Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аҫа сăмах пирĕн базăра пур.
аҫа (тĕпĕ: аҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Астӑватӑн-и, пӗрре аҫа ҫапса утӑ капанне ҫунтарса ячӗ?

Припоминаешь, как у нас в грозу сено горело?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тр-р-р, теҫҫӗ, аҫа ҫапманскер! — ыйхӑллӑ тенорпа ҫухӑрса ячӗ те Дугин, ура ҫине сиксе тӑрса, ҫывӑхри лашана темӗнле йывӑр япалапа туртса ҫапрӗ.

Тр-р-р, проклятый! — заспанным тенорком вскричал вскочивший Дугин и чем-то тяжелым ударил ближнюю лошадь.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— На конь!.. — аҫа ҫапнӑ пек шартах кӑшкӑрса ячӗ Иван Алексеевич.

— На конь!.. — громовым голосом рявкнул Иван Алексеевич.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эй, сулахай фланг пуҫӗнчи, мӗнле тӑратан, аҫа ҫапасшӗ пуҫна!..

— Эй, левофланговый, как стоишь, мать твою?..

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен Дон хыҫӗнче хура пӗлӗтсем ҫӑралаҫҫӗ, типпӗн шартлаттарса ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ пек, уяр аҫа кӗмсӗртетет.

Ночами густели за Доном тучи, лопались сухо и раскатисто громовые удары.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ватӑ ама йытӑ ӑна хирӗҫех тенӗ пек хевтесӗртереххӗн сиксе пырать, ун хыҫӗнчен Ястреб ятлӑ пысӑк аҫа йытӑ, тискер кайӑксене хӑвалас ӗҫре нихӑшӗнчен те маттуртарахскер, мӑкӑрлантарса килет.

Почти навстречу ему скупыми бросками двигалась старая сука, сзади доспевал седой высокий кобель Ястреб — один из лучших и самый злой в гоньбе.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергей Платонович 1910 ҫулта Чулхула ярмаркинчен пӗр мӑшӑр йытӑ ҫури — амапа аҫа илсе килнӗ пулнӑ.

Из Нижнего с ярмарки привез Сергей Платонович в 1910 году пару щенят — суку и кобелька.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аҫа йытӑ пек вараласа хӑваратӑн та аяккалла пӑрӑнатӑн.

Напаскудил, как кобель, и в сторону…

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иван Федорович, аҫа ҫапса тӑнсӑр пулнӑ пекех, аптраса тӑчӗ.

Но Иван Федорович стоял, как будто громом оглушенный.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Аҫа ҫапнӑ пек кӗмсӗртетсе кайрӗ унӑн тискер кулли тусем тӑрӑх, тухатмӑш ӑшӗнче мӗнпуррине кисретсе, чӗринче кӗмсӗртетсе илчӗ.

Как гром, рассыпался дикий смех по горам и зазвучал в сердце колдуна, потрясши все, что было внутри его.

XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Халех хам умра ман ырӑ ут тӑмасан, ҫак таса мар вырӑнтах аҫа ҫаптӑр та мана — пурин ҫине те хӗрес хуратӑп!»

— Если сейчас не станет передо мною молодецкий конь мой, то вот убей меня гром на этом самом нечистом месте, когда я не перекрещу святым крестом всех вас! —

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Курасчӗ сан, сӑн-пичӗсем мӗнле хӑрушшине: аҫа ҫаптӑр та пире, ҫуралнӑ, шыва кӗртсе ят та хунӑ пире — анчах ҫак тарана ҫитсе ун пек ирсӗр сӑн-пит курман вара.

— Увидел бы ты, какие хари: убей бог нас, и родились и крестились — не видали таких мерзких рож.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫак вырӑнтах аҫа ҫаптӑр мана, эхер те вӑл ман куҫ умӗнче сан пуҫӑнтан та пысӑкрах куркана пӗрре куҫ хӗсмесӗр ӳпӗнтерсе кӑтартман пулсан».

Вот бог убей меня на этом месте, если не высуслил при мне кухоль мало не с твою голову, и хоть бы раз поморщился.

XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Озеров майор икӗ эрне хушши, аҫа ҫапнӑ йывӑҫ ҫил ҫинче ҫуннӑ пекех, ҫапӑҫура ҫунчӗ.

Две недели гвардии майор Озеров горел в боях, как горит на ветру зажженное молнией дерево.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халлӗхе ун пекки ҫук, ҫавӑнпа та хӗрӗн идеалӗ, вӑл кирек мӗн чухлӗ вӗреннӗ пулин те, пӗрре ҫеҫ: суйласа илме май пултӑр тесе, вӑл епле пулсан та хӑй тавра нумайрах арҫынна, аҫа чӗрчуна, явӑҫтарасшӑн.

Пока же этого нет, идеал всякой девушки, какое бы ни было ее образование, будет все-таки тот, чтобы привлечь к себе как можно больше мужчин, как можно больше самцов, с тем чтобы иметь возможность выбора.

XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӗсем вара, уяр аҫа ҫапманскерсем, ӑмансем пекех тапӑнчӗҫ те купӑста пуҫне шӑтарса пӗтернӗ евӗр кӑшласа ячӗҫ.

А они, проклятые, напали, как червяки, и весь вилочек источили!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пӗрмаях хӑйне мухтаса калаҫать, аҫа ҫаптӑр пуҫне, — тӗртсе хучӗ юнашарти.

— Все себя возвеличивает, рази его душу, — буркнул сосед.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Аҫа ҫаптӑрах, — терӗ те Серьга, пилӗкне ярса тытсах, ахӑлтатса кулма тапратрӗ.

— Разбей тебя громом! — воскликнул Серьга и расхохотался, хватаясь за бока.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫавӑнта ӑна, аҫа ҫапнӑ пек, ҫапса пусарса лартмаллаччӗ, ҫиҫӗм пек витӗр ҫунтарса илмеллеччӗ, эсӗ пур, каҫарӑр та, ҫав ҫур литр кӗленчипе шӑтӑкра тӗккеленсе тӑратӑн, — танкӑн хӑш аякне ҫунтарас-ши? тесе, тӗллесе пӑхатӑн.

Там бы ему вдарить как громом, поджечь бы как молнией, а ты, извини меня, с этой пол-литровой бутылкой торчишь в окопе, — прицеливаешься, какую бы сторону танка поджечь?

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Аҫа ҫаптӑр та мана, вырӑс ҫыннине кам та пулин ҫӗнтерме пултарасса пурӗпӗр ӗненместӗп!

— Убей меня бог, а не поверю я, что кто-то одолеть может русских!

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех