Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллисемпе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сухви ҫав-ҫавах пуҫне кӑмака ҫумне чиксе, питне аллисемпе хупласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Яри уҫӑлнӑ алӑкран ҫил вӑркӑнса кӗрсе таканари тӗке вӗҫтерсе ҫӗклесен тин, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ те сайхалӑх еннелле пӑха пачӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗве хӗрринче виҫ-тӑват ҫулсенчи хӗрача, аллисемпе ҫапса, сиккелесе, «атте» те «атте» тесе ҫухӑрса, ҫыранта чупкалать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл каллех диван ҫине пырса ларчӗ те, сылтӑм чӗркуҫҫине аллисемпе тытса, пӗтӗм кӗлеткипе сулкалана-сулкалана илчӗ, унтан каллех сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Интереслӗ те-ҫке, чӑнах та, юман пек тӗреклӗ, юн пӗрхӗнсе тухас сӑнлӑ ҫын (ларасса та вӑл улӑпла вӑй-хӑвачӗ кӗрлесе каясран асӑрхансах ҫапла хускалмасӑр, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗревленсе ларнӑн, калаҫасса та ҫавӑнпах хуллен, васкамасӑр калаҫнӑн туйӑнать) тепри кӑмӑл-туйӑм пуянлӑхӗпе ҫепӗҫлӗхне чи мала хурса калаҫнине итлеме.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл ӑна икӗ аллипе шывра ҫӗклерӗ те, аллисемпе урисене Барон пек хускатма хушрӗ.

Двумя руками он приподнял ее в воде и сказал, чтобы она двигала руками и ногами, как Барон.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Юрланӑ вӑхӑтра та хӑшӗ-пӗрин пек унталла-кунталла чупса ҫӳремесӗр, аллисемпе сулкалашмасӑр, кӗлеткипе хӑлаҫланмасӑр тымар янӑн пӗр вырӑнта тӑп тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Лида та тӑрса кӗпине аллисемпе якаткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Юрамасть кунта кӗме, юрамасть! — аллисемпе шыва ҫатлаттарса, кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӑкачавӑн хӗҫӗ аллинчен тухса ӳкрӗ, вӑл вӑйлӑ аллисемпе утаманӗсене сире-сире ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӳлӗхҫӗ, кашкӑр шӑлӗнчен ҫӑлсам мана! — кӗл тума тытӑнчӗ Савантер, вара чӗтрекен аллисемпе хӑйне йывӑҫ ҫумне ҫӗнӗ пушӑтпа тата лайӑхрах ҫыхса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара ҫавӑнтах пӗр вӑрӑм сухаллӑ хресчен, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, аллисемпе сулкаласа ҫак улпут унӑн чӗчӗ ачине епле асаплантарса вӗлернине каласа кӑтартма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Матуррӑн ларса пыраҫҫӗ вӗсем учӗсем ҫинче, сулахай аллисемпе чӗлпӗр тытнӑ, кашнин сылтӑм алли хӗҫ аврине чӑмӑртанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте урса кайса урисемпе тапрӗҫ, аллисемпе ҫапрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслупа ун Сыхчи аллисемпе Эпрахиль юпинчен инҫе мар выртакан Карлай еннелле тӑсса кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мунча патӗнче ӑшталанакан карчӑксенчен пӗри, ҫакна курса, хӑраса ӳкнӗн аллисемпе сулкалама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыткан аллисемпе вӑл хӗре пилӗкрен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна тимӗр пек хытӑ аллисемпе ҫатӑрласа тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗр-икӗ саманта шӑнӑрлӑ аллисемпе сухалне пӗтӗркелесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл чӳрече умне ларнӑ та ҫумӑр ҫунине пӑхнӑ май ҫирӗп шӑнӑрлӑ аллисемпе кӗреҫе сухалне якаткала-якаткала илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех