Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Унтан эпӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫине тӑтӑм; тинӗсрен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк тухнине куртӑм: мӑйракисем ҫинче — вунӑ пуҫкӑшӑль, пуҫӗсем ҫинче — Турра хурлакан сӑмахсем.
Ӳлӗм 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Утлӑ ҫарӑн йышӗ икӗ вунӑ пин хут вунӑ пинччӗ: унӑн йышне илтрӗм эпӗ.16. Число конного войска было две тьмы тем; и я слышал число его.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан эпӗ аслӑ пукан тавра, чӗрчунсемпе ватӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсенӗн сассине илтрӗм; вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл ҫапла каланӑ: ¦¦ пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ; 13. вӑл хӑйӗн вунӑ тарҫине чӗнсе илсе, вӗсене вунӑ мина парса каланӑ: «эпӗ таврӑниччен ҫакна ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр» тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вунӑ мӑйрака ҫакна пӗлтерет: ҫав патшалӑхра вунӑ патша вӑй илсе ҫӗкленӗ, вӗсем хыҫҫӑн урӑххи, ыттисенчен уйӑрӑлса тӑраканни, килӗ, вӑл виҫӗ патшана тӗп тӑвӗ, 25. вӑл Ҫӳлти Турра хирӗҫле сӑмахсем калӗ, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисене хӗсӗрлӗ; вӗсен уявӗсене тата вӗсен саккунне чарса лартма ӗмӗтленӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртакан ҫӗртен тухӑҫ еннелле вунӑ пин, анӑҫ еннелле вунӑ пин юлать, ҫак ҫӗрӗн, сӑваплӑ лаптӑка хирӗҫ выртаканскерӗн, ҫимӗҫӗ хулара ӗҫлекенсене апат-ҫимӗҫ валли пулмалла.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫакӑн пекех левитсем те священниксен ҫӗрӗпе юнашар ҫӗр илӗҫ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча пулӗ; пӗтӗмӗш тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин, сарлакӑшӗ вунӑ пин шалча.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак сӑваплӑ ҫӗр священниксене пулмалла, ҫурҫӗрелле ҫирӗм пилӗк пин, тинӗс енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, тухӑҫ енчи сарлакӑшӗ вунӑ пин, кӑнтӑр енчи тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча пулмалла, ун варринче вара Турӑ Ҫурчӗ пулать.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ пуҫлӑха сирӗн акӑ мӗнле хырҫӑ парса тӑмалла: пӗр хомер тулӑран ефан улттӑмӗш пайне, пӗр хомер урпаран ефан улттӑмӗш пайне парас пулать; 14. йывӑҫ ҫӑвӗ памалли йӗрке: пӗр кор чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗнчен батӑн вуннӑмӗш пайне памалла; вунӑ бат пӗр хомер пулать, мӗншӗн тесен пӗр хомерта вунӑ бат шутланать; 15. Израилӗн тулӑх кӗтӳлӗхӗнче ҫӳрекен икҫӗр пуҫ сурӑх кӗтӗвӗнчен пӗр сурӑх памалла: ҫакӑ пурте — тырӑ-пулӑ парни валли, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни валли, ку сире тасатма пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пӗтӗм халӑх тата ҫичӗ кун хушши уяв тума йышӑннӑ, вара ҫав ҫичӗ кунне те савӑнӑҫлӑн ирттернӗ, 24. мӗншӗн тесессӗн Езекия, Иудея патши, пухӑннӑ халӑх валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; патшанӑн ҫывӑх ҫыннисем те пухӑннисем валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; ӗнтӗ чылай священник тасалмаллипех тасалса ҫитнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл аммонсен патшипе ҫапӑҫнӑ, ӑна парӑнтарнӑ, вара ҫав ҫул аммонсем ӑна ҫӗр талант кӗмӗл, вунӑ пин кор тулӑ тата вунӑ пин кор урпа панӑ.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Амасия ӗнтӗ, хастарланса, хӑй халӑхне ертсе кайнӑ, Тӑвар айлӑмне ҫитнӗ те Сеир ывӑлӗсене вунӑ пин ҫынна аркатса тӑкнӑ; 12. Иуда ывӑлӗсем тата вунӑ пин ҫынна чӗрӗлле тыткӑна илнӗ, вӗсене чӑнкӑ ту тӑррине илсе пынӑ та ту тӑрринчен аялалла пӑрахнӑ, лешӗсем пурте ҫапӑнса вилнӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тата шӑратса кӑларса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ, — унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ; йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 3. унӑн айӗпе йӗри-тавралла пур енче те шӑратса тунӑ вӑкӑр ӗренкисем туса ҫаврӑннӑ; кашни чике тӑршшӗне вуншарӑн вырӑнаҫса, тинӗсе вӗсем йӗри-тавра пур енчен те икӗ ӗретӗн эрешлесе тӑнӑ, вӗсене тинӗспе пӗрлех шӑратса кӑларнӑ пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ Ҫуртне тума пилӗк пин талант та вунӑ пин драхма ылтӑн, вунӑ пин талант кӗмӗл, вунсакӑр пин талант пӑхӑр тата ҫӗр пин талант тимӗр панӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Езекия каланӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ маларах кайма ҫӑмӑл; ҫук, мӗлке вунӑ картлашка чухлӗ каялла чактӑр, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Исаия каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ сӑмаха пурӑнӑҫлассине пӗлтерекен паллӑ ҫакӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ малалла шутармалла-и е вунӑ картлашка чухлӗ каялла чакарса тӑратмалла-и? тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иоахазӑн пӗтӗмпе те аллӑ юланут, вунӑ ҫар урапи тата вунӑ пин ҫуран ҫар ҫынни ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ыттине пӗтӗмпех Сири патши пӗтернӗ, вӗсене ӗнтӗ ура айӗнчи мӑшкӑл тусанӗ туса хӑварнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ кайнӑ, хӑйпе пӗрле вунӑ талант кӗмӗл, ултӑ пин сикль ылтӑн тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вунӑ тумтир илнӗ; 6. Израиль патши патне ҫыру илсе ҫитернӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «ҫакӑ ҫырупа пӗрле эпӗ акӑ хамӑн Нееман тарҫӑма яратӑп, эсӗ ӑна тилҫерен сыватсам» тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ахия ҫири ҫӗнӗ тумтирне хывса вуникӗ татӑка ҫурса вакланӑ та 31. Иеровоама каланӑ: вунӑ татӑкне ху валли ил, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: акӑ эпӗ патшалӑха Соломон аллинчен туртса илетӗп, сана вунӑ йӑхне паратӑп, тет, 32. пӗр йӑхӗ вара# Хамӑн Давид чурамшӑн, Эпӗ Израилӗн пӗтӗм йӑхӗнчен суйласа илнӗ Иерусалим хулишӗн унрах юлӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон патша патӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли Хирам акӑ мӗн-мӗн тунӑ: 41. икӗ юпа, вӗсене тӑрӑласа тӑракан икӗ кӑшӑл, кӑшӑлсене витме ҫыхнӑ икӗ виткӗҫ; 42. икӗ юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен икӗ ӗрет виткӗҫ валли тӑватҫӗр нар улми; 43. вунӑ сапан, сапансем ҫинчи ҫӑвӑнмалли вунӑ савӑт; 44. пӗр тинӗс тата тинӗс айӗнчи вуникӗ вӑкӑр кӗлетки; 45. чарасем, калаксем, алтӑрсем.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.