Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арҫынӗ (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах арҫынӗ сивлекрех куҫӗсемпе Таня ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ, арҫын ачи аллипе чечексем ҫине кӑтартрӗ те: — Эсӗ вӗсене сутатӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

Но взгляд человека был сух и недолог, а толстый мальчик показал рукой на цветы и спросил: — Ты продаешь их?

IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Унта арҫынӗ, хӗрарӑмӗ тата ачасем пурӗ вӑтӑр ҫынна яхӑн, пурте кенгуру тирӗсен ластанкисемпе тумланнӑ.

Тут было человек тридцать мужчин, женщин и детей, одетых в лохмотья шкур кенгуру.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вросколеска яра парӑр, — терӗ пӗр арҫынӗ, вут умне кукленсе.

— Катайте на Вросколеску,— посоветовал мужчина, сидевший на корточках у костра.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Арҫынӗ вӑтам кӗлеткеллӗ, хытканрах, тачка сӑмса сыппи ҫумӗнчех ларакан куҫӗсем чеен йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Пассажир был среднего роста, худощав, близко поставленные к мясистой переносице глаза светлели хитрецой.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Айккинчен пӑхатӑн та вӗсем ҫине, ирӗксӗрех калатӑн: кусем тахҫанхи ҫывӑх туссем тӗл пулнӑ, арҫынӗ вара, аслӑрах пулнипе, ҫамрӑк хӗрарӑма пурнӑҫӑн йывӑр мар, анчах вӑл пӗлмен ӑс-хакӑлне парать…

Посмотришь на них со стороны и невольно скажешь: да ведь это старые, добрые друзья сошлись на совет, и мужчина по праву старшинства учит еще молодую женщину простой, но неизвестной ей житейской мудрости…

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах пӗлетӗр-и, мӗнлерехчӗ-ха Гейнен: «Хӗрарӑмӗ юратӑва тивӗҫлӗ пулнӑ та, арҫынӗ юратнӑ ӑна, анчах арҫынӗ юратӑва тивӗҫсӗр пулнӑ, ку юратман вара ӑна».

Но знаете, как это у Гейне: «Она была достойна любви, и он любил ее, но он был недостоин любви, и она не любила его».

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те — пурте Марья Кириловна ҫине пӑхма тытӑнчӗҫ; пӗрисем унӑн илемӗпе киленеҫҫӗ, теприсем унӑн тумӗ ҫине пӑхаҫҫӗ.

Взоры мужчин и женщин обратились на нее; первые удивлялись ее красоте, вторые со вниманием осмотрели ее наряд.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Арҫынӗ — нимӗҫ офицерӗ пулнӑ, вӑл тӑвӑр френч тӑхӑннӑ, френчӗн ҫухи сарлака, хура бархатран тунӑскер пулнӑ, ӑна хӗррипе кӗмӗл хӑюпа ҫӗлесе тухнӑ, ҫавӑнпа та вӑл офицер темӗнле вилнӗ ҫын тӗслӗ пулнӑ.

Мужчина был немецкий офицер в тесном френче с просторным отложным воротником чёрного бархата, обшитым серебряным басоном, что придавало ему погребальный вид.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Арҫынӗ ытла та чаплӑ ҫын — округри судья иккен.

Джентльмен средних лет оказался очень важным лицом — не более и не менее как окружным судьей.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫулавӑҫ арҫынӗ хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Ҫавна кула-кула каласа кӑтартнӑччӗ икӗ арҫынӗ.

Обе мужчины об этом рассказывали с улыбкой.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Халӗ хӗрарӑм анчах мар, арҫынӗ те чӑтаймасть.

Сейчас не только женщина, но мужчина не выдержит.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Интернетра паллашнӑ тусӗ, Тутарстан арҫынӗ Наиль /вӑл та сусӑр/, кун пирки илтсен питӗ тӗлӗннӗ, малтанах ӗненмен те.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

11. Вара Иов патне пӗтӗм тӑванӗ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — тата пӗтӗм пӗлӗшӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн килӗнче унпа пӗрле ҫӑкӑр-тӑвар ларса ҫинӗ, ун ҫине Ҫӳлхуҫа янӑ асапсемшӗн унпа пӗрле куляннӑ та, ӑна лӑплантарнӑ та; кашнийӗ ӑна пӗрер кесита тата пӗрер ылтӑн ҫӗрӗ парнеленӗ.

11. Тогда пришли к нему все братья его и все сестры его и все прежние знакомые его, и ели с ним хлеб в доме его, и тужили с ним, и утешали его за все зло, которое Господь навел на него, и дали ему каждый по кесите и по золотому кольцу.

Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫуртӗнче халӑх лӑк-тулли пулнӑ — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ; Филисти хуҫисем те пурте ҫавӑнта пулнӑ, хӑйсене кулӑш кӑтартакан Самсона курма ҫурт тӑррине тата виҫӗ пине яхӑн ҫын — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ — хӑпарса тӑнӑ пулнӑ.

27. Дом же был полон мужчин и женщин; там были все владельцы Филистимские, и на кровле было до трех тысяч мужчин и женщин, смотревших на забавляющего их Самсона.

Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

51. Хула варринче тӗреклӗ пашне пулнӑ, арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пӗтӗм хула халӑхӗ ҫавӑнта тарса пытаннӑ, питӗрӗнсе илсе пашне тӑррине хӑпарнӑ.

51. Среди города была крепкая башня, и убежали туда все мужчины и женщины и все жители города, и заперлись и взошли на кровлю башни.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Вара пӗтӗм халӑх, кашнийӗ, турат касса, ӑна Авимелех хыҫҫӑн йӑтса кайса, пашне ҫумне ҫитерсе пӑрахнӑ, унтан вут тивертнӗ, ҫапла пашнене ҫунтарса янӑ, Сихем пашнинче пулнисем — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пине яхӑн ҫын — ҫакӑнта пӗтнӗ.

49. И нарубил каждый из всего народа сучьев, и пошли за Авимелехом, и положили к башне, и сожгли посредством их башню огнем, и умерли все бывшие в башне Сихемской, около тысячи мужчин и женщин.

Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Кам та пулин хӗрарӑмпа ҫывӑрсассӑн, хӗрарӑмӗ качча кайма ҫураҫса хунӑ хӑрхӑм пулсассӑн, анчах та ӑна ирӗке кӑларма уншӑн тӳлесе ӗлкӗреймен е ирӗке кӑларма ӗлкӗреймен пулсассӑн, вӗсене хаса памалла, анчах вӗлермелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл ирӗкри хӗрарӑм мар; 21. арҫынӗ пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне Ҫӳлхуҫана кӳме ӳкӗнӗҫ парни — хӑйӗн ӳкӗнӗҫ парнийӗ валли така — илсе пытӑр; 22. священник ӑна хӑй тунӑ ҫылӑхӗнчен Ҫӳлхуҫа умӗнче ӳкӗнӗҫ такипе тасатӗ, вара ӑна ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.

20. Если кто переспит с женщиною, а она раба, обрученная мужу, но еще не выкупленная, или свобода еще не дана ей, то должно наказать их, но не смертью, потому что она несвободная: 21. пусть приведет он Господу ко входу скинии собрания жертву повинности, овна в жертву повинности своей; 22. и очистит его священник овном повинности пред Господом от греха, которым он согрешил, и прощен будет ему грех, которым он согрешил.

Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вара Моисей хушнипе тапӑрта ҫапла пӗлтернӗ: ӗнтӗ арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те кӗлӗ чатӑрӗ валли урӑх нимӗн те илсе ан килччӗр, тенӗ; халӑх вара парне леҫме чарӑннӑ.

6. И приказал Моисей, и объявлено было в стане, чтобы ни мужчина, ни женщина не делали уже ничего для приношения во святилище; и перестал народ приносить.

Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон ҫине, Египет ҫыннисем ҫине Эпӗ тепӗр асап ярӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кунтан кӑларса ярӗ; [сире] кӑларса янӑ чухне вӑл сире кунтан васкавлӑн хӑвалама тытӑнӗ; 2. халӑха [вӑрттӑн] систерсе хур: кашни арҫынӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен тата кашни хӗрарӑмӗ хӑйӗн ҫывӑх хӗрарӑмӗнчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем [тата тумтир] ыйтса илтӗр, тенӗ.

1. И сказал Господь Моисею: еще одну казнь Я наведу на фараона и на Египтян; после того он отпустит вас отсюда; когда же он будет отпускать [вас], с поспешностью будет гнать вас отсюда; 2. внуши народу [тайно], чтобы каждый у ближнего своего и каждая женщина у ближней своей выпросили вещей серебряных и вещей золотых [и одежд].

Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех