Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана хамӑн пӳлӗме кӗме хушса, Сен-Жером аяла тин ҫеҫ аннӑччӗ, — эпӗ, хам мӗн тӑвасси пирки шухӑшласа тӑмасӑр, урама илсе тухакан пысӑк пусма тӑрӑх чупрӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ тепӗр хут чӳречерен пӑхса илнӗ чух хӗвел аннӑччӗ ӗнтӗ, чӳрече кантӑкӗсем сенкер тӗслӗ пулса кайнӑччӗ; тата тепре пӑхсан — вӗсем хура-кӑвакчӗ, унтан тӗттӗмленсе ҫитсе каҫ пулса ларчӗ, анчах эпӗ ҫаплах ҫав ылханлӑ хут таткипе тӑрмашса лартӑм.
21 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сӑмахран, 1995 ҫулта Сампун суту-илӳ центрӗ ишӗлсе аннӑччӗ, ун айӗнче 500 ҫын вилнӗ, 1994 ҫулта вара кӗпер ишӗлнине пула 49 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ.
Кӑнтӑр Корейӑра пурӑнмалли ҫурт чарӑнури ҫынсем ҫине ишӗлсе аннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28838.html
Пӗр пилӗксенчеччӗ-ши, улттӑсенчеччӗ-ши вӑл ун чухне, амӑшӗ аш татӑкӗ илме нӳхрепе аннӑччӗ те, ҫав хушӑра (пулӑшам терӗ пулмалла ҫав ӗнтӗ) шуратса хунӑ пуҫлӑ сулана пуҫларӗ пӗли-пӗлми турама хайхискер.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ильсеяр ҫапла шухӑшласа, аялах шуса аннӑччӗ ӗнтӗ, шӑп ҫак самантра сукмакран инҫех те мар ӑна темле хӗрарӑм ятӗнчен чӗннӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.Ильсеяр уже сползла было до низу, как кто-то окликнул ее по имени.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Сарай тӑррине пӗтӗмпех юсарӑмӑр пуль тесе, ҫӗре аннӑччӗ, анчах унта темӗн чухлӗ вӗтӗ-вӗтӗ шӑтӑксем курӑнаҫҫӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тӗл пулса калаҫмалли хваттер вӑл вӑхӑтра йӑлтах ишӗлсе аннӑччӗ, урӑххине тупайман-ха.Явочная квартира моя была к тому времени совершенно разрушена, а другой еще не нашлось.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Нумай та пулмасть вӗсем пӗтӗм ҫемйипе ҫак сукмакпа аннӑччӗ, ачисене инҫете, интереслӗ ҫулҫӳреве, ӑсатнӑччӗ, «Пӗрле, Машенька, ӗмӗрлӗхе пӗрле», — тенӗччӗ ун чухне Илья Николаевич.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл Мускав хӗрринче, ун таврашӗнчи ҫуртсем ишӗле-ишӗле аннӑччӗ.Он находился на окраине Москвы; многие строения вокруг были полуразрушены.
Ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Эп аннӑччӗ ӗнер ирхине, — терӗ вӑл.
I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑйӑвӗ тӗлӗнмелле илемлӗччӗ, ытла савӑннипе хӑраса ӳкнӗ Верка, парнене ҫатӑрласа тытса, мачча ҫине, кушак пек, хӑпӑл-хапӑл улӑхса кайнӑччӗ те амӑшӗ шӑпӑр тытса пӑсӑрлантарсан тин унтан аннӑччӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Вӑл халь анчах ку вӑхӑтра, славянофил тумтирне хывса, шукӑль костюм тӑхӑнса чей ӗҫме аннӑччӗ.Он только что сошел к завтраку в новом щегольском, на этот раз не славянофильском, наряде.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпӗ тумланма тесе те аннӑччӗ, анчах класра хайхи ҫав хамӑн кӑранташӑм юлнине астуса илтӗм.Я уже спустился в раздевалку, но тут вспомнил, что оставил в классе тот самый карандаш.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Таврари вырӑнсене япӑх пӗлекен хӗрлӗармеецсем хутора повстанецсемпе ҫапӑҫса аннӑччӗ.Плохо зная местность, красноармейские цепи с боем сошли в хутор.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий, йӗнер ҫыххине пушатас тесе, учӗ ҫинчен аннӑччӗ, анчах та вахмистр ун ҫине куҫӗсене йӑлтӑртаттарса кӑна пӑхрӗ.Григорий слез было ослабить подпруги, но вахмистр блеснул на него глазами.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл виҫӗ хутлӑ чул ҫуртчӗ, тӑрри ишӗлсе аннӑччӗ унӑн, чӳречи каҫакӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗччӗ, тӗпсакайӗсенчен ҫу каҫах шӗвӗ пылчӑк шӑрши ҫапатчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Новиков-Прибой тухса кайнӑ чух хулана каҫ сӗмӗ аннӑччӗ ӗнтӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
«Тӑххӑрмӗш» ҫурмаллах ҫурӑлса аннӑччӗ — бомба пилӗк этаж витӗр шӑтарса аннӑ та, илемсӗр пулса юлнӑ хура хушлӑхран тӑвӑр картиш тӗлӗнмелле мӗлкесемпе хуҫланса курӑнать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эп пӗлместӗм-ха «крокодилла куҫҫуль» мӗне пӗлтернине, анчах ҫак сӑмахсене каланӑ чух эпӗ Коравлев епле Марья Васильевна пӳлӗмӗнчен тухнине аса илтӗм, вӑл шурнӑччӗ, мӑйӑхӗ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек усӑнса аннӑччӗ, вара кусем пурте улталанине эпӗ ҫинчех ӑнкарса та илтӗм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хулари ҫуртсенчен пӗринче взрыв пулнӑран пилӗк хутлӑ ҫуртӑн пӗр подCезчӗ пӗтӗмпех ишӗлсе аннӑччӗ, 5 хваттер йӑлтах арканнӑччӗ, ыттисем сиенленнӗччӗ.
Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
- 1
- 2