Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

антарнӑ (тĕпĕ: антар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шыва антарнӑ пӗренесене эпӗ хам шута илсе пырӑп.

— За учетом бревен, брошенных в реку, я сам слежу.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта, йывӑҫ антарнӑ ҫӗрте, май пур, эпӗ ӑна час-часах куратӑп, анчах Митька Артист, шуйттан пӗлет ӑна, тем ҫыпӑҫать…

А тут, на сплаве, можно, часто я с ней вижусь, да Митька Артист, черт его знает, чего лезет к ней…

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йывӑҫ антарнӑ ҫӗрте иртен пуҫланнӑ савӑнӑҫ, тӗрлӗрен калаҫу, кулӑ кунӗпех лӑпланмарӗ.

Разноголосый говор и смех, царившие с утра на переброске леса, не смолкали весь день.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта шыв хытах шавламан, ку тӗлте вара Сергейшӗн шывпа антарнӑ йывӑҫа кӑлармалли вырӑн пулнӑ.

Вода здесь шумела совсем тихо, и для Сергея это уже был не перекат, а удобное место для приема сплавляемых бревен.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ пӗрене антарнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ чух кун йышши анчах юхтарса курнӑ-и пӗренесене!

Когда я работал сплавщиком, так мы не такие гоняли бревна!

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫийне антарнӑ, шурӑ пуҫлӑ шофер руль тытса ларать.

Тент на нем был снят, за рулем сидел белоголовый парень.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӑпах вӑл сӑмах тапратса ярас тенӗ чух ҫул ҫинче хура йӑран пек тусан мӑкӑрланса хӑпарчӗ те тусан ӑшӗнчен ҫийне антарнӑ газик сиксе тухрӗ.

Только он хотел было об этом заговорить, как на дороге облаком взвилась пыль и из нее вынырнул газик с опущенным тентом.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй кӗҫӗн лейтенант погонӗсене ҫакнӑ, ҫӗнӗ гимнастерка тӑхӑннӑ та чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ, кӑкӑрӗ урлӑ, «Ылттӑн Ҫӑлтӑр» медальпе виҫӗ ӗрет орден хӑйӑвӗсем ҫумӗнчен, портупея анать; ансӑр пӗҫӗллӗ ҫӗнӗ бриджи тӑхӑннӑ, тусанланса пӗтнӗ атӑ: кунчисене ура пакӑлчи таранах антарнӑ, ҫавӑнпа та унӑн урисем кавалерист урисем пек кӑшт кукӑр курӑнаҫҫӗ.

На нем была гимнастерка с погонами младшего лейтенанта, подпоясанная ремнем с портупеей; на груди — медаль «Золотая Звезда» и три полоски орденских ленточек; новенькие бриджи, запыленные сапоги со сдвинутыми до щиколоток мягкими голенищами придавали его высокой фигуре стройный вид.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Патьене аялалла антарнӑ.

Да упустили бадью.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хӑрушла вӑйпа туртса каснипе (касасса ҫурӑм хыҫӗнчен каснӑ пулас) австриеца хулпуҫҫинчен пуҫласа пилӗк таран лаштах ҫурса антарнӑ.

Ужасающий удар, нанесенный, по всей вероятности, сзади, расклинил пленного надвое, от плеча наискось до пояса.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аллисене хӑй пӗҫҫисем тӑрӑх тӑсса янӑ, кӗл тӗслӗ тутине хӑвӑрт-хӑвӑрт выляткалать, чалпашӑн пырса тивнӗ хӗҫ унӑн тӑнлавӗ ҫумӗнчи ӳте шӑйӑрттарса антарнӑ; вистенсе кайнӑ ӳчӗ унӑн питҫӑмарти ҫинче хӗрлӗ тутӑр татӑкӗ пек ҫакӑнса тӑрать.

Он по швам держал руки, часто шевелил пепельными губами, с виска его упавшая наосклизь шашка стесала кожу; кожа висела над щекой красным лоскутом.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пӗр казакӑн гимнастеркине ҫухавинчен пуҫласа арки вӗҫне тухичченех ҫурса кӑларчӗ, тепӗр казакне хырӑмӗнчен урапа тапма ӗлкӗрчӗ, анчах та ӑна, Франьӑна туртса антарнӑ пекех, тӗркелесе ӳкерчӗҫ, пуҫне ут ҫиттийӗпе кӗптесе ҫыхса лартрӗҫ, аллисене хыҫалалла туртса ҫыхрӗҫ, унтан, сасса ан уйӑрса илтӗр тесе, шӑпӑрт сӑмахсӑр, пушӑ сырӑш ӑшне ҫӗклесе кайса пӑрахрӗҫ.

Григорий от ворота до края разорвал на одном гимнастерку, успел ударить другого ногой в живот, но его подмяли, так же как Фране, замотали голову попоной, связали руки и молча, чтобы не узнал по голосу, понесли и кинули в порожние ясли.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑшалпа персе антарнӑ тӑрнана та усрать.

Даже подстреленного журавля держал.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ай-яй-ай, тыт кунталла!.. — ҫӑвар туллин кӑшкӑрса ячӗ ҫыран хӗрринче кускаласа чупакан украинец, темӗн шутпала пуҫӗ ҫинчен туртса антарнӑ тилӗ тир ҫӗлӗкӗпе сулкаласа, Григорий, урӑм-сурӑм тискеррӗн ӑншӑртланса кайса, лашисене пӗр чарӑнмасӑр хӗтӗртме, кӑшкӑрашса хистеме пуҫларӗ.

А-а-яй, правь!.. — горланил, бегая по берегу, украинец и зачем-то махал сдернутым с головы лисьим треухом, Григорий в диком остервенении не переставая улюлюкал, понукал лошадей.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья Митька Коршунова ҫурса антарнӑ шупка-кӗрен ҫанӑллӑ Таврида ҫынни туртапа туртса янине, унтан ҫавӑнтах, чӗрпеленсе пӗтнӗ туртине кӑларса ӳкерсе, ҫӗре чикеленсе кайнине курчӗ: ӑна хулсӑр Алексей, хӑйӗн тӑхлан пек йывӑр чышкипеле ӗнсерен тӑрӑнтарса, ура кӗллипе ислетме пуҫларӗ.

Дарья видела, как Митьку Коршунова подкосил оглоблей тавричанин в расшматованной розовой рубахе и сейчас же упал навзничь, выронив расщепленную оглоблю, а на него ступил безрукий Алексей, прислонивший к тавричанскому затылку свой кулак-свинчатку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такан Яккӑвӗ хыҫалтан пырса ҫапнӑ ҫын вӗҫерӗнсе тухрӗ, хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, ҫапса хуҫнӑ кайӑк ҫунатти майлӑн, туртса ҫурса антарнӑ шупка кӗрен кӗпе ҫанни ҫапкаланать.

Тот самый тавричанин, который сзади ударил Подкову, вырвался из кучи, за спиной его подбитым птичьим крылом трепыхался разорванный розовый рукав.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий малти тӗнӗлӗ ҫинчен антарнӑ урапа ҫинче ҫывӑрать, Митя, сулахай куҫне теме тӗлленӗ пек хӗстерсе, Григорие саламатпа туртрӗ.

Григорий спал в снятой с передка арбе, Митька, жмуря левый глаз, словно целясь, вытянул Григория плетью.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗлет умӗнче Прокофий йывӑррӑн кӑна чупакан батарееца Люшньӑна хӑваласа ҫитнӗ те хыҫалтан, сулахай хулпуҫҫийӗнчен туртса касса, пилӗк таранах ҫурмаран ҫурса антарнӑ.

У амбара Прокофий настиг тяжелого в беге батарейца Люшню и сзади, с левого плеча наискось, развалил его до пояса.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Акӑ куратӑн-и, пӗр юманӑн тӑррине снаряд хуҫса антарнӑ.

— А вон, видишь, снарядом срезало у дуба вершину?

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ноябрӗн ҫирӗм ҫиччӗмӗшӗнче Мускав патӗнче ҫеҫ вунпилӗк самолет персе антарнӑ, ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче — вунтӑххӑр…

Только двадцать седьмого ноября под Москвой было сбито пятнадцать самолетов, а в двадцать восьмого — девятнадцать…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех