Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуннӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вуннӑ (тĕпĕ: вуннӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Ҫапла пӗрре пулчӗ, иккӗ пулчӗ… вуннӑ пулчӗ… вун пилӗк пулчӗ, Ула Тимӗр сывлӑхӗ, чунӗ-чӗмӗ тапранчӗ — йывӑр чирлесе ӳкрӗ, кӑвапи тӗлӗнчи парсем чул пек хытса ларчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нестер Янгасӑн ку таранччен чӑвашла сӑвӑ кӗнекисем вуннӑ ытла тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Вуннӑ ҫапатӑр — татах…

Десять ударов — и…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вуннӑ ҫапатӑр — самантлӑха канӑр.

Десять ударов — и передохните секунду.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кашни вуннӑ ҫапмассерен кӑшт канӑр та «Ваня юлташ» ҫинчен ыйтӑр.

После каждых десяти ударов отдыхайте немножко и задавайте вопрос о «товарище Ване».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унта пӗр йышши уҫӑсем вуннӑ та пулӗ…

Больше десятка одинаковых ключей…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тутӑрне хуллен салтрӗ, вунӑ тенкӗлӗх хӗрлӗ укҫасене вуннӑ илчӗ те Макара алӑран кӑшӑрт тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӑршшӗ ҫирӗм метр, сарлакӑшӗ — вуннӑ, ҫӳллӗшӗ те лутра мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уншӑн, унпа пӗрле Хусана пырса кӗрессишӗн Кӗркке пек савнисене вуннӑ, ҫирӗм парӗччӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, Микулай Укка ҫинчен вуннӑ выртса та пӗрре тӗлленмен?

Может, тому и в голову не приходило ее трогать.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗлеҫҫӗ, ватӑ вӑл, тӑхӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ, ҫапах та тӗреклӗ, тӑнне ҫухатман, никам каламасан та ҫакӑн пек кӑткӑс самантра мӗн тумаллине вӑл калатех.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗрре мар, вуннӑ каланӑ!

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑхма сӑн та, кӗлетке те пур-ха хӑйсен, анчах вӗсенчен нумайӑшӗ сакӑр вуннӑ урлӑ та каҫнӑ ӗнтӗ, килтисем вӗсене «ҫурт-йӗр хураллама» ҫеҫ хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вуннӑ ҫити шутлама хӑвӑртрах вӗренччӗр тесе, Эльгеев ачасене хӑй хыҫҫӑн сӑмахсем калаттарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Стена ҫумӗнчи вӑрӑм маятниклӗ сехет янравлӑн вуннӑ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашкинчен, паян ирхине, вуннӑ ҫитеспе, картишрен пусмапа улӑхрӑм та — никама та курманран тӳрех Гез пӳлӗмӗн алӑкӗнчен шаккарӑм.

Наконец сегодня утром, около десяти часов, я поднялся по лестнице со двора и, никого не встретив, постучал к Гезу.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ Геза шырама кайнӑ чухне вуннӑ иртни чӗрӗкчӗ.

Когда я направился искать Геза, было уже четверть одиннадцатого.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унӑн карчӗсем ҫав таранах пысӑк-ши е вӑл хӑратасшӑн ҫеҫ-ши — анчах манӑн хальхинче ҫав тери капӑр черва рет: вуннӑ, валет, дама, король, туз.

Как ни была крупна его карта или просто решимость пугнуть, случилось, что моя сдача составила пять червей необыкновенной красоты: десятка, валет, дама, король и туз.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Давенантӑн йывӑр лару-тӑрӑвне кура, — ӑна хӑватлӑ Фельтон генерал татӑклӑнах хӑйӗн хӳттине илчӗ, — судпа тӗрме влаҫӗсем арестанта ирӗке кӑлармалли процедурӑна кӗскетрӗҫ, ҫавӑнпа та, ирхи тӑхӑр сехетре ӗҫе пуҫӑнса, Галеран вуннӑ ҫурӑрах Кресс врачпа тата санитари автомобилӗпе тӗрме хапхи патне ҫитсе чарӑнчӗ, кӗҫех вӗсем унӑн картишне саккунлӑ майпах кӗчӗҫ.

Ввиду тяжелого положения Давенанта, решительно взятого под свою защиту всемогущим генералом Фель-тоном, судейские и тюремные власти так сократили процедуру освобождения заключенного, что, начав хлопоты около девяти часов утра, Галеран уже в половине одиннадцатого с врачом Крессом и санитарным автомобилем был у ворот тюрьмы, въехав на ее территорию с законными основаниями.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех