Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртас (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырса пӗтерсенех ахрат тӗпсӗрлӗх хӗррине йӑраланса тухатӑп та хама пуҫӑмран кӗрӗслеттеретӗп; вилсен манӑн кунта выртас килмест.

Потом, когда допишу, я выползу к пропасти и прострелю себе голову; здесь я не хочу лежать мертвый.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент ҫапларах ӑнлантарчӗ: вӑл пӗр арабӑн Африка варринчи кӳлӗсем патне каякан караванӗнчен ҫухалса юлнӑ; Шау хӑй шутсӑр хытӑ иккӗленнине евитлерӗ, анчах Гент, пӗртте хумханмасӑр, аптӑраса ӳкмесӗр, ҫӑлӑннӑ араб ҫинчен ҫав тери кӑткӑссӑн халапласа кӑтартрӗ: ҫав этем христиан тӗнне вӑрттӑн йышӑннӑ-мӗн, Гент хӳтӗлевҫи пулса тӑнӑ; вара Шау, ҫывӑрма выртас умӗн виски ӗҫме ӗлкӗрнӗскер, кӗҫех фактсен ҫыхӑнӑвне ҫухатрӗ те — Гент ҫине халӗ чарӑлнӑ куҫӗсемпе тӗмсӗлет, — вӗсенче ыйхӑ тӗтреленсе силленет.

Гент сказал, что отбился от арабского каравана, шедшего к центральным озерам; Шау высказал искусно выраженное сомнение, но Гент, не переводя духа, сочинил такую сложную историю о спасенном арабе, тайно принявшем христианскую религию и сделавшемся покровителем Гента, что Шау, успевший перед сном выпить виски, скоро потерял связь фактов и, зевая, смотрел на Гента широко раскрытыми глазами, в которых блуждал сон.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Татах та канас килетчӗ, пӗр хусканмасӑр вӑрахчен выртас килетчӗ, атӑсене хывса кӗпе ҫухисене вӗҫертсе ярассӑм килнӗччӗ, анчах ывӑннинчен ытларах шыв ӗҫес килни антӑхтарчӗ, ҫывӑхра шыв ниҫта та тӗл пулмарӗ.

Хотелось бы еще отдохнуть, долго лежать не двигаясь, снять сапоги и расстегнуть ворот рубахи, но сильней, чем усталость, мучила жажда, а воды рядом нигде не было.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вырнаҫтаракан парӑссен шӑлтӑрмисем чӗриклетеҫҫӗ, ҫӳлти рейӑсем ҫӗкленчӗҫ, парусин ҫилпе йывӑрланчӗ, руль умне тӑнӑ Гетрахсӑр, ҫывӑрма выртас умӗн калаҫас тӗллевпе каютӑран трюма йӑраланса кӗнӗ Тергенспа Петвексӑр пуҫне кӗҫех пурте ҫывӑрма саланса пӗтрӗҫ.

Заскрипели блоки устанавливаемых парусов; верхние реи поднялись, парусина отяготилась ветром, и все разбрелись спать, кроме Гетраха, ставшего к рулю, да Тергенса и Петвека, влезших из каюты в трюм, чтобы потолковать перед сном.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ, ҫывӑрма выртас тесе, ботинкӑсене хывма пуҫларӑм.

Я стал снимать ботинки, собираясь ложиться спать.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ах, мӗн тери выртас килмест! — терӗ вӑл юмарттӑн.

— Ах, как не хочется лежать! — просто сказала она.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Манӑн кӑнса выртас килмест-ха, — хирӗҫлерӗ кӑшкӑрашма-ҫухӑрашма юратакан, канӑҫсӑр, пуринчен те хавшакрах тата ҫӑткӑнрах Гатт, — ӑнланатӑр-и: манӑн ӑшаланӑ ӗне ашӗ ҫиес, эрех ӗҫес килет.

— Я не желаю подыхать, — возразил беспокойный, крикливый, более всех тщедушный и прожорливый Гатт, — я хочу, понимаете, бифштексиков, вина.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, ашшӗ патне кӗчӗ:

Вечером, перед тем как идти спать, она сказала отцу:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Пӗр каҫхине, ҫывӑрма выртас вӑхӑтра, Синопа кӗскен кӗлтуса Сивӗ Амӑшне чӗнсе каланӑ.

Как-то вечером, укладываясь спать, Синопа обратился с коротенькой молитвой к Творцу Холода.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Выртас тесен вырт, ҫывӑрас килсен ҫывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Выртас пуль.

Я, наверное, лягу спать.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Ҫук, ҫук, ҫук, господа, — выртас

— Нет, нет, нет, господа, — лежать…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Нина ҫывӑрма выртас умӗн яланах каҫа хирӗҫ тухса уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

— Эпӗ кӑнтӑрла та выртас тесен?

— А если я захочу днем лежать?

XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Выртас килмест, Гвоздев юлташ.

— Не лежится, товарищ Гвоздев.

XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Темиҫе сехет хушши нимрен шикленмелли те ҫук, шухӑшлама та кирлӗ мар, тӑсӑлса выртас та, туртса ыратакан, ывӑннӑ урана канлӗх парас — ҫывӑрас вара мӗн май килнӗ таран.

На несколько часов можно ни о чем не беспокоиться, не думать, вытянуться во весь рост, расправить усталые, стонущие ломотою члены — и заснуть во всю ивановскую.

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Итлетӗп эпӗ сире, — терӗ малалла хӗрсе кайсах Аркадий Павлыч: — сирӗн ӗҫес те, кӑмака ҫинче выртас, сирӗншӗн вара лайӑх хресченӗн ответ тыт.

Знаю я вас, — с запальчивостью продолжал Аркадий Павлыч, — ваше дело пить да на печи лежать, а хороший мужик за вас отвечай.

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

Пӳлӗмӗнче темле йышши япала та пур: выртас тесен выртса канмалли, ларас тесен ларса канмалли, тумланас тесен — тум нумай, пӑхас тесен хитре тӗкӗрсем пур.

И в той палате много добра и скарба всякого, есть на чем посидеть-полежать, есть во что приодеться, есть во что посмотреться.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, ҫывӑрма выртас умӗн, уҫӑлса ҫӳреме урама тухсан та, пирӗн куҫ умӗнчи ҫӗрлехи Лахорӑн ытарми сӑнӗ курӑнса тӑчӗ.

Роскошная картина ночного Лахора еще жила в наших глазах, когда мы после ужина вышли немного пройтись по улице перед сном.

Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Каярах, ҫывӑрма выртас умӗн, эпӗ Олегран: — Олежек, кала-ха, чӑнах: сирӗн пурте честь параҫҫӗ-и? — тесе ыйтрӑм.

Позже, перед сном, я спросила у Олега: — Олежек, скажи, правда: у вас все честь дают? — спросила я.

Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех