Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӳрече витӗр инҫетре тусем ялкӑшни, Днепр ҫутӑлса выртни курӑнать; Днепр леш енче вӑрман кӑвакарать; ҫӳлте пӗлӗтрен тасалнӑ каҫхи тӳпе вӗлтлеткелесе илет.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Улӑх тӑрӑх унта та кунта сапаланса ларакан осокорсемпе хурӑнсен тата топольсен тӗксӗм те ҫутӑрах симӗс ҫулҫисем витӗр курӑнакан вут-ҫулӑмлӑ, сивӗпе пӗркеннӗ хӗлхемсем йӑлкӑшса илчӗҫ те, чиперкке юханшыв вара хӑйӗн кӗмӗл кӑкрине ҫиҫтерсе выртни, йывӑҫсем ун ҫине хӑйсен ытарма ҫук илемлӗ ешӗл кӑтрисен мӗлкине ӳкерни курӑнса кайрӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Озеров хӑйне кирлӗ ҫӗре, чиркӳпе юнашарти ҫурта кайманни, темшӗн ҫуна ҫине сарнӑ тӑлӑп ҫинче выртни тата хӑй тавра хӑраса ӳкнӗ сӑн-питлӗ тӗрлӗ ҫынсем хӗвӗшсе ҫӳрени, вӗсем, сассӑр кино ҫинчи пек, сӑмах каламасӑр тутисене хускаткалани шалтах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унтан хӗвелтухӑҫнелле, кӑнтӑралла тата хӗвеланӑҫнелле Мускав ҫывӑхӗнчи вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗлӗнмелле тавралӑх сарӑлса выртни курӑнать: вуншар-вуншар саласемпе ялсем, вунтӑватӑ чиркӳн тӑррисем, Тростенскин сарлака кӳлли, горизонт патне ҫитиех тӑсӑлакан вӑрманлӑ шыв-шурсем…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Чей ӗҫнӗ хушӑра Сергейпе Савва час-часах Ирина ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ, анчах ҫанталӑк ҫинчен калаҫрӗҫ; таҫта ҫеҫенхирте ҫил-тӑман сурӑх кӗтӗвне хӑваласа кайса ӑна юрпа хӗвсе хуни ҫинчен, Ставрополе унта пурӑнакан ватӑ ҫынсенчен пӗри те кӑҫалхи пек кӗрт хӗвсе кайнине астуманни ҫинчен, Стрежамент тӑвӗ ҫинче икӗ хутлӑ ҫурт ҫӳллӗшӗ чухлӗ тарӑн кӗрт выртни ҫинчен калаҫрӗҫ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Федор Лукича темшӗн вара йывӑҫ айӗнче тупӑкра виле выртни курӑнчӗ — ҫакӑн пек пӑчӑ каҫ тахҫан авал унӑн ашшӗ Лука Фомич вилнӗ…
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Стан патне пынӑ чухне тырӑ куписене, тараса патне кутӑн чакса пыракан полуторкӑна, тырӑ типӗтнӗ тата тасатнӑ ҫӗрте ӗҫлекен колхозниксене курсан, Кондратьев тырӑ куписем бронза е ылтӑн тӗслӗ ҫуталса выртни ҫинчен мар шутланӑ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа ӑна вырса тӑкнӑ ҫӗр гектар тулӑ илемлӗ е илемсӗр выртни мар, вырнин пахалӑхӗ мӗнле пулни ытларах хумхантарнӑ: вырмасӑр хӑварнӑ вырӑнсем ҫук-и, улӑм ҫине тата хӑмӑл ӑшне пучахсем ӳксе юлман-и, ҫӗмелсене лайӑх купаланӑ-и, тырра вырса пухнӑ хыҫҫӑн хӑмӑла лаша кӳлмелли кӗреплесемпе туранӑ-и?
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗр 40 ҫул ӗлӗкрех ҫак таврашра питӗ чаплӑ пулнӑ пуян ҫын Корней Васильев, халӗ ҫул ҫӳрекен чухӑн ҫын пулса юлнӑскер, хӑйӗн хӗрӗ патӗнче вилсе выртни ҫинчен пурте пӗлнӗ.
V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Ҫывӑрмалли пӳлӗме каймастӑп, унта пӗччен кӗтсе выртни — ухмахла япала, анчах хам кунта та выртмастӑп-ха.Не иду в спальню, глупо одному там лежать и ждать, и тут же ложусь.
XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вилӗме кӗтсе выртни ухмахла япала вӑл.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Ирхине кӑна, Ефима тупӑка вырттарсан, вӑл сасартӑк макӑрма чарӑнчӗ, ӑна упӑшки тупӑкра мар, кутник сакки ҫинче выртни пӑшӑрхантарнӑ тейӗн.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ерофей Кузьмич ӑнланчӗ: вӑл чирлӗ выртни ҫинчен тата часах вилсе выртасси ҫинчен урӑх вӑхӑтра сӑмах сарӑлнӑ пулсан, пӳрт туллиех халӑх пуҫтарӑннӑ пулӗччӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ку таврара ирӗлсе шӑннӑ юр ҫинче йӗр ҫукки, йӗпенсе пӑрланнӑ хаҫат татӑкӗсем выртни, ҫаралнӑ талпиҫен тунисем моряк кунта пайтах выртнине пӗлтереҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Икӗ мужик иртсе пыраҫҫӗ, пырса пӑхаҫҫӗ те мухтаҫҫӗ; чиновник иртсе пырать, пырса пӑхать — мухтамасть, анчах йӑл кулса илет; экипажсем иртсе ҫӳреҫҫӗ, — вӗсенчен пӑхакансем ҫук: канавра мӗн выртни курӑнмасть.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирӗк те ӗҫлӗ-хӗллӗ пурнӑҫ, кӑшт ачаша вӗренни — хӑйӗн ӑшӑ та ҫемҫе вырӑнӗнче ачашланса выртни, хӑйма тата хӑймапа пӗрле печенисем ҫини, — ҫак пурнӑҫ Вера Павловнӑна питӗ килӗшет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чакак йӗррисем хӗресленсе выртни ҫеҫ палӑрать.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӳремрех вырӑнсенче ӑшӑ тислӗк ирӗлнипе кӑштах хӑмӑрланнӑ ҫул тӑсӑлса выртни палӑрать.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Арча айӗнче выртни пирки калатӑп, лешне вара, килкартинчи ҫуна ҫинче выртаканнине, Митрофанпа пӗрле кӑларса илнӗччӗ.Это я про ту, что под сундучком, а ту, что на дворе в санях, мы вместе с Митрофаном вывинтили.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Вӑл, сасартӑк, пӑрахутсен, баржӑсен ушкӑнӗнчен вӗҫерӗнсе тухрӗ те — вӗсем умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑватлӑ тинӗс — кӑвак инҫетелле тӑсӑлакан тинӗс — сарӑлса выртни курӑнчӗ; тинӗсӗн кӑвак инҫетӗнчен тӳпенелле — хӗррисенче сарӑ мамӑк харталлӑ, шупка-кӗрен те тинӗс шывӗ тӗслӗ симӗсрех пӗлӗтсем, тата салхуллӑ мӗлке ӳкекен, тӑхлан тӗслӗ кичем пӗлет сӑрчӗсем мӑкӑрланса хӑпарнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.