Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анчӗҫ (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пытартӑмӑр вара Володьӑна тепӗр ҫичӗ кунтан… — ҫапла каларӗ те Христина, ҫамки хӳттинче йӑпӑртлӑха тӑнӑҫ тупнӑ аллисем унӑн малтан кӑкӑрӗ тӗлӗпе, унтан чӗрҫи тайлӑмне йывӑррӑн, ӗшенчӗклӗн шуса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пассажирсем урапа ҫинчен сике-сике анчӗҫ те ӑна тӗртме пуҫларӗҫ.

Пассажиры соскочили с телеги и стали ее подталкивать.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Самолет алӑкӗ уҫӑлчӗ те унтан Фоминпа Джека йӑтнӑ Хайт сиксе анчӗҫ.

Дверь самолёта открылась, и на землю соскочил Фомин, за ним Хайт с Джеком на руках.

14. Тӑшман ҫӗрӗ ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсем пурте пулӑҫӑ патнелле анчӗҫ.

Они все спустились к рыбаку.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Нумайӗшӗсен питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫулӗсем шӑпӑртатса юхса анчӗҫ.

У многих навернулись слёзы.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӑйӗн тусӗ-тантӑшӗсемпе сывпуллашса уйӑрӑлнӑ чух ун пичӗ тӑрӑх ирӗксӗрех мерчен тумламӗ пек куҫҫулӗсем шӑпӑртатса юхса анчӗҫ.

Прощаясь, он со слезами на глазах говорил со своими боевыми друзьями.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Ҫап-ҫамрӑк-ха вӑл сан! — терӗ вӑл, хӑйӗн пичӗ тӑрӑх куҫҫуллисем юхса анчӗҫ.

— Какой же он молодой у тебя! — сказал он, и слёзы покатились по его лицу.

Юлашки кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Днепра шыв-шурсем кӗрлесе анчӗҫ.

К Днепру потекли шумные потоки…

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Каҫпала Спартак Сипонтум ҫывӑхне ҫитрӗ, кунта вара гладиаторсем лашисем ҫинчен анчӗҫ те, вӗсене ҫавӑтса, ҫул аяккинчи вӑрмана кӗчӗҫ.

Вечером Спартак подошел к Сипонтуму, гладиаторы сошли с лошадей и, ведя их под уздцы, вступили в лес, окаймлявший дорогу.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Спартакпа Борторикс чи юлашкинчен анчӗҫ.

Спартак и Борторик спустились последними.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Арҫын ачасем лашасем ҫинчен анчӗҫ те, юрлас килет, терӗҫ.

Мальчики слезли с лошадей и сказали, что хотят петь.

Эпӗ лаша утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кушаксем малтан пирӗн ҫине пӑхса илчӗҫ, унтан васкамасӑр анчӗҫ.

А кошки сначала посмотрели на нас, а потом тихонько сошли.

Кушаксем ҫинчен тата эпӗ асаннене кӑмпа кӑтартни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫынсем те пурте пусма тӑрӑх аялалла анчӗҫ.

И все люди тоже пошли по лестнице вниз.

Эпӗ метрора ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Юланутсем Васькӑсен ҫӗр пӳрчӗ тӗлӗнче лашисем ҫинчен анчӗҫ.

Верховые спешились около Васькиной землянки.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кадетсем сӑрт ҫинчен йӗркеллӗн, чӑн-чӑн салтаксем пек анчӗҫ.

Кадеты шли с горы стройными рядами, как настоящие солдаты.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Михӗре утюгсӑр пуҫне урӑх нимӗнле йывӑр япала та ҫук пекчӗ ӗнтӗ, анчах та пӑх-ха эсӗ: хулпуҫҫи ҫав тери ыратнине пула алӑсем пӑявсем пекех усӑнса анчӗҫ.

Будто и не было ничего тяжелого в мешке, кроме утюга, а вот поди же ты, плечо ныло так, что руки не поднять.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анисим Иванович ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ, унӑн куҫҫулӗсем уссийӗ тӑрӑх шуса анчӗҫ.

Анисим Иванович смотрел на сына, и слезы катились по усам.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Понтификпа рудиарий пӗр-пӗрне каллех алӑ пачӗҫ те пушӑ урам тӑрӑх Венера Любитина хупахӗ патнелле анчӗҫ.

Понтифик и рудиарий снова пожали друг другу руки и молча спустились по пустынной улице к кабачку Венеры Либитины.

IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ҫӳлте таҫта сулӑ саланса кайнӑ пулас, юханшыв варрипе пӗренесем, ӑйӑрсем пек, сиккелесе юхса анчӗҫ.

— Наверху где-то плот разбило, что ли, — бревна по всему фарватеру, как бешеные жеребцы, скакали.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ку вара питӗ вӑйлӑ ҫын! — терӗ Суллӑна Катилина; унӑн ҫамки тӑрӑх шултӑра тар тумламӗсем юхса анчӗҫ.

— Какой храбрый человек! — сказал, обращаясь к Сулле, Катилина, по лбу которого градом катился пот.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех