Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асран (тĕпĕ: ас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ вӑл пурӑнса ирттернӗ кунсен шучӗ мар, пурнӑҫ — асран тухман кунсем, тенине тӗпе хурас-тӑк, кӗрхи кунсенчен пӗри нихӑҫан та асран тухас ҫук вӑрманҫӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асран тухман хунсенчен тепри, чӗрне хушшине кӗрсе ларнӑ шӑрпӑк пек, йӑшт-йашт турттарса ыраттарать чӗрене ун чухне пулнине аса илнӗ-илмен; пысӑк делянка-уҫланкӑ, тин кӑна тиесе пӗтернӗ автомашина, тиеме килнӗ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, ӗҫленӗ хыҫҫӑн апатланма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурнӑҫ — пурӑнса ирттернӗ кунсен шучӗ мар, пурнӑҫ — асран тухма пӗлмен кунсен шучӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑй ывӑлне Раҫҫейӗм манса каймӗ, Сана вӑл упрӗ паттӑр ретӗнче, Ятна тӑван ҫӗрӳ асран кӑлармӗ — Эс юлӑн ӗмӗр халӑх асӗнче…

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Ара, кунашкал пиншер танкӑртату та «Асран кайми аки-сухи» юррӑн пӗрремӗш йӗрки-ҫаврӑмӗн тӗшне тӑмаҫҫӗ мар-и…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сылтӑм алӑри пуҫ пурне хуҫланать, вӑл Левенӗн асран кайман кунӗсенчен пӗрне аса илтерме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хыркас Вӑрман хуҫалӑхӗн картунӗнче пурӑнакан Мерчен Левенӗн, ҫирӗмрен тин кӑна ирткеленӗ лесникӗн, асран кайма пӗлмен кунсем калькуляторпа шутлаттармалӑхах ҫук, паллах.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паллах, иртни асран тухасшӑнах пулман, уйрӑмах вӑл Зоя килте ҫук чухне аса килнӗ, анчах яланах ӑшшӑн кулкаласа калаҫакан Зоя таврӑнсанах, амӑшӗн кӑмӑлӗ йӑлтах улшӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах ҫав асран кайми каҫ ҫинчен урӑх шухӑшлас килмерӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тилли старике чӑвашсен асран кайми аки-сухи ҫинчен, утӑ-ҫаран, тыр-пул, ҫӗмел-капан ҫинчен, чӑваш ялӗсене тӑтӑшах пыра-пыра ҫапнӑ выҫлӑх, «ҫӗр вӑрҫи», ял пуҫӗнчи «хура юпа», «хурӑн ҫул»… ҫинчен юрлаттарас килет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ку вӑл этем хӑй пурӑнса ирттернине асран яманран, яланах пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑран, малалла ӗмӗтленнӗрен килет.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫырмари кӗпер тӗлӗнче Розӑпа уйрӑлни асран каймасть.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, астӑватӑп ҫеҫ мар, вӗсем асран та тухмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асран кайми Татьяна…

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асран кайнӑ хӗрарӑм аллинчи пуртӑ уншӑн эсрел ҫавинчен те хӑрушӑрах курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним иккӗленмелли те ҫук, ун умӗнче нихҫан асран кайми вырӑс хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асран кайми Татьяна…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни этемӗн асран кайми ачалӑхӗ пур, кашниех чылай саманта ӑшра хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Ачалӑх савӑнӑҫӗ, ырӑ та асран кайми кунсем…

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Тата тепӗр асран кайми вырӑн пур.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех