Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ал сăмах пирĕн базăра пур.
ал (тĕпĕ: ал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Мӗншӗн-ха хамӑн ӳтӗме хамӑн шӑлӑмпах тулас, мӗншӗн-ха чунӑма ал тупанӗ ҫинех кӑларса хурас?

14. Для чего мне терзать тело мое зубами моими и душу мою полагать в руку мою?

Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Манна вӑл кориандр вӑрри майлӑ пулнӑ, пӑхма бдолах евӗрлӗскер пулнӑ; 8. халӑх ӑна пуҫтарса ҫӳренӗ, ал арманне ярса авӑртнӑ е килӗре тӳнӗ, кайран хуранта пӗҫернӗ, унран пашалу тунӑ; унӑн тути йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пашалу тути евӗрлӗ пулнӑ.

7. Манна же была подобна кориандровому семени, видом, как бдолах; 8. народ ходил и собирал ее, и молол в жерновах или толок в ступе, и варил в котле, и делал из нее лепешки; вкус же ее подобен был вкусу лепешек с елеем.

Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Халӗ ал ӗҫ тунӑ хушӑра сывӑ пурнӑҫ йӗркипе паллаштаракан «ЗОЖ» журналти материалсене тишкереҫҫӗ, хушӑран зарядка тӑваҫҫӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Татьяна Владимировна Волковӑна кам та пулин кӳрентерес пулсан, ман шухӑшпа, ал ӗҫ кружокне ҫӳрекенсем кар тӑрса хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ал ӗҫ кружокне ҫӳрекенсенчен яла Санкт-Петербургран, Пермьран, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Шупашкартан куҫса килнисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑваш хӗрарӑмӗн ал ӗҫне фабрикӑра машинӑпа ҫыхнинчен уйӑрса илеймӗн.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Культура кунта ал ӗҫӗнчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Тем тӑвать ӗнтӗ, - пӗлтерчӗ Любовь Александровна Петрова хӑйӗн ал ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Ал ӗҫ тума ларатӑп та пӗтермесӗр те чун канмасть тепӗр чухне», – мӗнле хавхаланупа тӑрӑшнине каласа парать хастар.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Мӗншӗн маларах ал ӗҫ тумашкӑн вӑхӑт тупайман-ши эпӗ», – ӳкӗнсех калаҫать вӑл халӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Малтанхи ҫулсенче пурнӑҫ ыйтнипе кӑна, калӑпӑр, ывӑл-хӗрне чӑлха-нуски кирлӗ, ал ӗҫ тукаланӑ пулсан юлашки 5-6 ҫулта аллинчен йӗппе ҫип пачах та пӑрахмасть.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗри апат тытмалли ал шӑллисем ҫӗлеттӗм.

Это было настоящее счастье!

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑрнар паттӑрӗсем Ҫӑварни уявланӑ май кире пуканӗ йӑтса, вӗрен туртса, ал вӑйӗ виҫсе тупӑшма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫак сӑнарсене ку тӑрӑхри хастар вулакансемпе ал ӑстисем хатӗрлеме пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Курав тӗрлӗ пайран тӑрать, пӗринче - ял ҫыннин кил-ҫуртӗнчи хатӗр-хӗтӗр, ал ӑстисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Хӗрарӑмсем те ал вӑйне виҫсе тупӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑрнар пӑхаттирӗсем вара кире пуканӗ йӑтнӑ, вӗрен туртнӑ тата ал вӑйне виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пахчаҫимӗҫ, чечек ҫитӗнтерекен, хурт-хӑмӑрҫӑ ӑсталӑхне вӗрентеҫҫӗ: хӗрарӑмсене - ал ӗҫне, арҫынсене - карҫинкка ҫыхма, атӑ-пушмак юсама.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кунсӑр пуҫне тата клуб ал ӗҫ тӑвакан хӗрарӑмсем валли хӑйне евӗрлӗ киленӗҫ вырӑнӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Бӑрзобегунек ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑчӗ те, хайхи ал ҫаккине мӑйӗнчен яваклантарса, аллине ҫакнӑ пек туса ячӗ.

Бырзобегунек вскочил, накинул на шею перевязь и просунул в нее руку.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех