Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вунӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вунӑ (тĕпĕ: вунӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ сана клас: тӑршшӗ вун пӑр аршӑн та вун тӑватӑ вершук, урлӑшӗ — вунӑ аршӑн та пилӗк вершук, ҫӳллӗшӗ — тӑватӑ аршӑн та вун виҫӗ вершук.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак задачӑна парти икӗ тапхӑрта татса парать: малтанхи вунӑ ҫул хушшинче шкул ҫулне ҫитнӗ мӗн пур ачасене вун пӗр ҫул вӗренмелли вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларса пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем параҫҫӗ, халӑх хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен, тивӗҫлӗ пӗлӳ илеймен ҫамрӑксене вара 8 клас чухлӗ верентессине обязательнӑй йӗркепе пурнӑҫлаҫҫӗ; тепӗр вунӑ ҫуллӑхра вара пурне валли те вӑтам шкул пӗтерме майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

И вунӑ пус, вунӑ пус, Вунӑ пуслӑх хӗрӗре Ҫӗр сум парса илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Вӑрттӑнлӑх» вунӑ кун хушши чесуча, кофе тата чей пушатрӗ; вун пӗрмӗш куна команда ҫыран хӗрринче — канура, эрех-сӑра сӗрӗмӗнче ирттерчӗ; вун иккӗмӗш кунхине Грэй хӑрушла тунсӑха путрӗ, нимӗн сӑлтавсӑр, тунсӑхне ӑнланаймасӑр.

Десять дней «Секрет» выгружал чесучу, кофе и чай, одиннадцатый день команда провела на берегу, в отдыхе и винных парах; на двенадцатый день Грэй глухо затосковал, без всякой причины, не понимая тоски.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Спартакпа Марк Теренций Лукулл консул калаҫнӑ хыҫҫӑн вунсакӑр кун иртсен, тыткӑна илнӗ тӑватӑ пин римлянина хӑтармашкӑн лагере вунӑ пин панцырь, вунӑ пин питлӗх, вунӑ пин хӗҫ тата дротиксем кӳрсе пачӗҫ.

Спустя восемнадцать дней после беседы Спартака с консулом Марком Теренцием Лукуллом были доставлены в лагерь гладиаторов десять тысяч панцирей, щиты, мечи и дротики — цена выкупа за четыре тысячи пленных.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Чи лайӑх ӑстаҫӑсем тунӑ вунӑ пин испански хӗҫ, вунӑ пин питлӗх, вунӑ пин панцырь, ҫӗр пин дротик парсан, эпӗ тыткӑнти тӑватӑ пин ҫынна каялла яма пултаратӑп.

— Я вам возвращу четыре тысячи пленных за десять тысяч испанских мечей, десять тысяч щитов, десять тысяч панцирей и сто тысяч дротиков, изготовленных как нужно в лучших ваших оружейных мастерских.

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫак вунӑ кун, иртен пуҫласа каҫченех, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех хӑйӗн кӗлеткине итлесе, вӗҫӗмсӗр, таттисӗр, ухмаха ерес пек шутласа пурӑннӑ вунӑ кун нимрен те йывӑртарах пулчӗ, — анчах кулленех тепӗр кун хутшӑнса пычӗ, халӗ ӗнтӗ вунӑ куна ҫитрӗ.

И эти, еще более нестерпимые, последние десять дней, когда с утра до вечера и все бессонные ночи она прислушивалась к собственному телу и считала, считала до сумасшествия, и с каждым днем прибавлялся еще день, и вот их было уже десять.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Вунӑ кӑвак билет пӗр хӗрлӗ билетпа танлашнӑ, ӑна ҫав билетсемпе улӑштарса илме юранӑ; вунӑ хӗрлӗ билет пӗр сарӑ билетпа танлашнӑ; вунӑ сарӑ билетшӗн вара директор питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ ачана ахаль хуплашкаллӑ библи панӑ.

Десять синих билетиков равнялись одному красному, их можно было обменять на красный билетик; десять красных билетиков равнялись одному желтому; а за десять желтых директор школы давал ученику Библию в дешевом переплете.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗрле ӗҫлесе илнӗ тупӑшран, тен, кӑҫаллӑха икӗ лашапа икӗ плуг илмелӗх, ҫитес ҫул вара — вунӑ лашапа вунӑ плуг илмелӗх те уйӑрса хӑварма пултаратӑр…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫтаппан кӗсйинчен вунӑ тенкӗлӗх кӑларчӗ те йӑлтах ҫемӗҫнӗ сассипе: — Тӑвансем, тавтапуҫ! Ура ҫӗкленӗшӗн вунӑ тенкӗ паратӑп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унран вунӑ — вун икӗ метрта хулӑн тиртен ҫӗленӗ куртка тата шӑлавар, пуҫне хулӑн калпак тӑхӑннӑ, питне тӗслӗ кантӑклӑ хӳтлӗхпе хупланӑ ҫын колоннӑсене тӗреклетме пулӑшакан ҫавра тимӗрсене шӑратса ҫыпӑҫтарать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ленин «самӑрӑлса шыҫӑннипе асапланакан», «влаҫра тӑракан вунӑ пин ҫыннӑн» интересӗсемшӗн мар, «ҫӗршывӑн илемӗ, унӑн вӑйӗ, унӑн пуласлӑхӗ» пулса тӑракан миллион тата вуншар миллион ӗҫ ҫыннисен интересӗсемшӗн тӑрӑшакан литературӑ ҫураласси ҫинчен каланӑранпа ҫур ӗмӗр ытла иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Кӑҫал вунӑ ҫул пулать. Вунӑ ҫул ытла иртсе кайнӑ иккен унтанпа».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Аркадий вунӑ метр ишрӗ, вун пиллӗкмӗшне парӑнтарчӗ -малалла, малалла!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӗсем Атӑла вунӑ метр ҫӳллӗш, вуншар метр сарлакӑш хӳмепе ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫав труссисене вунӑ ҫул ҫӗлесе те вунӑ пуслӑх авторитет ӳсмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

— Э-э, вунӑ ҫул ӗнтӗ вӑл карчӑк ӳслӗкпе аптӑрать, вунӑ ҫул вилетӗп, тесе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вунӑ ҫул ирттӗр, вун пилӗк ҫул, ҫавах илеҫҫех ӑна вырӑссем.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вун тенкӗне курманни вунӑ ҫул ӗнтӗ.

Десятку я и сам поди лет десять как не видел.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗрӗссин тӗрӗсех калас пулать: тӗне кӗмесӗр юлнӑ вунӑ процентне Иван Васильевич «шыва кӗнӗ» тӑхӑр вунӑ процентӗнчен мала хурать.

Если сказать по правде: те десять процентов, оставшихся некрещеными, Иван Васильевич ценит больше девяносто процентов «крещенных».

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех