Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лашасем вунӑ кун хушши пылчӑк ҫӑрчӗҫ, вун пӗрмӗш кунӗнче умра Мускав ҫывӑхӗнчи заставӑсем курӑнса кайрӗҫ.
2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кайран Хурамалта (вун икӗ ҫухрӑмра) вунӑ класс вӗренсе тухнӑ.
Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/
Автомобиль хула ҫулне кӗскетсе пынӑ ҫак вунӑ минутра унӑн номерне хӑйсен ҫыру кӗнекинче вунӑ полицейски палӑртса хучӗ ахӑр, мӗншӗн тесен урамра ҫӳремелли мӗн пур йӗркене пӑсни кӗретех, ҫул ҫине кам лекнӗ ҫавӑ вара айккинелле пӑрҫа пек сике-сике пӑрӑнса ҫӑлӑнать.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Дакар — 2010» ралли-рейдӑн вунӑ тапхӑрне «КАМАЗ-Мастер» команда вунӑ ҫӗнтерӳпе вӗҫлесе пӗтӗмлетрӗ.
Спорт хыпарӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.
Ҫулу, вутчуль, ӑвӑс ҫуртин ҫӑмхи, йӗп-ҫип, хачӑ, америка пуртти, виткӗҫлӗ пӗчӗк тимӗр хуран, тӑхлан тирӗкпе стакан, хуҫланакан ҫӗҫӗпе сунар ҫӗҫҫи, сурансем валли — ҫыпӑҫакан пластырь, хина кӗленчи, вунӑ килограмм кофепе ҫавӑн чухлех чей, вунӑ килограмм табак, хура йывӑҫ чӗлӗм, ҫирӗм тӑватӑ тӳме — хӗҫ-пӑшалсӑр пуҫне ҫаксем пурте ӑна малаш пурнӑҫра кирлӗ.
IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Эпӗ арӑм вунӑ сехет те вун икӗ минутри пуйӑспа таврӑнасса кӗтрӗм, анчах вӑл, эпӗ халӗ ҫапла шухӑшлатӑп, ыран тин килсе ҫитет.Я ожидал возвращения жены с поездом десять двенадцать, но она, как я теперь думаю, приедет завтра.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Курӑр-ха: вунӑ минутсӑр тӑххӑр; Седир, килӗшетӗр-и, килӗшместӗр-и: тепӗр вунӑ минутран е килӗре каятӑр, е Ахуан-Скап тӑвӗ еннелле ҫул тытатӑр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Вун пӗр сехет вӗҫнелле, Вильтонна Кренерен, Блекпа Лаверазран, Рульпостпа Даккартан вӗҫтерсе иртсе, автомобиль Зеарнӑра — виҫӗ урамлӑ, вунӑ хупахлӑ рудниксен хулинче — чарӑнчӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вунӑ кун тухрӗ; тепӗр вунӑ кунран кӑна аяла анма, унтан чӗрӗ юлнисене, — ҫав тапхӑрта вӗсем выҫӑпа тата сывлӑш пӑсланнипе вилсе пӗтмеҫҫӗ тӗк, — тата вилнисене кӑларма май килет-мӗн.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Тӑшман флочӗ пулӑҫсемпе суту-илӗвӗн ҫӗр сакӑр вунӑ карапне путарсан, ҫакӑн ҫумне пассажир турттаракан вун тӑватӑ пӑрахут хушӑнсан, — вӗсем ҫинче ишнӗ мӗн пур ҫынпа, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе; унтан йывӑр залпсен чарӑнми ӗҫӗпе тинӗс хӗрринчи темиҫе хулана аркатсан — чечекленекен тинӗс хӗрри пурнӑҫсӑрланчӗ; вӑл сывлама чарӑнчӗ, малтан пурнӑҫӑн тӑнӑҫ-тӳлек сехечӗ ҫирӗппӗн шакканӑ вырӑнта тӗтӗмпе тусанӑн шуранка мӗлкисем явӑнма пуҫларӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Америка пуртти ҫирӗм, икӗ гарпун, вун пӗр хӗҫ, каталонсен сакӑр вунӑ ҫӗҫҫи.Двадцать американских топоров, два гарпуна, одиннадцать сабель, восемьдесят каталонских ножей.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
«Мускава валли халех вунӑ миллион пӑт тырӑ тата вунӑ пин пуҫа яхӑн выльӑх хатӗрлесе ӑсатма ҫитмӗл пилӗк миллион тенкӗ, май пулсан вакӑ укҫан тата тӗрлӗрен таварсем: сенӗксем, пуртӑсем, пӑтасем, болтсем, гайкӑсем, чӳрече кантӑкӗсем, чей хатӗрӗсемпе тирӗк-чашӑк, косилкӑсемпе вӗсен пайӗсем, заклепкӑсем, урапа шинисем, тырӑ вырмалли машинӑсем, ҫӗре тикӗслемелли катоксем, спичка, ут хатӗрӗсем, урана тӑхӑнмаллисем, ситец, трико, гибсон, ластик, сатин, шевьет, хӗрарӑмсен тата гвардеецсен марин пуставӗ, тӗрлӗрен сӑран таврашӗ, атӑ-пушмак валли туса хатӗрленӗ сӑрансем, чей, ҫавасем, сеялкӑсем, сӗт сумалли витресем, плугсем, михсем, брезентсем, калушсем, краскӑсем, лаксем, тимӗрӗҫпе столяр инструменчӗсем, напильниксем, карболовӑй кислота, скипидар, сода… кирлӗ пулать.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вунвиҫӗ километра тӑсӑлса каякан фронтра англичансем вунӑ сехет ҫапӑҫса нимӗҫсем еннелле вунӑ километра кӗме пултарнӑ.
Камбре патӗнче танксемпе ҫапӑҫни // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Мускава ҫитме вунӑ тенкӗ ҫитет пулин те, сахалтарах илме аван мар пулӗ; вунӑ тенкӗ ыйтма лайӑх мар.Меньше, очевидно, неудобно… хотя для того, чтоб добраться до Москвы, довольно и десяти рублей.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӗр темле ют ҫӗршыв ҫынни бадшах патне приема пынӑ та: — Эпӗ вунӑ ҫул хушшинче ашака юрӑ юрлама вӗрентме пултаратӑп, — тенӗ, — хушар кӑна эсир ӗҫе тытӑнмашкӑн, тӑкаклама вунӑ пин рупий укҫа парӑр, вара сире хам пултарулӑха кӑтартӑп.
Ашака юрлама вӗрентни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ӗнтӗ ҫав уявлӑ самантранпа вунӑ кун тӑршши кӑна мар, вунӑ ҫулталӑк иртсе пырать хӗр пурнӑҫӗнче.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вунӑ кун хушшинче виҫҫӗр утмӑл пин пулать, уйӑхра — миллион та сакӑр вунӑ пин хускану.В десять дней — триста шестьдесят тысяч. В месяц — миллион восемьдесят тысяч.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Мана ҫапла туйӑнчӗ; кашнине уйрӑммӑн илес-тӗк, мана савӑк пулман пекех, вӗсене те савӑк пулман; анчах хӑй кӑна унашкал туять тесе шутласа, пӗтӗмӗшле хаваслӑха пӑсма хӑймасӑр, юриех савӑк пек кӑтартассине кашнинех хӑйӗн тивӗҫӗ вырӑнне йышӑннӑ; кунсӑр пуҫне — калама та аван мар — чарана вуншар тенкӗ тӑракан виҫӗ бутылка шампански, тӑватшар тенкӗ тӑракан вунӑ бутылка ром яни, ҫапла вара пурӗ, апата шутламасӑр, — ҫитмӗл тенкӗ тӑкаклани хӑех мана юри тума хистенӗн туйӑнчӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Паллах, ҫар вӑййине хатӗрленес ӗҫе вӑрттӑн туса пырас пулать, анчах сире уҫҫӑнах калатӑп: пире сигнализаци валли пӗр вунӑ флажок ҫитмест тата пӗр вунӑ пӑшал ҫитмест.
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӑхать официант ман ҫине, эпӗ икӗ лакейпа пынине курать те — ҫапла калать: «Ытла ир килнӗ эсир, князь вунӑ сехетсӗр тӑмасть, вунӑ сехетре вара эпӗ камердинера эсир килни ҫинчен пӗлтерӗп», — тет.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.