Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Эхер те эсӗ мана: «ман куҫҫулӗм ҫӗр куҫҫулӗ пек мар, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хамӑн варта хурланса йӑтса ҫӳренӗ, асапланса ҫуратнӑ чуна ҫухатрӑм, 13. ҫӗрӗн вара йӗрки ҫапла: ун ҫинче хальхи йыш ҫухалать те, ҫавӑн чухлех ҫӗнӗ йыш килсе тӑрать» тесессӗн, 14. калӑп сана: эсӗ асапланса ҫуратнӑ пекех, ҫӗр те хӑйне Пултаракана хӑйӗн ҫимӗҫне — этеме — асаппа парать.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эпӗ те, хамӑн пиччемӗмсем пекех, аттесен саккунӗсемшӗн чунӑмпа ӳтӗме паратӑп, эпӗ Турра тархаслатӑп: Вӑл часрах халӑха хӗрхентӗрччӗ, санӑн вара асапланса та хаса тӳссе Вӑл пӗртен-пӗр Турӑ пулнине пӗлмелле пултӑрччӗ, 38. Пурне те Пултараканӑн пирӗн йӑха тивӗҫлипе ҫитнӗ ҫилли манпа манӑн пиччемӗмсем ҫинче чарӑнтӑрччӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Вара Алким ҫав вӑхӑтрах питӗ асапланса вилсе кайнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпӗ вӗсем патӗнче паха йывӑҫ-курӑк ӳстерӗп, вара ҫӗр ҫинче выҫӑпа асапланса вилмӗҫ, халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмӗҫ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн виҫҫӗмӗш пайӗ хӗн-суранпа асапланса вилӗ, хӑвӑр хушшӑрта выҫӑпа пӗтӗ; виҫҫӗмӗш пайӗ хӑвӑн таврашунтах хӗҫ айне пулса пӗтӗ; виҫҫӗмӗш пайне вара пӗтӗм ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп, вӗсем хыҫӗнчен хӗҫӗме туртса кӑларӑп.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Аҫуна чунтан-чӗререн хисепле, аннӳ хӑвна асапланса ҫуратнине ан ман.29. Всем сердцем почитай отца твоего и не забывай родильных болезней матери твоей.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кулленех асапланнӑ вӑл, вара иккӗмӗш ҫулталӑк вӗҫӗнче чире пула унӑн ӑшӗ-чикки юхса тухнӑ, вӑл хӑрушла асапланса вилнӗ; унӑн ашшӗсене пытарнӑ чухне халӑх ырӑ шӑршӑлӑх ҫунтарнӑ пулсассӑн, ӑна пытарнӑ чухне ун пек туман.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.