Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпне (тĕпĕ: айӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку ӗҫе Козлов кама та пулин урӑх ҫынна шанса панӑ пуль, — терӗ Коробин, йӑрӑ суту-илӳ ҫыннин айӑпне пӗчӗклетме тӑрӑшса.

— Наверное, Козлов передоверил кому-то эту операцию, — пытаясь смягчить вину расторопного торгового деятеля, сказал Коробин.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн аллин кашни хусканӑвне сӑнанӑ май Корней хӗрне кирлӗ мар ҫӗре пӗлмесӗр хутшӑннӑшӑн кӳренчӗ, унӑн ҫак айӑпне мӗнле те пулин тӳрлетес тесе, чайнӑя кайса килме шӑпах ӑна хушма шутларӗ.

Следя за каждым движением его руки, Корней досадовал на дочь, зачем она неумело вмешалась не в свое дело; и, чтобы как-то загладить ее выходку, решил именно ее попросить сходить в чайную.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсене пурне те ҫак вӑрҫӑ область ҫине тапӑнса кӗнӗ большевиксен айӑпне пула кӑна тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ.

Всем им казалось, что только по вине большевиков, напиравших на Область, идет эта война.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каптенармус хӑй айӑпне туйнӑ.

Почувствовал каптенармус свою вину.

Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Малтан вӑл тивӗҫ илтӗр пирӗн шанчӑка кӗме, виттӗр хӑйӗн айӑпне, кайран курӑпӑр унта.

Пущай он наперед заслужит веру, покроет свою вину, а посля видать будем.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иртнишӗн, ылханлӑ ҫын айӑпне пула пурнӑҫӗ тӗссӗрленсе юлнӑшӑн, малтанхи тулли савӑнӑҫ вырӑнне чуна выҫӑ тунсӑх кӑшласа тӑнӑшӑн, пушанса юлнӑ кун-ҫулшӑн хӗпӗртесе кайсах тавӑрнӑ пулӗччӗ халь Григорий.

За давнее сладко отомстил бы Григорий — за то, что по вине проклятого человека выцвела жизнь и осталось на месте прежней полнокровной большой радости сосущая голодная тоска, линялая выцветень.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Эпӗ пур ӗҫе те ӗҫлеме пӗлетӗп-ҫке, — хӑй умӗнче хӑй айӑпне сирме тӑрӑшнӑ пек шухӑшларӗ вӑл, вара каллех ун умне ашшӗ пек кӑмӑллӑ Тимофей Ильич тухса тӑчӗ… —

«Да я же все умею делать, — как бы оправдываясь перед самим собой, подумал он и снова увидел лицо Тимофея Ильича…

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ ӑна ҫул ҫине сухари типӗтетӗп тата така ашӗ ӑшаласа паратӑп, — айӑпне йышӑнать Ненила.

Я ему еще сухарей на дорогу дала и баранины кус зажарила, — призналась Ненила.

Турӑ чури // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Сашка мучи шаннӑ пек пулмарӗ, лашан Сашка мучи каласа панӑ вӑрттӑн айӑпне тупма ӑста тухтӑрӑн «ӑсӗ» ҫитрӗ.

Не оправдалась надежда деда Сашки, и у дошлого врача хватило «хисту» найти тот потаенный изъян, о котором говорил дед Сашка.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пуҫӗпех тухса кайнине вӑл халӗ те ӗненмест-ха, ун айӑпне каҫарса, халӗ те кӗтет калла таврӑнасса.

Она все не верила, что Григорий ушел навсегда, и, прощая, ждала его.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Айӑпне йӑлт хӑй ҫине илчӗ, тет…

Признался во всем…

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл хӑй айӑпне йышӑнса каҫару ыйтрӗ, вӑл партизансемшӗн чунтан ҫуннипе кӑна пӑши амине персе вӗлернӗ вӗт…

Он осознал свою вину и просил простить его, — ведь он убил лосиху только потому, что всей душой болеет за партизан…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Инкек пулсан — айӑпне ман ҫине йӑвантарать…»

«Случится до горя — наклевещет на меня…»

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах та хамӑрӑн тулӑх пурнӑҫра амӑшӗсем ачасен сывлӑхӗшӗн каллех ҫав тухтӑрсен айӑпне пула мӗн тери хыпӑнса асапланнине куратӑн та, вӗсене, пуян ҫемьере пурӑнакан амӑшсене, айӑплама хал та ҫитмест.

Но и осудить их, матерей достаточных семей, за этот эгоизм — не поднимается рука, когда вспомнишь все то, что они перемучаются от здоровья детей благодаря опять тем же докторам в нашей господской жизни.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӑл хӑй те ӗҫлесшӗн, айӑпне кӑҫарттарасшӑн тейӗп.

И сам он, дескать, хочет поработать, искупить свою вину.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун пек кӑмӑл хӑйӗн айӑпне туякан, анчах ӑна ӑнланма пултарайман ҫыннӑн ҫеҫ пулать.

Такое бывает только у человека, чувствующего, но не понимающего своей вины.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӳрре тухма хӑтлансан та усси пулас ҫуккине ӑнланса илсе, вӑл хӑйӗн айӑпне тӳрех йышӑнчӗ.

Поняв, что оправдываться бесполезно, он сразу же признал себя виновным.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах Ким пичче Баин-Цаганск ҫапӑҫӑвӗ ҫинчен калама пуҫласан, вӑйлӑ аллисемпе сӗтеле хӑвӑрт ҫӗклесе хӑй умне хӑяккӑн лартсан, ҫакӑ вӑл — юханшывӑн ҫӳллӗ ҫыранӗ, партӑсем ларакан ҫӗрте — пирӗн ҫар вырнаҫнӑ, кашни парта — танк, кунта пирӗн командовани вӑй пухать, ак кунтан, сӗтел хыҫӗнчен шыв хӗрринелле японцӑсем упаленсе килеҫҫӗ тесен (Ким пиччен пӳрнисем сӗтел хыҫӗнчен курӑнчӗҫ), — ытарайми кӑтартуллӑ каласа панине юратнипе хӑнан пур айӑпне те каҫарчӗ Светлана.

Однако когда дядя Ким начал рассказывать о Баин-Цаганском сражении и, легко вскинув в воздухе сильными руками стол, поставил его перед собой и сказал, что это — возвышенный берег реки, а там, где парты, — наше расположение, и каждая парта — это танк, и вот наше командование накапливает силы, а отсюда, из-за стола, на берег наползают японцы (пальцы дяди Кима показались из-за края стола), — Светлана, увлеченная волшебной наглядностью рассказа, все простила гостю.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ак, хӑвӑн юлташусене ҫав ӗҫӗн тӗп тупсӑмне ӑнлантарса парсан, вӗсем санпа пӗрле кайса, учитель умӗнче ним пытармасӑр хӑйсен айӑпне йышӑнса, пӗтӗм ирсӗрлӗхе хулпуҫҫи ҫинчен йӑвантарса янӑ пулсан, ку аван ӗҫ пулӗччӗ.

Вот товарищам своим так всю суть объяснить, чтобы они вместе с тобой пошли, чтобы они всю пакость захотели с плеч сбросить, перед учителем начистоту повиниться, — вот это было бы дело.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫын айӑпне хӑвӑн айӑп ҫумне хушма кирлӗ мар.

Чужую вину к своей прибавлять не надо.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех