Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаттарнӑ (тĕпĕ: асӑрхаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, Аслӑ Турӑ асӑрхаттарнӑ пек, этем хырӑм тӑрантарасшӑн кӑна пурӑнмасть — ӑна чун-чӗре ҫимӗҫӗ те кирлӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрӑм материалпа ӗҫлеме юрамасть тесе миҫе хутчен асӑрхаттарнӑ пире?

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах кусем кашни кунах, уроксем пӗтсен, вутӑ татма тухасси ҫинчен хӑйсем асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Шкулсен ҫывӑхӗнчи лаптӑксене тирпей-илем кӗртессипе ҫителӗклӗ таран ӗҫ хучӗсене хатӗрлеменнине асӑрхаттарнӑ министр.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Кайран ӳкӗнмелле ан пултӑрччӗ, — асӑрхаттарнӑ пек каларӗ Уҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чупмасӑр, вӗсене ял ҫыннисем, уйрӑмах ваттисем, хытӑ асӑрхаттарнӑ: кам качаки йывӑҫа кӑшлать, ҫавӑ текех улӑха тухаймасть.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Канашлу вӑхӑтӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ министерствӑсен, хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен предприятисемпе организацисене туххӑмрах ҫӗнӗлӗхсем пирки ӑнлантарса памаллине каланӑ, предприятисене - йӗрке пӑхӑнманнисене тупса палӑртсан, ҫийӗнчех явап тыттарма пултарассине асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac

Миҫе асӑрхаттарнӑ эп ӑна, ма хытӑрах тытмасть мӑрсасене, ма итлемест пиччӗшне тет.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗнекере пичетленнӗ материалсенче Геннадий Дегтярев ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, калаҫупа ҫыру чӗлхинчи тӳнтерле туртӑмсем пуласран асӑрхаттарнӑ, ҫӗнӗ нормӑсем сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

1842 ҫул та ҫынсене асӑрхаттарнӑ: ҫуркунне нихҫанхинчен кая юлса килнӗ; хӗвелсӗр тӳпе эрни-эрнипе ҫӗре шӑмалса витсе тӑнӑ.

1842 год тоже предупреждал людей: весна пришла очень поздно; над землей неделями висело войлочное небо.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Юрӗ-ҫке, Гариф, ун ҫинчен калаҫмӑпӑр, — кӑшт асӑрхаттарнӑ пек сӑмах хушрӗ Кабир.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тогаевран ҫеҫ илтетӗп-ха, Петров шарламасть, — терӗ Камышин, кунта чӗнмесӗр ларма май ҫукки ҫинчен асӑрхаттарнӑ евӗр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кил хуҫи хӑнасене тӗрӗс асӑрхаттарнӑ иккен, нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Нургали патне юлан утпа мелик хӑй веҫтерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Районти выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен станци начальникӗ В.Александров Вӑрмар район территорийӗнче чрезвычайлӑ эпизооти лару-тӑрӑвӗнчен сыхланас тӗллевпе ветеринари докуменчӗсемсӗр ют ҫӗртен выльӑх-чӗрлӗх илсе килме юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ҫӑлтӑрсем асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, сире ҫӑмӑл пурнӑҫ кӗтмест.

Звезды не обещают вам легкой жизни.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, укҫа енчен ӑнасси ытти ҫынран нумай килет.

Звёзды говорят о том, что ваша финансовая удача зависит от других людей.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑра килӗшмен япала пирки асӑрхаттарнӑ чухне тӳрккес ан пулӑр.

Нужно быть предельно тактичными в выражении недовольства.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах чи хӑрушши кунта урӑххи пулчӗ: аслӑ князь хыттӑн асӑрхаттарнӑ ҫӗртенех мӗнле персе ячӗ-ха вӑл Шигалее хан тӑвасси ҫинчен?

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп ӑна темиҫе хут та асӑрхаттарнӑ: укол хыҫҫӑн пӗр-икӗ сехет вулама юрамасть тенӗ, — тӳрре тухма хӑтланчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Авӑ мӗнле асӑрхаттарнӑ, — терӗ Васильев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех