Шырав
Шырав ĕçĕ:
Марыся ҫӗр выртма ҫав асран кайми каҫхине хӑйне ашшӗ путарса вӗлерме тӑнӑ платформа ҫине ҫӳрет.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ӗмӗрлӗхех асран тухмӗҫ вӗсем.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Асран кайми ҫуркунне…
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сан пурнӑҫри нумай вӑхӑтсем, ӗҫсем асран тухӗҫ, анчах, эс чикӗре нумай пурӑнман пулин те, ҫак вӑхӑт асран тухмӗ, ӗмӗрех куҫ умӗнчи пек курӑнса тӑрӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Иван Белограй кирек хӑш енче те сӑртсем курчӗ, вӑл вӗсене пӗлет, асран кайми кунсенче, 1944 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче, ҫав сӑртсем тӑрӑх чылай ҫӳренӗ вӑл.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак асран кайми кун пурте кукамай пӳлӗмӗнче апатланаҫҫӗ, пурин пичӗ ҫинче те савӑнӑҫ ҫутӑлса тӑрать, апат вӑхӑтӗнче, пирожнӑй ҫинӗ чух, дворецки сӑпайлӑ-мӑнаҫлӑ тата ҫакӑнпа пӗрлех хаваслӑ сӑн-сӑпатпа салфеткӑпа чӗркенӗ шампански бутылкине илсе кӗрет.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак туйӑм хистенипе эпӗ портфеле май пур таран васкарах хупса питӗресшӗн пултӑм, анчах ҫак асран кайми кун мана темиҫе тӗрлӗ инкек курма пӳрнӗ пулмалла; пӗчӗк ҫӑраҫҫие ҫӑра шӑтӑкне чиксен, эпӗ ӑна кирлӗ еннелле мар, урӑх еннелле пӑртӑм; ҫӑра питӗрӗннӗ тесе шутласа, эпӗ ҫӑраҫҫие кӑлартӑм та — ай сехре хӑппи! — ман алӑра ҫӑраҫҫи хуҫӑкӗ ҫеҫ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн тери асран кайми кӗтес вӑл маншӑн!
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пуҫ мимминче шухӑшсем ҫавӑрӑнса тӗрлӗ сӑнсем тухса тӑнӑ: пушхир тӑрӑх тӑсӑлса выртакан чугун ҫул линийӗсем; Мексикӑри жандармсемпе Америкӑри констебельсем; тӗрмесемпе острогсем; водокачка патӗнчи ҫапкаланчӑксем — ҫаксем пӗтӗмпех ун Одиссейӗн Рио-Бланкопа стачка хыҫҫӑнхи йӗрӗнтерсе ҫитернӗ асран кайми хурлӑхлӑ панорамисем пулнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Ҫӳлӗ, асран кайми Хуан Фернандес!
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Владимир ҫапла асран тухма пӗлменни малтанах тарӑхтаратчӗ-ха мана: тупӑннӑ архитектура профессорӗ, тупӑннӑ авторитет!
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ӗмӗр-ӗмӗр асран тухмӑр эсир.
Вӑрманти кабинет // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Унашкалли мӗн ӗмӗр тӑршшӗнче те асран тухмасть пулӗ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ку картина Бунина тухса кайсан, ӗнтӗ шартлама сивӗ каҫ шӑпланса, пенӗ сасӑсем илтӗнми пулса ларнӑ хыҫҫӑн та вӑрахчен асран кайма пӗлмерӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Акӑ ӗнтӗ пирӗн асран кайми август кунӗ ҫитрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫаксем пурте ҫӗр ҫул пурӑнсан та, — турӑ ан патӑр ун чухлӗ пурӑнма, — асран каяс ҫук.Разве всё это уйдёт из памяти, даже если, не дай бог, проживёшь сто лет?
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Карашайск улӑхӗ ӗнтӗ нихҫан та асран каяс ҫук.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аса илес мар тесе тӑрӑшрӗ, анчах ҫав япала пурпӗрех асран тухмарӗ — вӑрӑмскер, ҫӗр шӑршиллӗ те сивӗскер, хӑрушӑскер.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пирӗн ҫӗршыв Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хӑрушӑ та асран кайми кунсене тӳссе ирттерет.Наша страна переживает грозные и величественные дни Отечественной войны.
Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Анчах эсир унпа пӑшалсем ҫинчен калаҫу пуҫласа ярсан, вӑл тӗлӗнсе кайса, пире иксӗмӗре те асран тухнӑ тесе шутлӗ.
X // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.