Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккарах (тĕпĕ: аякка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шаман вилӗ ҫыннӑн тумтирӗсене ҫӗҫӗпе вакласа, татӑкӗсене вилерен аяккарах кайса хучӗ, поляр тиллисемпе тилӗсем, кашкӑрсем килсе, Кэргын ӳтне хӑвӑртрах ҫисе яччӑр, унӑн чунне ӳтӗнчен хӑтарса, ҫӳлти ҫынсем патне, «асаттесен айлӑмне» кайма пулӑшчӑр тесе тархасларӗ.

Изрезав одежду покойника ножом на мелкие кусочки, шаман положил ее чуть подальше от трупа и совершил заклятие, призывая песцов, лисиц и волков скорее съесть тело Кэргына, чтобы «освободить его душу от телесной оболочки и отправить ее в долину предков, к верхним людям».

Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Мистер Кэмби килсе ҫитсен, пурте, пӑртак аяккарах сирӗлсе, ӑна вырӑн пачӗҫ.

Когда пришел мистер Кэмби, все немного расступились.

Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Анчах таркӑнсем аяккарах та аяккарах каяҫҫӗ.

Но беглецы уходили все дальше и дальше.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫара каякансене ӑсатма тухнисем, ҫывӑхах мар тӑванӗсем, пӗрер черкке лекнисем те, лекменнисем те, килӗсене тапранма, ушкӑнран аяккарах сирӗлсе тӑрса тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нинӑн та ялтан аяккарах хӑпса тӗпленес кӑмӑлӗ пурччӗ пулӗ те-ха — Виталие хӑратса пӑрахни хупларӗ, ахӑр, савнийӗ ҫывӑхнерех пулас тесе, фермӑна ӗҫе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ферма «хӗрт-сурчӗн» сасси аяккарах йӑмсан-ҫӗтсен, ҫапса пӑрахнӑ пекех ҫывӑракан Виталий енне ӳпӗнчӗ те вӑл, текех ӗнтӗ чатӑр карсан та чарса хума май ҫук хӗр ӗмӗрӗ иртсе кайнишӗн эрленсе-хурланса, куҫҫульлех макӑрса ячӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр, йӗкӗт хӗскӗчӗнчен хӑтӑлса тухнипе тӳрех ӑна-тӑна кӗрсе ҫитейменскер, саланса чӑл-ханма пуҫланӑ ҫӳҫне-пуҫне, пилӗк тӗлӗнче лӳчӗркенсе хӑларнӑ-хӑмпӑлчӑланнӑ кӗпине турткаласа тирпейлерӗ те каччӑран аяккарах вашт куҫса ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мукуҫ мучи ытти кӗтӳҫсемпе ӗне кӗтӗвӗ хыҫҫӑн картаран тухса суллансан тин, ирхи сӑвӑм хӑшкӑлӑвӗнчен пушансан, ҫынсенчен аяккарах пӑрӑнчӗ те хӗр, вӗтлӗхе кӗрсе, тӑраниччен эрленсе- хурланса макӑрчӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Актуш аяккарах пӑрӑнса ларчӗ.

Актуш сидел в стороне.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ильсеяр, шарах сиксе, сасӑ енне ҫаврӑнчӗ, тӗмсенчен кӑшт аяккарах офицерсем тӑнине курса, тӑп чарӑнчӗ.

Ильсеяр обернулась на крик и, увидев стоявших поодаль от кустов офицеров, испуганно остановилась.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Апла-тӑк, ӑна тата аяккарах юхтарса кайнӑ, — шухӑшларӗ Ильсеяр.

— Значит, отнесло еще дальше, — решила Ильсеяр.

X // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Актуш, яланхи йӑлипе, кӑшт аяккарах пырса ларчӗ, ачаш Фатыма тӳрех Ильсеяр арки ҫине кӗрсе вырнаҫрӗ.

Актуш по своей привычке уселся подальше, а балованная Фатима устроилась прямо на коленях Ильсеяр.

IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ильсеярӑн сивӗ, тӗксӗм тӗрмерен, унӑн чее, ултавҫӑ начальникӗнчен, кичем хулан урамӗсем тӑрӑх шӑршласа ҫӳрекен утлӑ казаксенчен аяккарах та аяккарах каяс килет.

Она хочет скорей уйти от холодной, мрачной тюрьмы с ее коварным начальником, от конных казаков, рыскающих по улицам неприютного города.

VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Хӗр ӑна итлерӗ, хулпуҫҫипе ун ҫумне тайӑнса, шӑпланса ларчӗ; Четыхер ҫакӑн ҫумӗнчен аяккарах сиксе ларасшӑнччӗ — вырӑн пулмарӗ.

Девушка покорно замолчала, прислонясь к нему плечом; человек попробовал отодвинуться от неё — некуда было.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Хӑрах куҫлӑ, — вӑтанса кайса хуравларӗ Сима, унтан, юлташӗнчен кӑштах аяккарах кайса тӑрса, айӑплӑ сассипе ҫапла ӑнлантарма тытӑнчӗ:

— Одноокое, — смущённо ответил Сима и отодвинулся от спутника, виноватым голосом объясняя:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Каччӑ шиклӗн ун ҫине пӑхса илчӗ те аяккарах сиксе ларчӗ.

Юноша, испуганно взглянув в лицо ей, отодвинулся.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Ҫитет! — тесе ячӗ Лодка, каччӑран тата аяккарах кайса тӑрса.

— Будет! — сказала Лодка, ещё дальше отступая от него.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Лодка унтан аяккарах кайса тӑчӗ.

Лодка отодвинулась от него.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Эсӗ — мӗн? — ыйтрӗ Вавила, хӑрах куҫран аяккарах кайса тӑрса.

— Ты — что? — спросил он, отодвигаясь от кривого.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Сулахай аллинчи кӗмӗл укҫана хытӑ ҫатӑрласа тытнӑ — укҫи ӑна тытма майла мар пек туйӑнать, ҫавӑнпа та вӑл ӑна шыв витри йӑтса пыракан хӗрарӑм евӗр тытса, — аллине хӑй ҫумӗнчен аяккарах саркаласа, кӑштах сылтӑм еннеллерех тайӑлса утса пырать.

В левой руке он крепко сжимал серебряную монету — она казалась ему неудобной, и он её нёс, как женщина ведро воды, — отведя руку от туловища и немного изогнувшись на правую сторону.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех