Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫасшӑн (тĕпĕ: вырнаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан ларма вырӑн пӑхкаланине асӑрхасан: — Кунта вырнаҫасшӑн мар-и эсӗ? — ыйтрӗ Матӗрне.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Шкула ӗҫлеме вырнаҫасшӑн, — пӗлтерчӗ килни.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл хӑйне хӑй ҫапла мӑнна хурсарах калаҫни, аллисене никамран именмесӗр, этепсӗррӗн тӑраткалани чун-чӗрене вырнаҫасшӑн пулмарӗ манӑнне.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, шалти сийсенчи экситонсем горизонтальлӗ вырнаҫасшӑн, сийсем хушшинчисем вара — вертикальлӗ.

Как заметили исследователи, внутрислойным экситонам присуща горизонтальная ориентация, а межслойным — вертикальная.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

Яланлӑхах яла пурӑнма вырнаҫасшӑн вӑл.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫамрӑк чухне эп продавецсен курсӗнче вӗреннӗ, икӗ ҫул магазинта ӗҫленӗ, халь те ҫавӑнта вырнаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ялти магазина вырнаҫасшӑн пулас.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Эпир пӗр ҫынна тупрӑмӑр, вӑл надзиратель ӗҫне вырнаҫасшӑн имӗш.

Мы нашли одного человека, который будто бы хлопочет поступить в надзиратели.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пӑр ҫинче хӑнтӑр тунӑ шӑтӑка тупса, ҫак шӑтӑк витӗр вӑл хӑнтӑр йӑвине кӗрсе вырнаҫасшӑн ҫыран хӗрринелле пынӑ.

Держалась она близко к берегу, надеясь найти отверстие во льду, сделанное бобром, и через это отверстие пробраться в нору бобра.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кӑҫал хӗл каҫсан аппа вӗренсе пӗтерет те-ха, ялта ӗҫ тупса вырнаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

— Атте строительствӑна вырнаҫасшӑн.

— Папа на строительстве устроиться хочет.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӗсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫынсем малтан Кивҫурт ҫырмин леш енне вырнаҫасшӑн пулнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр каҫиччен хваттере вырнаҫасшӑн татах тӑватӑ ушкӑн килсе кайрӗ.

За ночь являлось еще партии четыре постояльцев.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫынсем хулана вырнаҫасшӑн ҫунаҫҫӗ, вӗсем вара ӑсран кайнӑ пулас, тӗттӗм яла кайса кӗресшӗн.

Люди все норовят в городе пристроиться, а они с ума посходили, в самую глушь забиваются.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Эпӗ нумайлӑх вӑхӑтлӑх а вырнаҫасшӑн сирӗн пата, пӗчченех пурӑнатӑп, майрасем ҫук. Пӗрмай ӗҫ те ӗҫ, командировка, ҫавӑнпа авланма та вӑхӑт ҫук…» — терӗ хӑйӗнпе Владик тесе паллаштарнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех