Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнмарӗ (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳррипе каласан, мана акӑ тата мӗн кулянтарать: эпӗ ӑна ашшӗ пекех юрататтӑм пулин те, вилес умӗн вӑл ман ҫинчен пӗрре те асӑнмарӗ

Еще, признаться, меня вот что печалит: она перед смертью ни разу не вспомнила обо мне; а кажется, я ее любил как отец…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Малтанхи кун, вӗсем пушӑ вӑхӑтра хӑйсем палланӑ ҫынсене аса илсе ларнӑ чух, вӑл Клавдия Михайловна ҫинчен нимӗн те каламарӗ, ӑна аса илтерме пултаракан япаласене юриех те асӑнмарӗ курӑнать.

В первый день, когда они в свободное время сидели и вспоминали знакомых людей, он ничего не сказал о Клавдии Ивановне, видно специально не вспоминал о вещах, которые могли о ней напомнить.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Силвио ӗнерхи ҫинчен пӗр сӑмах та асӑнмарӗ, пире хальчченхи пекех йышӑнчӗ.

Он принял нас по-обыкновенному, ни слова не говоря о вчерашнем происшествии.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Кирила Петрович ирпеле пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ, анчах Марья Кириловна ятне асӑнмарӗ.

Кирила Петрович стал тут же рассказывать утреннее происшествие, не упоминая, однакож, о Марье Кириловне.

XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сӑмах арпи сӑвӑркаларӗҫ — Журавлев пирки никам та асӑнмарӗ.

Малость поговорили о том о сем – нарочно не о Журавлеве.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Хӑйне икӗ хутчен тӗпченӗ чухне те метис тӳрех ҫапӑҫу тухнинчен пуҫласа каласа пачӗ, малтан вилле вӑрлани ҫинчен асӑнмарӗ те, ҫавӑнпа судра та ҫав ыйтӑва тапратмалла мар турӗҫ.

Он был достаточно осторожен, чтобы начать оба свои показания с драки, не упоминая об ограблении могилы, которое предшествовало драке; и потому решили, что будет благоразумнее пока что не привлекать его к суду.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр миллион тенкӗ ытла таякан лава сӗтӗрсе пынӑ ҫынсен ячӗсене те асӑнмарӗ, Шупашкарти чӑвашсем ҫакна пуҫаракансем пулни пирки те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех