Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнне (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е вӗсем мана пӗчӗк хӗрача вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хулара автомашинӑсем ҫукпа пӗрех, вӗсем вырӑнне халӗ вӑкӑр е ӗне кӳлнӗ лавсене йышлӑ курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Комсомолӑн хула комитетӗнче ӗҫлекен арҫынсенчен нумайӑшӗ фронта тухса кайсан, Рита Романовӑна унта ӗҫлеме куҫарчӗҫ, ун вырӑнне Таня Богуцкаяна суйласа лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ман сӑмахӑм ҫак анчах, — терӗ те Шаликов хӑй вырӑнне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пурнӑҫра хӑй вырӑнне тупнӑ ҫынсене эпир пысӑка хурса хаклатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Тишкерсе пӑхсан, Тукай (10 вырӑнне 20), Асанкасси, Кайнлӑк (иккӗшӗнче те 1 вырӑнне 4), Комсомольски (58 вырӑнне 62), Элпуҫ (7 вырӑнне 9), Александровка (7 вырӑнне 10) ял тӑрӑхӗсенче преступлени тӑвасси ӳсни палӑрать, ытти ҫӗрте чакнӑ е пӗр шайрах юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Преступленисен шучӗ виҫӗмҫулхинчен 1,4 процент ӳснӗ (139 вырӑнне 141).

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Чугун ҫулне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлтан сыхлакан вӑрмансенче те, чи кирлӗ йывӑҫсене суйласа, ҫул профильне, ҫӗрне, вырӑнне шута илсе лартни питӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Юманлӑх вырӑнне юманах пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Анчах юманлӑх вырӑнне юман калчисем лартиччен унти чирлӗ турат таврашне мӗнле те пулин васкасах тухса тасатасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пӗр сӑмах чӗнмесӗр, Петӗр хӑй вырӑнне кайса ларчӗ, пуҫне татах кӑкӑрӗ ҫинелле усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эсӗ мана, ватӑ аннӳне, чирлӗ ҫынна, килти арҫын ӗҫне туса усӑ кӑтартмалла чухне, савӑнтарас вырӑнне ҫак чӑтайми намӑса кӑтартрӑн.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вырӑнне хумасан, ял Совет депутатне чӗнсе илетӗп, халех акт ҫырса ӗҫе суда паратӑп!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Илнӗ пӗренесене каялла вырӑнне кайса хума хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара ҫав ҫулсем вырӑнне Тимафипе Улайкка йӗрӗсем ҫеҫ ансӑррӑн курӑнса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ваттисем вырӑнне ачисем, хӑшӗсен мӑнукӗсем хутшӑна пуҫларӗҫ кӑҫал.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑрман ӗҫлеттерекенӗ мана юратрӗ пулас, Якур пичче вырӑнне курӑс хутма, мунчала хатӗрлеме лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн куҫлӑхӗн сылтӑм аври хуҫӑлса кайнӑ, ун вырӑнне вӑл шурӑ ҫипе темиҫе хут пӗтӗрсе, хӑлхинчен ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пушатма эпӗ чи кая юлса ҫитеттӗм, анчах ун вырӑнне кашнинчех Пурхи пичче ҫапла каланине илтсе савӑнаттӑм:

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех