Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллӑмсене (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллӑмсене шӑлам кӑна тенӗччӗ, сылтӑм алӑра хайхи хута курах кайрӑм.

Я захотела вытереть их и тут увидела, что держу в правой руке оставленную мне бумажку.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аллӑмсене кӗсьене чиксе куҫӑмпа эпӗ пӗр-пӗр япала ҫине, чӳрече, кӑмака, витре ҫине кӑтартаттӑм.

Положив руки в карманы, я глазами показывал на что—нибудь – на окно, на печь, на ведра –

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

27. Унтан Фомана ҫапла калать: пӳрнӳне тӑс-ха кунталла — Манӑн аллӑмсене кур; аллуна тӑс-ха — Ман аякӑма хыпаласа пӑх; ӗненменни ан пул, ӗненекенни пул, тенӗ.

27. Потом говорит Фоме: подай перст твой сюда и посмотри руки Мои; подай руку твою и вложи в ребра Мои; и не будь неверующим, но верующим.

Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Манӑн чунӑм уншӑн тимлесех ӗҫлерӗ, эпӗ саккуна тӗрӗс тытса пытӑм; 26. аллӑмсене ҫӳлелле тӑсаттӑм, эпӗ унӑн унччен пӗлмен тарӑнӑшне пӗлейрӗм.

25. Душа моя подвизалась ради нее, и в делах моих я был точен; 26. простирал руки мои к высоте, и сознавал мое невежество.

Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма, пӳрнемсене ҫапӑҫма вӗрентекен Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм, мухтавлӑ.

1. Благословен Господь, твердыня моя, научающий руки мои битве и персты мои брани.

Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Аллӑмсене Сан патналла тӑсатӑп; ҫумӑршӑн антӑхакан ҫӗр пек, чунӑм Саншӑн ҫунса тӑрать.

6. Простираю к Тебе руки мои; душа моя - к Тебе, как жаждущая земля.

Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр, аллӑмсене ҫӗклени Сана каҫхи парне пек пултӑр.

2. Да направится молитва моя, как фимиам, пред лице Твое, воздеяние рук моих - как жертва вечерняя.

Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ: эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп; 44. Санӑн саккунна яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп; 45. эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм; 46. Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп; 47. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп; 48. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп, Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.

43. Не отнимай совсем от уст моих слова истины, ибо я уповаю на суды Твои 44. и буду хранить закон Твой всегда, во веки и веки; 45. буду ходить свободно, ибо я взыскал повелений Твоих; 46. буду говорить об откровениях Твоих пред царями и не постыжусь; 47. буду утешаться заповедями Твоими, которые возлюбил; 48. руки мои буду простирать к заповедям Твоим, которые возлюбил, и размышлять об уставах Твоих.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Хӗн-асапа пула куҫӑм вӑйӗ пӗтрӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана кунӗпех тархасларӑм, аллӑмсене Сан еннелле ҫӗклесе тӑтӑм.

10. Око мое истомилось от горести: весь день я взывал к Тебе, Господи, простирал к Тебе руки мои.

Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хурлӑхлӑ кунӑмра Ҫӳлхуҫана шыратӑп; ҫӗрӗпе аллӑмсене ҫӗклесе тӑратӑп, аялалла усмастӑп; чунӑм лӑпланасшӑн мар.

3. В день скорби моей ищу Господа; рука моя простерта ночью и не опускается; душа моя отказывается от утешения.

Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эй Турӑ, Хӑвна тархасланӑ чухне, аллӑмсене Санӑн сӑваплӑ Ҫурту енне ҫӗкленӗ чухне манӑн тархаслакан сассӑма илтсемччӗ.

2. Услышь голос молений моих, когда я взываю к Тебе, когда поднимаю руки мои к святому храму Твоему.

Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать; 34. манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ вырӑнӑма тӑратать; 35. аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, хулӑмсем пӑхӑр ухха аваҫҫӗ.

33. Бог препоясывает меня силою и устрояет мне верный путь; 34. делает ноги мои, как оленьи, и на высотах моих поставляет меня; 35. научает руки мои брани, и мышцы мои сокрушают медный лук.

Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

70. Ҫавӑн чухне эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та туртса ҫурнӑ тумтирӗм вӗҫҫӗнех, ҫурса антарнӑ священник тумӗпех, чӗркуҫлентӗм те аллӑмсене Ҫӳлхуҫа еннелле ҫӗклесе ҫапла каларӑм: 71. эй Ҫӳлхуҫамӑм!

70. Тогда, встав от поста моего, в разодранных одеждах и разодранном священном облачении пал на колени и, простерши руки к Господу, я сказал: 71. Господи!

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Каҫхи парне вӑхӑтӗнче эпӗ хам кулянса ларнӑ вырӑнтан тӑтӑм та ҫурса антарнӑ аялти-ҫиелти тумтирӗм вӗҫҫӗнех чӗркуҫлентӗм, аллӑмсене Ҫӳлхуҫа Туррӑм еннелле ҫӗклесе 6. ҫапла каларӑм: эй Туррӑмҫӑм!

5. А во время вечерней жертвы я встал с места сетования моего, и в разодранной нижней и верхней одежде пал на колени мои и простер руки мои к Господу Богу моему 6. и сказал: Боже мой!

1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать; 34. манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ ҫӗре тӑратать; 35. аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, шӑнӑрӑмсене пӑхӑр ухӑ пек карӑнтарать.

33. Бог препоясует меня силою, устрояет мне верный путь; 34. делает ноги мои, как оленьи, и на высотах поставляет меня; 35. научает руки мои брани и мышцы мои напрягает, как медный лук.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Моисей ӑна каланӑ: хуларан тухсассӑнах сана ҫӗр Ҫӳлхуҫанӑн иккенне пӗлтермешкӗн эпӗ аллӑмсене Ҫӳлхуҫамӑр патнелле [тӳпенелле] тӑсӑп та — аслати чарӑнӗ, пӑр та, [ҫумӑр та] урӑх пулмӗ; 30. анчах эсӗ те, санӑн чурусем те халлӗхе Ҫӳлхуҫа Турӑран хӑраманнине эпӗ пӗлетӗп, тенӗ.

29. Моисей сказал ему: как скоро я выйду из города, простру руки мои к Господу [на небо], громы перестанут, и града [и дождя] более не будет, дабы ты узнал, что Господня земля; 30. но я знаю, что ты и рабы твои еще не убоитесь Господа Бога.

Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех