Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акса (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирти пахчасемпе ытти тырӑсен пӗр пайӗ ҫине сурмаллаччӗ те хӑвӑртрах тулӑ акса хӑвармаллаччӗ, йӑнӑшӗ ҫакӑ пулса тухрӗ вӑл!

Надо бы плюнуть на бахчи, на часть пропашных и поскорее посеять пшеницу, вот в чем промах вышел!

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лушка Нагульнова тырӑсем акса пӗтеричченех бригадӑра ӗҫлерӗ, анчах бригада тырӑсене акса пӗтерсенех уйран таврӑнчӗ те, ҫав кунах, каҫхине, Давыдов патне пычӗ.

Лушка Нагульнова до конца сева была в бригаде, но как только бригада, кончив пропашные, съехала с поля, в тот же день вечером пришла к Давыдову.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫурхи тырӑсене акса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫынсем майӗпе утӑ ҫулма тухма хатӗрленнӗ: вӑкӑрсемпе лашасем ирӗкре ҫӳренӗ, вӑй-хал пухнӑ, казаксем килте кӗрепле аврисем саваланӑ, вӑрӑм ураписене юсанӑ, лобогрейкисене тӳрлетнӗ…

Отсеявшись, исподволь готовились хозяева к покосу: на выпасах выгуливались, набирались сил быки и лошади, а казаки строгали грабельники, чинили арбы, ремонтировали лобогрейки.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Давыдов, кубанка шӑтса тухасса шанса тӑнӑ хушӑрах, хӑйне иккӗлентерекен шухӑшӗсене ниепле те сирсе яраймарӗ, ҫавӑнпа та вӑл правлени ӑйӑрне йӗнерлесе кашни кунах хӗвел хӗртнипе кӑмрӑклансах ларнӑ, акса хӑварнӑ пулин те вилнӗ пек хуралса выртнипе хӑратакан уйсене пӑхма кая-кая ҫӳрерӗ.

Но Давыдов, надеясь на всхожесть кубанки, все же не мог разогнать сомнений и каждый день седлал правленческого жеребца, ехал смотреть обуглившиеся под солнцем, разделанные, но пугающие мертвой чернотой пашни.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ҫав каярах акса хӑварнӑ кубанка начар шӑтса тухасран шикленсе тӑчӗ; Любишкин таунпа пӗрлех шикленкелерӗ, Яков Лукич тата, хӑй сӑмахне ӗненсе, тӳрех ҫапла каларӗ:

Давыдов опасался, что посеянная с опозданием кубанка плохо взойдет; опасения его разделял и Любишкин, а Яков Лукич, так тот даже с прямой уверенностью заявлял:

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхи тулӑ чашӑлах тикӗс шӑтса тухни пурне те савӑнтарчӗ, анчах иккӗмӗш бригада лаптӑкӗ ҫинче май уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче акса хӑварнӑ ҫӗр гектара яхӑн кубанка текен тулӑ пур.

Ранняя пшеница радовала всходами, но на участке второй бригады было около сотни гектаров кубанки, высеянной в первых числах мая.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вуннӑмӗш числара, кӑнтӑрла ҫитнӗ ҫӗре, виҫҫӗмӗш бригада юлашки юлнӑ сакӑр гектар ҫине кукурузӑпа хӗвелҫаврӑнӑш акса хӑварчӗ, вара Давыдов тырӑсем акса пӗтерни ҫинчен парти райкомне рапорт пама ҫийӗнчех района ятарласа юланутпа ҫын кӑларса ячӗ.

Десятого в полдень третья бригада досеяла оставшиеся восемь гектаров пропашных — кукурузы и подсолнуха, и Давыдов тотчас же снарядил в район коннонарочного с рапортом в райком партии об окончании сева.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Майӑн 15-мӗшӗ тӗлне районта тӗштырӑсене, пӗтӗмӗшпе илсен, акса пӗтерчӗҫ.

К 15 мая по району сев колосовых в основном был закончен.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑсенче пучахлӑ тырӑсене акса пӗтерчӗҫ, кунта авӑ манӑн прорыв.

В первой и третьей бригаде кончили колосовые, а тут у меня прорыв.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑватӑ кун хушшинче колхоз хӑйӗн кӗрхи ҫӗртме пуссине ҫуррине акса хӑварчӗ.

За четыре дня колхоз засеял почти половину своего зяблевого клина.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах кам ыран акма тухмасть, ҫавӑн ҫӗрне эпир колхоз валли туртса илетпӗр те хамӑр акса хӑваратпӑр!

Но кто не поедет завтра сеять, у того мы — колхоз — землю заберем и сами засеем!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акса пӗтерӗпӗр те акӑ — ун чухне вара ҫапӑҫса пӑхма та, тытӑҫма та юрӗ…

Отсеемся — тогда можно будет и подраться и побороться…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫеҫенхирте аслӑ та пархатарлӑ ӗҫ пырать: курӑксем ашкӑрса ӳсеҫҫӗ, вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем хӑйсен вырӑнӗсенчен хускалаҫҫӗ: ҫынсем пӑрахса кайнӑ пӑспа йӑсӑрланакан вӑрлӑх акса шуратман хура пуса кӑна пӗлӗт хӗрри таран тӑсӑлса выртать…

Великая плодотворящая работа вершилась в степи: буйно росли травы, поднимались птицы и звери, лишь пашни, брошенные человеком, немо простирали к небу свои дымящиеся паром, необсемененные ланы…

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тырӑсем акса пӗтеретпӗр те акӑ — окружкома тухса вӗҫтеретӗп.

Отсеемся — и махну в окружком.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗр ӗҫлекенсене тырӑ акса хӑварма паманни мода пулать-и вӑл?

Разве ж это мода, чтобы хлеборобам не давать сеять?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоз акса хӑварӗ-ха, анчах уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем килсе леҫнӗ тырра Ярски колхозне парса яраҫҫӗ.

Колхоз посеет, а что единоличники засыпали, отдадут Ярскому колхозу.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хамӑр мӗн акса хӑварӑпӑр-ха вара?

— А мы чем сеять будем?

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӳрех каламалла, ӑна йӗркеллӗ акса пӗтерес ҫук.

И определенно с севом не справятся.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выводсем ҫинче чарӑнса тӑма ирӗк парӑр: эпӗ докладра каласа патӑм-ха ӗнтӗ, Райҫӗрӗҫпайӗнчи цифрӑсем тӑрӑх, малтанхи пилӗккунлӑхра районӗпе мӗн пурӗ виҫҫӗр сакӑрвун виҫӗ га акса хӑварнӑ.

Разрешите остановиться на выводах: как я уже долаживал вам, по данным райзо, в районе за первую пятидневку засеяно всего триста восемьдесят три га.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫумӑрсем пулмасан, тыррине ӑна хӑвӑртах акса пӗтерӗттӗмӗр-ха…

Кабы не было дождей, с посевом скоро управились бы…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех