Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнне (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун вырӑнне тияккӑнӑн хӑватлӑ сасси янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Кузьмич ҫӗр ӑшӑнса ҫитсенех Каюровӑн ҫатан картине сӳтсе тӑкрӗ те ун вырӑнне хӑма карта тытма пуҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ун вырӑнне ҫак кантӑр ани ҫине лартмалли катемпие, хӑйӗн магазинӗнче техничка пулнӑскере, илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫав хӑмаран ҫапса тунӑ хӳшӗ уншӑн иккӗмӗш килӗ вырӑнне пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унӑн вырӑнне нихҫан та ретлӗ пуҫтарса хуман, япалисем те ӑҫта кирлӗ унта сапаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ку — нӳхреп вырӑнне шутланать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ашшӗ» хыҫлӑ пуканпа яланхи вырӑнне ларчӗ, черккесене хӑй тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑҫал та кукуруза сахал акатпӑр, ун вырӑнне ытларах нимӗҫ пӑрҫи, кӑшман пулать…

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл пӗрре-иккӗ ҫаврӑниччен Нагасова сигнальщица вырӑнне хӑй тӑчӗ, вара мотоцикл ҫине ларчӗ те уйӑн тепӗр вӗҫне тӗрӗслеме тавра ҫулпа вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӳрчӗсем кермен пек йӑтӑнса лараҫҫӗ, чӳречисенче вара — пӗр чечек ҫук, ун вырӑнне пӑхӑр сӑмавар ҫуталса ларать е чӑкӑт ҫаврашкисем хурса тултарнӑ — магазин витрини тейӗн.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Тахҫан мана сысна-выльӑха кам та пулин ҫапла пӑхса ӳстерни ҫинчен калас пулсан, эп ӑна юптарса каланӑ юмах вырӑнне те хуман пулӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Нимӗн те пулман ӗлӗк ку вырӑнта, вырӑнне те «Картлӑ йӑран» тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗрсе кайнӑ председатель сасартӑк лӑпланчӗ те хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ун вырӑнне пӗр питӗ сиенлӗ шухӑш анлӑ сарӑлнӑ: выльӑх апатне химилле майсемпе хатӗрлесси кӑҫалхи йывӑр ҫул ҫеҫ кирлӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тата хӗрӗ те курнӑҫланса, турткалашса, вӑтанса тӑраканни пулмарӗ — мана тахҫантанпа пӗлнӗ пекех е, тӳррипе каласан, мана каччӑ вырӑнне хуман пекех, ним ютшӑнмасӑр, именмесӗр калаҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эсӗ халӗ маншӑн ун вырӑнне юлтӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Марья Ивановна маншӑн йывӑр вӑхӑтра тӑван анне вырӑнне пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тем терирен юрпа ҫӑвӑнса кӗнӗ «Волонтер» самаях уҫӑлчӗ, Вадим вырӑнне ларса, баян каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Аркадий вара Рита сывлӑхӗшӗн уйрӑм сыпнӑ хыҫҫӑн сасартӑках «чалӑшрӗ»: Рита Романова тесе калаҫ вырӑнне Римма Ротанова тесе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех