Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл курнӑ хӑй ашшӗ имҫам сапнине, Кӑпка уй-хире вӑрлӑх акнине, Унтан уй-хирте — калча шӑтнине…
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Итлӗр-ха, — терӗ Обломов тепӗр хут, васкамасӑр, сӑмахсене пат татса, пӑшӑлтатнӑ пекех шӑппӑн, — эпӗ барщина мӗн иккенне те, ялти ӗҫ мӗн иккенне те, чухӑн ҫын кам иккенне те, пуян ҫын кам иккенне те пӗлместӗп; пӗр чӗрӗк ыраш е сӗлӗ тени мӗне пӗлтернине те, вӑл мӗн хак тӑнине те, хӑш уйӑхра мӗн акнине те, мӗн вырнине те, хӑҫан мӗн сутмаллине те пӗлместӗп; пуян-и эпӗ, чухӑн-и, тепӗр ҫултан эпӗ тутӑ пулатӑп-и е ыйткалакан-и — нимӗн те пӗлместӗп, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп! — каласа пӗтерчӗ вӑл салхуллӑн, вицмундир ҫухине вӗҫертсе, вара Иван Матвеевичран каялла чакса тӑчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӳрремӗн акнине пула хуратул пусӑ ҫаврӑнӑшӗнче питӗ кирлӗ.
Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Тракторсем вир акнине пӑхса тӑнӑ самантра юрӑ сӑмахӗсем аса килчӗҫ: — Ҫерем уҫса вир акрӑм, вир акрӑм, Вирӗ пулчӗ пӑрҫа пек, пӑрҫа пек…
С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
10. Ӗнтӗ акакана вӑрлӑх Параканӗ тата ҫиме ҫӑкӑр Параканӗ эсир акнине ӑнтарӗ, сирӗн тӳрӗлӗхӗр уссине ӳстерӗ; 11. вара эсир ырӑлӑх тумашкӑн пур тӗлӗшпе те пуян пулатӑр; эсир пирӗн урлӑ ырӑлӑх тунӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эппин, акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑш мӗне пӗлтернине итлӗр: 19. Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе, ӑна ӑнланман кирек хӑш ҫын патне те усал пырать те ун чӗрине акнине вӑрласа илсе каять: ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Анчах пирӗн аттемӗрсем, саккуна йышӑнсан, ӑна вырӑна килтермен, Эсӗ хунӑ йӗркесене те астуса тӑман, ҫапах та Санӑн саккунун ҫимӗҫӗ пӗтмен, вӑл пӗтме те пултарайман, мӗншӗн тесессӗн вӑл Санӑн саккуну пулнӑ, 33. анчах саккуна йышӑннисем мӗн акнине упраса хӑварайман та — пӗтнӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вӑл вара мана каларӗ: Эпӗ те ҫӗр варне мӗн акнине хӑйӗн вӑхӑтӗнче ҫитӗнмелле тунӑ.48. Тогда Он сказал мне: и Я дал недрам земли способность посеянное на ней возращать по временам.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫавӑнпа та мӗн акнине вырса тухмасӑр, усаллӑха акнӑ вырӑна пӑрахӑҫламасӑр ыррине акнӑ вырӑн килмӗ: 30. усал вӑрлӑхӑн пӗрчине чи малтан Адам чӗрине акса хӑварнӑ — ку таранччен вӑл мӗн чухлӗ ҫылӑхлӑ ӗҫ туса тултарман пулӗ, авӑн ҫапма вӑхӑт ҫитичченех ҫапла туса тӑрӗ!
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӗр хӑйӗн йывӑҫ-курӑкне ҫитӗнтернӗ пек, пахча мӗн акнине ӳстернӗ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ пур халӑх умӗнче тӳрӗлӗхпе мухтав кӑтартӗ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ пулсассӑн, чӗрем куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑ пулсассӑн, аллӑм ҫумне таса марри ҫыпҫӑннӑ пулсассӑн, 8. эпӗ акнине тепӗри ҫитӗр, манӑн калчана кӑкласа пӑрахчӑр.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2