Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫынсем сисрӗҫ, ун сасси чӗтререх тухрӗ, куҫӗнче куҫҫулӗ палӑрчӗ, Анна Ивановна хӑйӗн тӗреклӗ аллисемпе Левентее мӑйран ыталаса илчӗ те тутинченех чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Чӑнах-и?» тесе Михала патнелле пӗр утӑм турӗ те ашшӗпе юнашар тӑракан Укахвие тулли аллисемпе ҫупӑрласа илчӗ, унтан питҫӑмартинчен хыттӑн чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл аллисемпе кӑшман мӗнле шултӑра пулассине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй калас пеккине ҫавӑрса калаймасть иккен те, ӑнлантарас тесе, аллисемпе ҫил арманӗ пек хӑлаҫланать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ хӑйӗн никамӑннинчен те ҫемҫе те ачаш аллисемпе ывӑлӗн бинтпа хулӑн ҫыхса янӑ хулне хыпашласа тупрӗ, вара ывӑлӗ хулӗнчен аманнине чухласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тин ҫеҫ шухӑша кайса ларакан Левентей халӗ пит-куҫран чӗрӗлсе, аллисемпе сулкаласа калаҫрӗ, Липа ҫине вут-ҫиҫӗм сирпӗтнӗ пек хӑюллӑн пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей, хӑйне темле йывӑр ыйту панӑ пек, тӑнлавне аллисемпе хӗстерсе тытса пӗр чӗнмесӗр ларчӗ, ку.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта эпӗ никам та мар, — ӗҫрен пушанса, пысӑк аллисемпе сӗтел ҫине чавсаланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сӑмахсем Сехре ӑс-тӑнне вырнаҫчӑр тесе, вӑл кӑштах тӑхтаса тӑчӗ, вара малтанхи пекех васкамасӑр, ҫывӑх ҫынна питӗ кирлӗ ӗҫ ҫинчен ӑнлантарнӑ пек, аллисемпе сулкаласа, малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пуҫаруҫӑсем «Кавал вӑййи» валли ятарласа кубоксемпе медальсем, парнесем хатӗрлерӗҫ, программа шухӑшласа хатӗрлерӗҫ, футболла тата волейболла вылямалли площадкӑсене хӑйсен аллисемпе, вӑйӗпе ҫӗнетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Вӑл кӗреҫе пек сухалне якатса илнӗ пек турӗ те аллисемпе сӗтеле тӗревлесе калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑпа хӗр лапсӑркка ҫирӗк айне кӗрсе тӑчӗҫ, Северьян вӑйлӑ аллисемпе хӗре хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Старик патак пек хытса кайнӑ аллисемпе ӑна шӑлса тӑма та ӗлкӗреймест.

Куҫарса пулӑш

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку илемлӗ япалана паян темле майпа ҫывӑрса юлнӑ Ахтупай ҫеҫ мар, унӑн пӗчӗк ывӑлӗ те асӑрханӑ ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн ҫӳлелле питех ҫӗкленмен кӗске аллисемпе ҫав асамат кӗперне ярса илесшӗн кармашать.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сахиб-Гирей Касимова илнӗ! — терӗ вӑл кӳпчек аллисемпе хӑлаҫланса.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аллисемпе кашкӑр ҫурине ытакланӑ…

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эмел яни килӗшмерӗ-ши, — ик куҫне те аллисемпе хупласа ӳпкелешрӗ ача.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл чӗтрекен аллисемпе чӗлпӗре шыраса тупрӗ те ним курман куҫӗсемпе малалла тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмӑҫ карчӑк чӑтаймасӑр хапха умне чупса тухать, аллисемпе хӑлаҫланса, сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрашма, хӑйӗн тӑрлавсӑр кӗввипе пӳлӗхҫе кӳрентерекен ҫынна ылханма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Халех, халех, — чӗтрекен аллисемпе пӗрре Эрнепи кӗпи аркине, тепре Патирек кӗпи аркине хыпашларӗ старик.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех