Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аҫине (тĕпĕ: аҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апрельти ҫак чи ҫап-ҫутӑ хӗвеллӗ кун кӑвакарчӑн аҫине апат та кирлӗ мар.

Голубю было не до еды в этот сияющий апрельским солнцем день.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле те пулсан йӑваш ҫӑмламас йыт аҫине ярса тытатӑп та акӑ ҫӑмне ҫаратса илетӗп, вара ревматизьмӑ каллех таҫта кайса ҫухалать!

Как только поймаю какого-нибудь смирного и лохматого кобеля, остригу его, и опять ревматизьму с меня будто рукой сымет!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ил-ха тата эсӗ пӗр-пӗр кулак йыт аҫине: мӗншӗн-ха вал ҫӗтӗк-ҫатӑк тумпа ҫӳрекен чухӑнсене ҫеҫ тапӑнать?

А возьми ты любого кулацкого кобеля: почему он на одну бедноту кидается, какая в рванье ходит?

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй патне ачашланма пынӑ кушак аҫине тапса сирпӗтрӗ, ирхи апата ларсан, арӑмне кӑлӑхах «ухмах» тесе хучӗ, сӗтел хушшинче хуҫалӑх ҫинчен калаҫнӑ чух вырӑнсӑр сӑмах хушнӑшӑн кинне кашӑкпа хӑмсарса илчӗ, ӑна ҫитӗннӗ хӗрарӑм мар, пӗчӗк ача вырӑнне хучӗ, тейӗн.

Оскорбил действием ластившегося к нему кота, за завтраком ни с того ни с сего обозвал жену «дурехой», а на сноху, неуместно вступившую за столом в хозяйственный разговор, даже замахнулся ложкой, как будто она была маленькой девчонкой, а не взрослой женщиной.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вырттарса йӑвалантарӑр ӑна, сысна аҫине!..

Валяй его, борова!..

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Половцев пӗр хушӑ чӗнмерӗ, чӗрҫийӗ ҫине сиксе улӑхса ларнӑ хура кушак аҫине хӑйӗн пысӑк алтупанӗпе нумайччен киленсех ачашласа ларчӗ, унтан ун сассинче хӑйне кура йӑвашлӑх, ачашлӑх илтӗнсе кайрӗ: — Мӑрлаккайӑм!

— Половцев помолчал, долго и нежно гладил своей большой ладонью вскочившего ему на колени черного кота, потом зашептал, и в голосе его зазвучали несвойственные ему теплота, ласка: — Кисынька!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑваласа кӑларса яр сысна аҫине!

Выгони борова!

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Сысна аҫине хуллен кӑна чиксе пӑрахма шутланӑччӗ…

— Борова надумали потихоньку заколоть…

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта Кистринпа Очаков крепӑҫӗсене туртса илнине кӑтартакан ӳкерчӗксем пур, хӗр суйлани (хӗр пӑхни) тата кушак аҫине пытарнине ӳкернӗ картина та ҫавӑнтах.

На картинах были представлены взятие Кистрина и Очакова, также выбор невесты и погребение кота.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӗнер кӑна кӑнтӑрлахи апат умӗн манӑн Том кушак аҫине «ыратнине лӑплантаракан эмел» ӗҫтерсе лартнӑ та, кушак аҫи чутах пӗтӗм кил-ҫурта ҫавӑрса тӑкмарӗ.

Только вчера перед обедом мой Том напоил кота «утоляющим боль лекарством», кот чуть весь дом не перевернул.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑй эмеллесе хӑтланни ӑна ҫӗнӗлле майлӑ курӑна пуҫларӗ: кушак аҫине усал туни ачана та усал тунӑ пек пулма пултарнӑ.

Все дело представилось ей в новом свете: что было жестокостью по отношению к кошке, могло оказаться жестокостью и по отношению к мальчику.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мӗн пулнӑ пирӗн кушак аҫине?

— Том, что такое с Питером?

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Арӑм шӑпӑр хулли илнӗ те кушак аҫине вӗтелентерме тытӑннӑ.

Жена взяла прут из метлы и начала хлестать кота.

Тӗлне пӗлмен кушак // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 171 с.

Е арпус вӑрри акаҫҫӗ те вӑл шӑтса тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ /«Иксӗлми телейлӗ Илемпи»/, е сип-симӗс йӑлтӑркка нӑрӑпа туслашаҫҫӗ /«Пурҫӑн Кӗпе»/, е куштан хур аҫине ыр кӑмӑллӑхпа парӑнтараҫҫӗ /«Каҫӑр Куҫма»/, е ашшӗне акӑлчанла калаҫма вӗрентеҫҫӗ /«Ҫамрӑк вӗрентекен»/, е хӑяр вӑррине кайса пахчари мина тӗлне пулаҫҫӗ /«Пахчари мина»/...

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ӑсан тата кӑвакал аҫине, хура хӳшӗ-ӳплерен перекен икӗ сунарҫӑран ытла пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ӗрчев тӗллевӗпе амисене хӑй патне пуҫтарнӑ ӑсан аҫине /пӗрререн ытла мар/ ирхи 3-9 сехетсенче пытанса ларнӑ ҫӗртен тӗл персе тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Республика Пуҫлӑхӗн 2013 ҫулхи 31-мӗш указӗпе килӗшӳллӗн шыва алла вӗрентнӗ кӑвакал, пластикран тунӑ кӑвакал сӗмекине ярса кӑвакал аҫине 4-9 тата 18-21 сехетсенче хӳшӗ-шалашран персе тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех