Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑнсӑр (тĕпĕ: вырӑнсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ма эс Мамич-Бердей мӑрсана вырӑнсӑр тапӑнтӑн?

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пырса кӗрсенех вырӑнсӑр сӑмахпа кӳрентерчӗ-ҫке ӑна пиччӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, апла мар, — хӑй вырӑнсӑр сӑмах каланӑшӑн ӳкӗнсе илчӗ Аниккей.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун амӑшне, Эрнепие, тыткӑнра нумай пурӑннӑшӑн вырӑнсӑр сӑмах каласа тӑкрӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫар, ман юратнӑ патшам Иван Васильевич, вырӑнсӑр сӑмахсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑнсӑр каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурте туяҫҫӗ: кӑткӑс лару-тӑру халь Хусанта, Шигалей княҫсемпе ҫапӑҫса, вырӑнсӑр куштанланса пӗтӗм ӗҫе пӑтраштарса ячӗ, анчах аслӑ княҫран хыпар илмесӗр ун ӗҫне хутшӑнма та хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем малтанхи каҫшӑн, халиччен калаҫса курман, питех палласах та кайман ҫыншӑн вырӑнсӑр пулчӗҫ темелле, ҫавӑнпа та Магмет Беззубов вӗсене хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ибрагим ӗнтӗ ханпа чылай тулашса калаҫрӗ, вырӑнсӑр чӗрре кӗни, хӑйне шанманни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ыйту ытла та вырӑнсӑр пулнине хӗрарӑм хӑй те сисрӗ пулас, ҫийӗнчех тӳрлетме тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫав вӑхӑтрах каякан пуҫлӑхсене шутран кӑларма васкани вырӑнсӑр - Правительство ҫуртӗнче вӗсене юрӑхсӑра тухнӑ материал вырӑнне хумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Вырӑнсӑр та пулин, шӳт тума хӑтланать.

Он все время шутит, правда, не очень умело.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа Микулай мана пӑрахнӑ тени вырӑнсӑр сӑмах».

Потому нельзя говорить, что Мигулай меня кинул…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуҫа пӗр-пӗр сокӑш… шохӑш пырса кӗрет те, вырӑнсӑр шохӑш полсан та, ҫынна каламасӑр чӑтаймастӑп вара.

Так бывает: втемяшится в голову какая-нибудь мысль, пусть неуместная, никчемная, а хочется ее высказать.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эп ҫырасса та унран хитре ҫырап, ӑс-хакӑлпа та унран ӳксех юлмастӑп пуль, пурӗ пӗр эпӗ вырӑнсӑр, вӑлах, ҫамрӑкскер, ӑшӑ вырӑнта тет.

И взревновал: ведь он, Яндул, и пишет красивее и грамотнее его, и умом от него не отстал, а поди ж ты, все равно безработный, а тот, юней безусый, при солидном месте!

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара калаҫмасӑр ларма ырӑ мар тесе е вырӑнсӑр сӑмахсем пере-пере ярать вӑл, е мӑк-мак туса хӑйӗнчен хӑй вӑтанса ларать.

Вот и сидит обычно молча, а то выпалит невпопад какую-нибудь несуразицу и потом моргает стыдливо.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӳт тӑвать тес ҫынна — шӳчӗ вырӑнсӑр пек туйӑнчӗ Михайлова.

Михайлов принял было слова Яндула за шутку,

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫук, апла калани — вырӑнсӑр, чирлӗ ҫынна эсӗ чирлӗ тени сывалма пулӑшмасть.

Так что не стоит ничего ему говорить, неуместны сейчас слова, не помогут они, как не поможет больному то, если сказать ему, что ты тоже болен.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫҫан вырӑнсӑр сӑмах каласа ярасран хӑраса хӗреле-хӗреле кайнӑ.

Касьян терялся, боялся сказать что-нибудь невпопад.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫавӑнпа «колхозсем пӗр пек мар, пӗрлешес пулсан, эпир нумай ҫухататпӑр» тесе калаҫнисене эпӗ вырӑнсӑр тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех