Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анчӗҫ (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй те сисмерӗ — унӑн тулли питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шултра куҫҫулӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ку — тимӗрҫӗ Гаврила — хӑйӗн пысӑк чышкисемпе авӑн ҫапнӑ пек стражниксене илет те илет, — лешсем чӑтаймарӗҫ, тӗшӗрӗлсе анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лавсем Ахти варӗнчен улӑха анчӗҫ, унтан аслӑ ҫул урлӑ каҫрӗҫ те тӳрех Шӗшлӗ арманӗ патнелле уттарчӗҫ, армана кӗрсех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӗсем йывӑҫ картлашкасемпе сыхланса пусса аялалла анчӗҫ те тенкелсем хыпашласа тупрӗҫ.

Осторожно ступая по деревянным ступенькам, старик и юноша сошли вниз, нащупали в темноте стулья-чурбаки.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ярилепе Шахрун ҫыхланса ҫӗре персе анчӗҫ.

Шахрун и Яриле, сплетясь, свалились на землю.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӑмрасем тӗлне ҫитсен пӗр-ик ҫивӗчрех ача йывӑҫ тӑррине хӑпарса часах темиҫе курак чӗппи илсе анчӗҫ.

Когда поравнялись с ветлой, два отчаянных сорванца проворно вскарабкались на нее и слезли с грачиными птенцами в руках.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем лупашкана анчӗҫ, кӗпер урлӑ каҫса каллех тӳрем уя тухрӗҫ.

Друзья спустились в низинку, перешли мост и снова вышли на ровное поле.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Акӑшсем пек ярӑнса Анчӗҫ шыва сар хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗрисем сулахаялла, теприсем сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ, чылайӑшӗсем ҫырманалла анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем туткагулсем ларакан вырӑнтан чылай анаталла анчӗҫ те, пулӑ тытмалли сӗрекесене шыва ярсах Атӑл урлӑ каҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял тӑрӑх тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем вӑрман хӗрринчи пысӑк кӳлӗ патне анчӗҫ, лашисене тӑлласа ҫерем ҫине ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан кӗрешӳ, тӗркешӳ пуҫланчӗ, вӗсем ыталашса ҫӗре персе анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗпертен пӑрӑнсан юлан утсем майлӑ вырӑн тупса ҫырана анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле хамӑн чӗрене касса парӑн ют ҫынна, — куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ аннен.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗчӗк ачан куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унӑн куҫӗнчен куҫҫульсем юхса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара иккӗшӗ пӗрле залра ларакансем патне анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтрах умри ҫурт штукатуркисем ишӗле-ишӗле анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Акӑ, пӗррехинче, ҫур ҫӗр иртсен ҫӗр кӗмсӗртетсе кайрӗ, окопсенче тӗл-тӗл пӗренесем йӑтӑнса анчӗҫ, хӑш тӗлте салтаксем тӑпра айне пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тимккапа Ҫӑлтӑр лашисем ҫинчен анчӗҫ те: — Лайӑх пурнатни, мучи! — терӗҫ.

Тимкка и Сюлдыр спешились, подошли к Ухилле: — Здравствуй, дед!

VI // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех