Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ун патне тӑваттӑн шалкӑм ҫапнӑ пӗр ҫынна ҫӗклесе пынӑ; 4. халӑх нумай пулнӑран вӗсем Иисус ҫывӑхне пырайман, ҫавӑнпа вӗсем ҫурт виттине сирнӗ те, маччине уҫса, шалкӑм ҫапнӑ ҫынна вырттарнӑ вырӑнӗпех Иисус умне антарнӑ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эсӗ ҫӗре тӳрӗлӗхпе сут туман: 42. эсӗ йӑвашшисене хӗсӗрленӗ, тӑнӑҫлӑха кӑмӑллакансене кӳрентернӗ, тӗрӗс калакансене курайман, суеҫӗсене юратнӑ, лайӑх ӗҫлекенсен ҫурчӗсене ҫаратнӑ, хӑвна сӑтӑр туманнисен хӳмисене ише-ише антарнӑ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22. пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23. чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ун хыҫҫӑнах тата патшанӑн ирӗксӗрлесех чӳк тутаракан ҫыннине те вӗлернӗ, чӳк вырӑнне ишсе антарнӑ.25. И в то же время убил мужа царского, принуждавшего приносить жертву, и разрушил жертвенник.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Иеремийӑна ярса тытнӑ та патша ывӑлӗн Малхийӑн хурал картишӗнчи шыв тытмалли шӑтӑка янӑ, Иеремийӑна унта вӗрен вӗҫҫӗн антарнӑ; ҫав шӑтӑкра шыв пулман, пылчӑк анчах пулнӑ, Иеремия пылчӑк ӑшне путсах ларнӑ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл тӳпере тухӑҫ ҫилӗ хускатнӑ, Хӑйӗн хӑвачӗпе кӑнтӑр ҫилӗ илсе килнӗ, 27. вӗсем ҫине, тусан хупӑрласа килнӗ пек, аш ҫутарнӑ, тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ вӗҫен кайӑк антарнӑ: 28. ҫавна вӗсен тапӑрнех, вӗсен килӗсем ҫывӑхнех ӳкернӗ, 29. вӗсем вара мӑй таран ҫинӗ, тӑранмаллипех тӑраннӑ; вӗсене хӑйсем ӗмӗтленнине панӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Этем ангелсен ҫӑкӑрне ҫинӗ; Вӑл вӗсем валли тӑранмалӑхах апат антарнӑ.25. Хлеб ангельский ел человек; послал Он им пищу до сытости.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
70. Ҫавӑн чухне эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та туртса ҫурнӑ тумтирӗм вӗҫҫӗнех, ҫурса антарнӑ священник тумӗпех, чӗркуҫлентӗм те аллӑмсене Ҫӳлхуҫа еннелле ҫӗклесе ҫапла каларӑм: 71. эй Ҫӳлхуҫамӑм!
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каҫхи парне вӑхӑтӗнче эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та ҫурса антарнӑ аялти-ҫиелти тумтирӗм вӗҫҫӗнех чӗркуҫлентӗм, аллӑмсене Ҫӳлхуҫа Туррӑм еннелле ҫӗклесе 6. ҫапла каларӑм: эй Туррӑмҫӑм!
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ; 14. кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли тирӗксене те, калаксене те, ҫӗҫӗсене те, кашӑксене те, мӗнпур пӑхӑр савӑт-сапана та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 15. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ылтӑнран та кӗмӗлтен тунӑ тӗтӗркӗчсене те, чашӑксене те хӑйпе пӗрле илнӗ; 16. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, сапана илсе кайнӑ, ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалома ҫӗре антарнӑ та вӑрманти тарӑн шӑтӑка пӑрахнӑ, ун ҫине тем пысӑкӑш чул купи купаласа хунӑ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ӗнтӗ хулан аслӑ ҫыннисене пухнӑ та, пушхир кӳкенӗпе шӑллӑ тӑпачӑ илсе, Сокхоф ҫыннисене ҫавӑнпа асап кӑтартнӑ; 17. Пенуэл пашнине те ишсе антарнӑ, хула ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Иисус хушнипе, вӗсен виллисене йывӑҫ ҫинчен антарнӑ та малтан хӑйсем тарса пытаннӑ ҫӗр хӑвӑлне пӑрахнӑ, хӑвӑлӗ анине пысӑк чулсем йӑвантарса хунӑ, ҫав чулсем паян кун та пулин ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.