Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑн (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тит хӑйӗн ҫинҫе урисемпе вырӑн патне утса пычӗ те аллисемпе сулкалама пуҫларӗ, унтан, маччана ҫити ӳссе, ҫил арманӗ пулса тӑчӗ.

Тит на тонких ножках подошел к постели и замахал руками, потом вырос до потолка и обратился в мельницу.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл хӑй валли вырӑн тупаймасӑр, мӗнле ларсан, мӗнле тӑрсан лайӑхраххине пӗлеймесӗр асапланчӗ, ырӑ шухӑшсем ытла нумай капланса килнинчен ывӑнас мар тесен мӗн тумаллине те пӗлеймерӗ.

Он не находил себе места и не знал, какую принять позу и что делать, чтобы не изнемогать от изобилия приятных мыслей.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Купсасене пӗр чӗрӗ вырӑн юлми каса-каса тухнӑ; хӑйсен ӗҫне туса пӗтернӗ те ҫул ҫинчен иккӗшне те айккине сӗтӗрсе кайнӑ, ашшӗне пӗр енне, ывӑлне тепӗр енне.

Изрезали купцов так, что живого места на теле не осталось; кончил и свое дело и стащили с дороги обоих, отца на одну сторону, а сына на другую.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пантелей хӗрес ҫине, унтан Дымов ҫине пӑхрӗ те: — Микола, ку вӑл утӑ ҫулакансем купсасене вӗлернӗ вырӑн пулмарӗ пуль те? — тесе ыйтрӗ.

Пантелей поглядел на крест, потом на Дымова и спросил: — Микола, это, бывает, не то место, где косари купцов убили?

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫӑм миххине ҫыхнӑ пӑява ҫирӗпреххӗн тытса, Егорушка каллех кӑмӑллӑн кулса ячӗ, кӗсйинчи пӗремӗкне майлаштарчӗ, вара килте вырӑн ҫинче ҫывӑрса кайнӑ чухнехи пекех ҫывӑрма пуҫларӗ.

Егорушка покрепче взялся рукой за веревку, которою был перевязан тюк, еще засмеялся от удовольствия, поправил в кармане пряник и стал засыпать так, как он обыкновенно засыпал у себя дома в постели…

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Егорушка ҫинчен куҫне илмесӗр тата кӑштах чӗнмесӗр тӑрсан, тӗлӗнтермӗш Тит пӗр урине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, ура тупанӗпе хыпашласа, тӑмалли меллӗ вырӑн шырарӗ, вара чул ҫине хӑпарчӗ; кунтан вӑл Егорушка ҫине тӳррӗн пӑхса — хӑйне хыҫалтан ҫапасран хӑрарӗ тейӗн — кутӑн чакрӗ, тепӗр чул ҫине улӑхрӗ, вара малалла та ҫапла майпах хӑпарса пырса, тӗмеске тепӗр енче ҫухалчӗ.

Помолчав еще немного и не отрывая глаз от Егорушки, таинственный Тит задрал вверх одну ногу, нащупал пяткой точку опоры и взобрался на камень; отсюда он, пятясь назад и глядя в упор на Егорушку, точно боясь, чтобы тот не ударил его сзади, поднялся на следующий камень и так поднимался до тех пор, пока совсем не исчез за верхушкой бугра.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Пӗтӗм Бяла Черквара та ӑна тытӑнмалли вырӑн тупӑнмасть-ши вара?

— Неужто во всей Бяла-Черкве не найдется укромного местечка, где бы его спрятать?

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лалка вилнӗ хыҫҫӑн Юрдан арӑмӗ татӑлса хуйхӑрнипе чирлесе ӳкнӗччӗ, вӑл темиҫе кун хушши вырӑн ҫинчен те тӑраймарӗ.

Надо сказать, что после смерти Лалки жена Юрдана опасно заболела с горя и несколько дней не вставала с постели.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑйӗнчен ҫӗр утӑмран ытла та мар — сурӑх кӗтӳ кӗртмелли вырӑн пур, унта ҫӑкӑр та нумай, чӑкӑчӗ те, сӗчӗ те, тӑпӑрчи те тем чухлех…

А в сотне шагов от него стояла хижина, в которой было много хлеба, брынзы, молока, творога…

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырӑн йышӑнӑр!

— По местам!

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рахманлари ялӗ вӗсен пухӑнмалли вырӑн.

Село Рахманлари было их сборным пунктом.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Зли-долӑ тӑвӗ вӑл хуларан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ, унӑн тӳпи ҫапӑҫу позицине йышӑнмалли чи меллӗ вырӑн.

Зли-дол был расположен к северо-востоку от города и представлял собой выгодную позицию.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Арҫынсем, пурте тенӗ пек хула тулашне тухса, тусем ҫинче ҫапӑҫмалли вырӑн йышӑнса тӑчӗҫ.

Все мужчины вышли из города и заняли позиции на окрестных высотах.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клисурӑран хӗвелтухӑҫ енче те ҫӳллӗ сӑртсем пур, анчах вӗсем тикӗс мар, кӑпӑшка тӑпра унта шӑва-шӑва анать, тӗллӗн-паллӑн йӗсӗм ҫырли те шӑлан плантацийӗсем пур, тӗллӗн-паллӑн вара сухаласа ӗҫе кӗртмен вырӑн та пур.

С востока Клисуру ограждали высокие изломанные скалы и рыхлые оползни, местами невозделанные, местами покрытые виноградниками и розовыми плантациями.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лалка тӑванӗсем Радӑна хисеплӗн йышӑнчӗҫ, тупӑк патне иртсе тӑма вырӑн пачӗҫ.

Родственники Лалки, тронутые, расступились перед Радой и освободили ей место у гроба.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗттӗм кӑвак тӳпе те, алмаз пек ҫӑлтӑрсем те, витӗр курӑнакан сывлӑш та, йывӑҫсем те мамӑк вырӑн ҫинче ӑшӑнса пусӑрӑннӑ мӑшӑр чӗкеҫсем те, чечек те, сим те — пӗтӗмпех Рада чунне канӑҫлӑн лӑплантарать, чӗрере юрату та поэзи хускатать, каҫхи шӑплӑхра киленсе чуп тӑвас кӑмӑл вӑратать.

И все это вместе — и темно-синее небо, и алмазные звезды, и прозрачный воздух, и деревья, и ласточки, лежавшие в тепле на своем пуховом ложе, и цветы, и запахи — вносило благодатное успокоение в душу Рады, шептало ей о мире, любви и поэзии, о нескончаемых поцелуях в сладостной ночной тиши…

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара кӑранташне кӑларса, председатель хушамачӗ айӗнче ирӗкрех вырӑн тупса пӗр паллӑ туса хӑварчӗ.

Вынув карандаш, он написал что-то на свободном месте, под фамилией председателя.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан ҫаплах турткалашать, ҫӑмха пек те ҫаврӑнать, пӳлӗмре хӑй валли вырӑн тупаймасть.

Он то корчился, свертываясь клубком, то перекатывался с места на место.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырӑн ҫинчен тин кӑна тӑнӑччӗ-ха, халь ак татах выртасса кӗтсе кӑна тӑр…

Только-только поднялся с постели, а теперь, того и гляди, опять сляжет…

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӑшӑнма вырӑн парӑр Калчо пиччене, ӑшӑнтӑр кӑштах, — терӗ пӗри.

— Освободите место у огня для дяди Калчо, пусть погреется, — сказал кто-то.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех