Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллисемпе стенаран тытса, суккӑр ҫын пек хыпашласа ҫӗкленчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан Кӗркури ҫине пӑхрӗ те: — Эх, Кӗркури, Кӗркури! Сана тӑван ывӑл пекех юратса, хӗрхенсе пӑхса ӳстертӗмӗр-ҫке, ҫак ӗҫе тӑвасса пӗлмерӗмӗр… Петӗрне лайӑх пӗлместӗп, тен, ӑна пула туса хутӑн-и вара!? Ах, тур-тур, пӗтертӗр, пӗтертӗр пире, — терӗ, ача пекех хӑйӗн куҫҫулӗпе хӑех чыхӑна-чыхӑна йӗрсе, хӑй ҫав хушӑрах чӗтрекен аллисемпе, пуҫӗнчи тутӑр вӗҫӗсемпе куҫҫульне шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан вӑл, ҫырма тӗпне анса, аллисемпе ывӑҫла-ывӑҫла, виле ҫине тӑмпа хӑйӑр ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аллисемпе ҫапкаласа каллех тӑрасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑй ҫаплах аллисемпе йӗвенрен тытса, усӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хайхи хура тумтирлӗ хӗрарӑм, ҫынсене аллисемпе сиркелесе, ывӑлӗ патне пырасшӑн пулчӗ, анчах милиционерсем ӑна ҫывӑха ямарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ватӑ ҫын васкавлӑн: — Мана Антон Трофимович тесе ятлаҫҫӗ, — терӗ шӳтлӗн хыткан та ҫирӗп аллисемпе ман алла чӑмӑртаса.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара аллисемпе пӗҫҫисене шарт! ҫапса:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аллисемпе пуҫне тӗревлерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӑл, хӑй ҫине ҫӗршер куҫ шӑтарасла пӑхнине сиссе, аллисемпе сӗлткелесе, куҫӗсемпе хӗскелесе, Микулана шӑпланма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха лаш ларчӗ те, таҫта анса каясран хӑраса, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗнле хӑятӑн эсӗ, йытӑ! — тесе тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ те, Ҫтаппана тытма хӑтланса, аллисемпе ун еннелле кармашрӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫӗпӗре!!! — ҫав-ҫавах аллисемпе хӑлаҫланчӗ уретник.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук хӑнӑхнӑ аллисемпе часах икӗ ҫивӗт яврӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗшкӗнсе аллисемпе хыпашласа пӑхрӗ — шӑнкӑрч вӗлли кунтах, урасем хушшинчех.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл шавласа-кашласа авӑнакан йывӑҫ вулли тӑрӑх хӑвӑрт анма пуҫларӗ, кӗҫех чикмеке тӑратса хунӑ вырӑна та ҫитрӗ, анчах хӑватлӑ ҫил ӑна хӑйӗн куҫа курӑнман аллисемпе айккинелле ывӑтса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах йӑшаланса илчӗ, аллисемпе ҫӳлерех туратран уртӑнчӗ, урисемпе хӑй ларнӑ турат ҫине тӗревлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗреҫепе чавать-чавать те итлесе пӑхать, унтан тӑприне аллисемпе аяккалла сирсе хурать.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар юнашар выртакан чул ҫине лак! ларчӗ те тӑпраллӑ аллисемпе пуҫне чӑмӑртаса: тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Степанов пукане пек хӗре вӑйлӑ аллисемпе хул айӗнчен тытрӗ те маччана ҫитиех ҫӗклерӗ, каялла антарнӑ чух, хӑй тӗлӗнче тытса тӑчӗ — ҫак самантра икӗ урипе те урайӗнче тӑн-тӑн тӑракан йӗкӗтпе сывлӑшри хӗрӗн вӗри тутисем пӗрлешрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех