Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав каҫхинех Бауманпа Бобровский, тӗрмери простыньсене тӑрӑхла ансӑрӑн ҫурса, пусма ҫыхрӗҫ, пукансемпе тенкелсен урисенчен пусмаллисем турӗҫ; камерӑсенче нумайӑшӗнче «хӑйсен», тӗрмерисем харпӑр хӑй укҫипе илнӗ «венски» тенкелӗсем пулнӑ.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чӳречесем хушшинче икӗ тӗкӗр тата «Нивӑн» ылттӑн рамӑллӑ картина-премийӗсем ҫакӑнса тӑракан пысӑк залра пушӑ та кичем, кунта картла вылямалли икӗ сӗтел тата пӗр дюжина яхӑн венски пукан ларать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— «Венски конгресс, венски пукан, венски пылак, венски кӗпе»…— Венский конгресс, венские стулья, венская сдоба, венский каблук…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хаклӑ мар, анчах илемлӗ лутра сӗтел-пукансем, урайӗнче Венски ковер — ӑна Перси коверӗ евӗрлӗ тунӑ, стенасем ҫинче акварельсем, анчах вӗсене темшӗн Польшӑпа Румыни художникӗсем ӳкернӗ, япӑхах мар, анчах Венӑна илсе килме вӗсем ҫав териех лайӑх та мар.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫар пурлӑхне Астрахань ҫеҫенхирӗнчи тӗвесемпе Таджикистан ашакӗсем, монголи лашисем кӳлнӗ авалхи дормезсем тата пӗр икӗ ӗмӗр каялла тунӑ, чӗриклетекен те аран-аран сӗтӗрӗнсе пыракан, туртса кӑлармалли пусмаллӑ, кучерсем валли тунӑ ҫӳллӗ ларкӑчлӑ та кӑшкарӗ хыҫне лакейсем валли ятарласа тунӑ балконлӑ, ылттӑн герблӑ дворцовӑй венски кӑвак каретӑсем ҫине те тиенӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Шуратман килти пиртен тунӑ таса скатерть сарнӑ сӗтел тавра венски пукансем лартса тухнӑ, сӑрланӑ урайӗ йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать, чӳрече патӗнче, катка ҫинче фикус илемленсе ларать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кӗтмен ҫӗртенех арӑмӗ ҫапла шанми пулса кӗвӗҫме тытӑннӑшӑн питӗ тарӑхнипе Зуля венски тенкеле чӑнах та каялла илес мар-ши тесе те шутларӗ, анчах татӑкла самантра ҫакӑн ҫинчен аса илчӗ: ӗҫне йышӑннӑ чух вӑл Хуркайӑк патӗнче самай пысӑк черккепе, туса пӗтерсен тата пысӑкраххипе ӗҫнӗччӗ…
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑрах алӑллӑ ӑстаҫӑ уйрӑмах тӑрӑшса тунӑ венски тенкел Зуля арӑмӗшӗн ҫемьери тимлӗхе ӳстермелли сӑлтав пулса тӑчӗ.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ун хыҫҫӑн вӑл ҫемьери сӑн ӳкерчӗксене лартмалли рама, шкул валли темиҫе кантӑк хашаки, унтан арӑмӗ валли уйран ҫӳпҫи, пӗчӗк пичке, юлашкинчен Хуркайӑк ыйтнипе авӑнчӑк хыҫлӑ чӑн-чӑн венски тенкел турӗ.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Юратса тӑсса хурать вӑл хӑйӗн икӗ ретлӗ венски купӑсне чӗркуҫҫийӗ ҫине.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ваше превосходительство, манӑн ятарласа тунӑ чӑн-чӑн венски кӳме пур.— У меня, ваше превосходительство, есть чрезвычайная коляска настоящей венской работы.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
— Ваше превосходительство, ман шутпа венски кӳмерен лайӑх кӳме ҫук пек, — сӑмах хушрӗ полковник.— Мне кажется, ваше превосходительство, — заметил полковник, — нет лучше коляски, как венская.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Фицхалауров хӑй айӗнче нӑчӑртатса илнӗ венски пукан ҫине йывӑррӑн ларчӗ, вӑрӑм урисене хутлатса, пысӑк аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, хулӑн ҫӑра сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Авса тунӑ венски пукан ҫинче, аттисене хӗреслӗ хурса, хура пиншак тӑхӑннӑ кӗрнеклӗ ҫын ларнӑ.На гнутом венском стуле, скрестив ноги, сидел плотный, грузный человек в черной поддевке.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗтел патӗнче венски пуканӑн авӑнчӑк хыҫӗнчен тытса, кӑшт пуҫне каҫӑртса тӑракан Ксенин пит-куҫӗнче темӗнле чӑрсӑр хӑюлӑх пурри сисӗнчӗ, ҫакна курсан, Дымшаков хӑй те савӑнса кайӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хуҫисем тӗреклӗ пурӑннӑ курӑнать: урайне сӑрланӑ, венски пукансем лартса тухнӑ, тӗкӗр пур, стенасем ҫумӗнче служивӑйсен ахаль сӑнӳкерчӗкӗсем, вӗренекенӗн хура рамкӑна вырнаҫтарнӑ мухтав хучӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫ умне мӗн пур япаласем — горницӑн малти кӗтессинче ларакан темӗн чухлӗ турӑш, кравать, пӗчӗкҫӗ сӗтел, кивелсе кайнипе йӗрленсе пӗтнӗ тӗкӗр, сӑн ӳкерчӗксем, пӗчӗкҫӗ сӗтел, ун патӗнчи тӗсӗ кайнӑ лӗнчӗр-ленчӗр венски пукансем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина, кӑмака сакки ҫинче тахҫантанпа усӑ курмасӑр ларакан кивӗ сӑмавар — шӑвӑнса тухрӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ун хыҫӗнченех килхушшинчен лакпала сӑрланӑ йӑлтӑртатакан венски кӳме йӑрласа тухса кайрӗ.А следом за ним прошуршала из двора блестящая лаком венская коляска.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑйне вӑл ҫавӑнтах, пӗр пӗчӗк тӑхтавсӑр-мӗнсӗр тенӗ пекех, паркет урайлӑ та стенасем тӑрӑх пӗтӗмпех венски пукансем вырнаҫтарнӑ пысӑк залӑра тӑнине курах кайрӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ытла та ярт-ҫутӑран шурӑ шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, ҫара стенасемлӗ, айккисемпе венски пукансемлӗ, чӳречесенче чӗнтӗр карӑсемлӗ ҫак пысӑк пӳлӗм пушшех те пушшӑн курӑнать.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1
- 2