жертвенники, 46. и небоязненно обрезывали необрезанных детей, сколько находили в пределах Израильских, 47. и преследовали сынов гордыни, и дело успешно шло в руках их.

1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Анчах Израиль ҫыннисем вӗсене хирӗҫ алӑ та ҫӗклемен, чул та пулин тытса пемен, хӑйсем тарса пытаннӑ вӑрттӑн вырӑнӗсене те питӗрмен, 37. вӗсем каланӑ: эпир пурте пӗр айӑпсӑр вилетпӗр, эсир пире айӑпсӑрах вӗлернине тӳпе те, ҫӗр те курса тӑрать, тенӗ.

36. Но они не отвечали им, ни даже камня не бросили на них, ни заградили тайных убежищ своих, 37. и сказали: мы все умрем в невинности нашей; небо и земля свидетели за нас, что вы несправедливо губите нас.

1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӗсен чӗрисем икке пайланчӗҫ, ҫавӑншӑн хаса парӗҫ те вӗсене: Турӑ вӗсен чӳк вырӑнӗсене ишсе антарӗ, йӗрӗхӗсене аркатса тӑкӗ.

2. Разделилось сердце их, за то они и будут наказаны: Он разрушит жертвенники их, сокрушит кумиры их.

Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех