Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ансан (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел тухичченех ура ҫине тӑни, хӗвел ансан ҫеҫ ҫывӑрма выртни ӗмӗрлӗхех асӗнче юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Ялтан чылай аякри ҫырмара ҫурхи шыв ансан ҫулсерен шыв сиккийӗ тарӑнланса, анлӑланса пыратчӗ, ҫывӑхрах тыр-пул аниччӗ.

В овраге, довольно далеком от деревни, каждый год с наступлением весенних вод колея воды углублялась, расширялась, недалеко были зерновые поля.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Сцена ҫинчен ансан куракансем чӑвашла юрлани ытларах килӗшнине, чуна ҫывӑх пулнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Таса Сывлӑш Ҫырура Давид чӗлхипе малтанах каласа хуни вырӑна килмелле пулчӗ; 17. ӑна пирӗнпе пӗр йыша кӗртнӗччӗ, вӑл ҫак ӗҫе тума тивӗҫ илнӗччӗ; 18. анчах вӑл усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫипе ҫӗр туянчӗ, ӗнтӗ ҫӳлтен персе ансан унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ; 19. Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ те вара ҫав ҫӗре хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама? тесе ят хучӗҫ, ку «Юн ҫӗрӗ» тени пулать.

Надлежало исполниться тому, что в Писании предрек Дух Святый устами Давида об Иуде, бывшем вожде тех, которые взяли Иисуса; 17. он был сопричислен к нам и получил жребий служения сего; 18. но приобрел землю неправедною мздою, и когда низринулся, расселось чрево его, и выпали все внутренности его; 19. и это сделалось известно всем жителям Иерусалима, так что земля та на отечественном их наречии названа Акелдама, то есть земля крови.

Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗвел ансан, шӑтӑк кайса алтрӑм та вилене пытартӑм.

Когда же зашло солнце, я пошел и, выкопав могилу, похоронил его.

Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Аарон вӑрлӑхӗнчен тухнӑ ҫын тилҫеллӗ пулсассӑн е юхакан чирлӗ пулсассӑн, хӑй тасалса ҫитиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; кам та пулин пӗр-пӗр вилӗ таврашне сӗртӗнсессӗн е камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, 5. е кам та пулин пӗр-пӗр ҫӗлен-калтана сӗртӗнсе тасамарлансассӑн, е ҫынна сӗртӗнсе унӑн кирек мӗнле тасамарлӑхне те пула таса мар пулса тӑрсассӑн, 6. ҫавсене сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ, хӑйӗн ӳтне шывпа ҫуса тасатиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; 7. хӗвел ансан, хӑйне тасатсан вӑл сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать, мӗншӗн тесессӗн ку — унӑн ҫимӗҫӗ.

4. Кто из семени Ааронова прокажен, или имеет истечение, тот не должен есть святынь, пока не очистится; и кто прикоснется к чему-нибудь нечистому от мертвого, или у кого случится излияние семени, 5. или кто прикоснется к какому-нибудь гаду, от которого он сделается нечист, или к человеку, от которого он сделается нечист какою бы то ни было нечистотою, - 6. тот, прикоснувшийся к сему, нечист будет до вечера и не должен есть святынь, прежде нежели омоет тело свое водою; 7. но когда зайдет солнце и он очистится, тогда может он есть святыни, ибо это его пища.

Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӑхсене тустарма юратакан чее тилӗ, сурӑх-путеке курсан канӑҫне ҫухатакан кашкӑр, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман яла тутлӑ ыйхӑран вӑратса авӑтакан автан, хӗл кунӗсенче тутлӑ ыйха путакан тата тулли пыл чӗресӗшӗн каҫӑхса кайма хатӗр упа утаман, каҫсерен, кӗтӳ ансан ача-пӑчана тутлӑ сӗтпе савӑнтаракан ӗне...

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех