Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсене (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
РСФСР тата СССР ял хуҫалӑх аслӑ шкулӗсем хушшинчи спартакиадӑсенче Петр Михайлов малти вырӑнсене тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ентеш // П.ЗАЙЦЕВ. Каҫал ен, 2019.06.11, http://kasalen.ru/2019/06/11/%d0%bf%d1%83%d0%bb%d1%82%d0%b0%d1%80%d1%83%d0%bb%d0%bba-%d0%b5%d0%bd%d1%82%d0%b5%d1%88/

Анчах, пӗртак вӑхӑт иртсенех, учитель Томӑн кӗнекинчи вараланчӑк вырӑнсене курах кайрӗ.

Скоро открылось происшествие с учебником.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ытти пирачӗсем те, хӑйсен Тӑван ҫӗршывӗнчи вырӑнсене юлашки хут пӑхса, сывпуллашса уйрӑлчӗҫ.

Остальные пираты тоже «бросали последний взгляд», и все они смотрели очень долго.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Е индеецсем патне каять, вӗсемпе пӗрле буйволсене тытма ухутана ҫӳрет, ту ҫинчи ҫар сукмакӗсем тӑрӑх вӑл ниепле те улӑхмалла мар чӑнкӑ вырӑнсене хӑпӑрать, инҫетри Хӗвеланӑҫри ҫулсӑр тӳремлӗхсем тӑрӑх ҫӳрет, хӑҫан та пулсан вара аслӑ ҫар пуҫӗ пулса, кайӑк тӗкӗсене йӑлтӑртаттарса, хӑйӗн ӳтне сӑрласа пӗтерсе, хӑрушӑскер, киле таврӑнать.

Нет, еще лучше, он уйдет к индейцам, будет охотиться на буйволов, вступит на военную тропу, где-нибудь там, в горах или в девственных прериях Дальнего Запада, и когда-нибудь в будущем вернется великим вождем, весь утыканный орлиными перьями, страшно размалеванный.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл нумай пулмасть ҫак вырӑнсене таҫтан инҫетрен килсе вырнаҫнӑ.

Он приехал недавно к эти места откуда-то издалека.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӑх хуллен-хулленех аяк енчи вырӑнсене те йышӑнса илчӗ.

Прихожане заполнили оба придела.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Таса япаласемпе вырӑнсене вӑл питӗ аван уянӑ, вӗсене пурнӑҫри мӗнпур япаласенчен уйрӑм шутланӑ.

Он так благоговел перед всем, что свято, и отделял духовное от светского.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑйӗн урокне тӗтреллӗн ҫеҫ пӗлкелет-ха, мӗншӗн тесен унӑн ӑспуҫӗ ҫав вӑхӑтра этем шухӑшӗ ҫитме пултарнӑ вырӑнсене пур ҫӗре те ҫитсе ҫӳрерӗ, унӑн алли те кирлӗ мар япаласемпе аппаланса ларчӗ.

У Тома сложилось довольно смутное представление об уроке, потому что его голова была занята всем, чем угодно, кроме урока, а руки непрерывно двигались, развлекаясь каким-нибудь посторонним делом.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пур ял хуҫалӑх предприятийӗпе фермер хуҫалӑхӗнче те пӗтнӗ вырӑнсене пӑсса ҫурхи пӗрчӗллӗ культура акма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Вӗренекенсем малти вырӑнсене час-час йышӑнни педагогсене малалла тата та хастартарах ӗҫлеме хавхалантарать.

То, что учащиеся часто занимают призовые места, вдохновляет педагогов на дальнейшую и активную работу.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

Вӗсем ку енӗпе иртекен смотрсене, ҫар вӑййисене яланах хастар хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.

Они активно присоединяются к проходящим по этой линии смотрам, армейским играм, занимают первые места.

Вӑрнар студенчӗсене Крыма чӗннӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2747-v-r ... ryma-ch-nn

55 килограмлӑ виҫере районти спортсменсем малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ: Раил Ильясов, Надир Гибатдинов, Дмитрий Герасимов, Роман Белков, Владимир Фадеев.

Куҫарса пулӑш

Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/

Наркотик сарнӑшӑн айӑпланнисемпе уйрӑмах тимлӗ пулмалла, вӗсене пытарнӑ вырӑнсене шыраса тупас енӗпе мерӑсем йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Эпир ҫитмен вырӑнсене ҫитсе кур!..

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Халӑх пурӑнакан вырӑнсене тата общество хутлӑхӗсене тирпей-илем кӗртесси пурне те пырса тивекен кирлӗ ӗҫ шутланать.

Благоустройство населенных пунктов и общественных пространств имеет большую социальную значимость.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫавӑншӑн вӑл ачисен карьерин ҫулне «кӗскетсе» вӗсене ҫителӗклӗ пӗлӳ илме май памасть тата наукӑра ура ҫинче ҫирӗппӗн тӑмаллах тӗрекленичченех декан, проректор, институт директорӗ пек вырӑнсене лартма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Текстри сӗтеклӗ вырӑнсене «ҫупкӑмӑн-ҫупкӑмӑн» илсе кӑтартма пулать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ӗҫлеме тытӑннӑранпа кашни ҫул тенӗ пекех тӗрлӗрен выставкӑсене хутшӑнса призлӑ вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, хаклӑ парнесене тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Тӗрлӗ районсемпе туслӑ ҫыхӑнусем тытса ӗҫлӗ канашлусем ирттерни, паллӑ вырӑнсене экскурсипе тухса ҫӳрени, уяв каҫӗсенче хутшӑнни, палах, кӑмӑл-туйӑма хӑпартлантарать, ӗҫре вӑй-хал кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Командӑпа пӗрле малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех