Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑнсӑр (тĕпĕ: вырӑнсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вара ман айӑп мар, ҫавӑнпа кӑмӑлсӑрланни те, ӳпкелешни те вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вырӑсла калаҫӑва чӑваш сӑмахӗсем илем кӳмен пекех, вырӑс сӑмахӗсем те, вырӑнсӑр усӑ курсан, чӑваш чӗлхине пуянлатмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Калаҫура е ҫырура вырӑс сӑмахӗсемпе вырӑнсӑр усӑ курнине те вӗсем тӑван чӗлхене пуянлатни вырӑнне хурасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑйсем тӗллӗн вылякансем хӗрсе кайса выляма тӑрӑшни те вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Вырӑс кимми вырӑнсӑр Атӑл тӑрӑх аташать; Иртмӗ халӗ парӑмсӑр: Тӑван тухать: тавлашать», — «Атте тухать атмапа, Эпир виҫҫӗн виҫепе, Утмӑл тантӑш тукшанпа, Хӗрсем ҫинҫе ҫилӗкпе».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Полина «гайкине» майсӑр, вырӑнсӑр «болт» пулмарӑм-ши?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урӑх вӗсем, комсомолецсем, анчах турра тарӑн ӗненекен ҫемьесенче ҫуралса ӳснӗскерсем, ӑс-тӑнӗпе ача шутӗнчен тухса та пӗтейменскерсем, ӑшра сӑмсаланма ӗлкӗрнӗ икӗ хире-хирӗҫле «тӗнрен» (Турӑ пур — Турӑ ҫук) нихӑшне те сивлеме, ун вӗрентӗвне пӑрахӑҫлама хӑймарӗҫ, ҫавна пула, ура айӗнченех сиксе тухнӑ йӑка ӑша ҫӑтса, куҫа курӑнман вӑйсене (тен, вӗсем чӑнах пур?) кӳрентермелле тем вырӑнсӑр персе ярасран асӑрханса, пӗр-пӗринчен нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Миронова чӗп пӑхакана суя сӑмах сарнишӗн тата колхоз пурлӑхне вӑрлама пӑхнишӗн штраф тӳллеттерес, тепре кампа та пулин вырӑнсӑр хирӗҫсен е алӑ кукӑрри сисӗнсен, унӑн ӗҫне тӳрех районти милици аллине ярса памалла.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ку та вырӑнсӑр пек, пахча мӗлкин пысӑк ҫӗлӗк, ҫӗлӗксӗр пулсан, урӑм-сурӑм кӑтра ҫӳҫ пулмалла пек.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Дирекци санпа мӗн тӑвас тет — ҫавна тӑвать, чип-чипер ҫӗртенех шкултан кӑларса сирпӗтет, татӑк ҫӑкӑрсӑр, пурӑнмалли вырӑнсӑр хӑварать.

Захочет дирекция — и выбросит тебя из школы, оставит без хлеба и крова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Айӑпсӑр ачасем таса сассисемпе ҫак тискер ӳкерчӗк айӗнче юрлани Пазухина вырӑнсӑр, тӑрлавсӑр япала пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вадим хӑй урасӑр марри ҫинчен вырӑнсӑр асӑннине сисрӗ те шӑпланчӗ, унтан ҫемҫен каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Савӑннипе сыпма та, туртма та пӑрахнӑ, — шӳтлерӗм эпӗ, анчах ҫак шӳт вырӑнсӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп, пур ҫынсен туйӑмне те пӗр рамкӑна кӗртсе лартни е салтак шинелӗпе танлаштарни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эпӗ укҫана вырӑнсӑр салатма вӗренмен.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чӑн та, хаклӑ хӑна пек паллаштарнӑ хыҫҫӑн кайри пӳртре пӑхма шутлани вырӑнсӑр тата ют ҫын умӗнче арӑмпа харкашни пушшех аван мар».

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах хутне кӗме тӑни тепӗр чухне вырӑнсӑр та килсе тухма пултарать.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ыйту вырӑнсӑр пек туйӑнчӗ Ҫтаппана, ҫавӑнпа вӑл калас-калас мар ҫӗртен: — Тӳрӗ ҫулпа кайӑпӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫитрӗ пулӗ? — терӗ те, хӑй вырӑнсӑр ыйтнине чухласа, хӗрелсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхи вӑхӑтра паникӑна кӗрсе ӳкни вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех