Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн тӑвас, мӗн тӑвас? — ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр аллисемпе ун пек те, кун пек те хӑлаҫланчӗ Якӑпта.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша чӗтрекен аллисемпе мӑйӗнчи ылтӑн вӑчӑрине хывса илчӗ те ӑна воеводӑна тӑхӑнтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗринпе тавлашнӑ пек, тем вӗриленчӗҫ вӗсем, сӑртра хула халӑхӗ пуҫтарӑнса пынине асӑрхаса унти ҫынсене пуҫри кӗлеппуҫӗсене хыва-хыва кӑтартрӗҫ, аллисемпе тем хӑлаҫланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь вӗсене маннӑ пек пулчӗ, ҫил ҫинче ҫара пусӑнах тӑрса, аллисемпе самай вӑйлӑн хӑлаҫланса воеводӑсемпе калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫитет, ҫитет, ҫитет, тек ан кала! — аллисемпе хӑлаҫлансах чарчӗ ӑна Юсуф.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анса ларнӑ, чӗрех! — тесе ман пата ыткӑнса пычӗ те тӗреклӗ аллисемпе ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Чӗтрекен аллисемпе вӑл ҫав каптӑма йӑтса ҫитерет те малтанах чавса хунӑ шӑтӑка вырнаҫтарать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вӑл Гурий Иванович сӗтелӗ умӗнче ларать, аллисемпе пуҫне тӗревленӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Уксах Якку аллисемпе ҫупса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хӗрлӗ кепе тӑхӑннӑ Шӗшлӗ пилӗкне аллисемпе тытнӑ, пуҫне каҫӑртнӑ — эпир ӗҫленине пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катя пӗчӗк аллисемпе хӑвӑрт чӗнтӗр ҫыхма тытӑнчӗ, мана кӗнеке вулама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, шурса кайнӑ пит-куҫне тусанлӑ аллисемпе хупласа, йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чӑмас, — терӗ тимӗрҫӗ, аллисемпе тӑпрана сиркелесе, унтан пӗкнӗ пуҫне шӑтӑка чикрӗ, пӗвӗпе туртӑнса часах курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хамӑрӑн тепӗр ана ҫине ҫитсен, атте йӑран ҫине ларчӗ, питне хытанка аллисемпе хупларӗ, пӗр сиккеленмесӗр, вилнӗ пек, ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ун патӗнче пӗр ҫын аллисемпе хӑлаҫланса ҫухӑрашать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара вӗри тутипе Укка тути ҫумне антӑхса ҫыпӑҫрӗ те аллисемпе ӑна васкаса хывӑнтарма тапратрӗ.

И приник горячими губами к губам Укки, лихорадочно расстегивая ворот ее платья.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӗтрекен аллисемпе чӗлӗм чӗртме тӑрать те ӑна та чӗртеймест.

Дрожащими руками беглец пытается раскурить трубку, но ничего не получается.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ниҫта та ҫук! — тесе ҫухӑрса ярать те хӗрарӑм питне аллисемпе хупласа пӳртрен чупса тухать.

Нигде ее нету!.. — Женщина вдруг заплакала в голос и, закрыв лицо руками, выбежала из избы.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Васкамасӑр пӑхкаласа ҫӳретчӗ вӑл, сасартӑк пусӑрӑнса урамри пир каски ҫине ларчӗ, чӗтрекен аллисемпе чӗлӗм тивертрӗ.

Он шел неторопливо, разглядывая дома, строения, и вдруг почувствовал такую слабость и дрожь в руках и ногах, что присел на первый попавшийся чурбан, трясущимися руками раскурил трубку.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Е ҫул тӑрӑх чупӗччӗ ухмах пек, е пуҫ-хӗрлӗ тӑрса аллисемпе утса кайӗччӗ.

Едва удерживал себя, чтобы не соскочить с телеги и не пуститься вприпрыжку или опрокинуться вниз головой и пойти на руках.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех