Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыйӑхлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Ыйӑхлӑ (тĕпĕ: ыйӑхлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурланса, шарламасӑр ларакан Ирина (сӑлтавӗ Сергей хапха патӗнче ответлени тата Ниловнӑн чирӗ пулнӑ) сӑпка патне пычӗ те Васюткӑн ыйӑхлӑ та хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫине ачашлӑн пӑхма пуҫларӗ.

Ирина, загрустившая и присмиревшая (причиной были и ответ Сергея у ворот, и болезнь Ниловны), подошла к люльке и стала смотреть на сонное, раскрасневшееся личико Васютки.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хутор пушах, вӑл ыйӑхлӑ канӑҫпа тӗлӗрет.

Пустота и дремотный покой властвуют в хуторах.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн куҫӗсене ҫавӑрса илнӗ ыйӑхлӑ тӗтре сирӗлчӗ, сасси ҫирӗпленчӗ:

Из глаз его исчезла сонная наволочь, голос окреп.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыйӑхлӑ пит-куҫӗ ӑшӑ та хӗрелнӗ пулӗччӗ унӑн.

Она была бы румяная, тёплая, сонная.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Радист, ыйӑхлӑ куҫне уҫса ярса, пурин ҫине те телейлӗн пӑхса илчӗ.

И радист слипающимися от бессонницы, изнуренными, но счастливыми глазами глядит на всех.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хирӗҫле сак ҫинче, ҫӗр пӳртӗн тепӗр стени ҫумӗнче, такам васкамасӑр, шӑппӑн, ҫурма ыйӑхлӑ сасӑпа салтак юмахне ярать, тен, ӑна, ҫав юмаха, Мускав ҫывӑхӗнчи боецсем паян ҫеҫ юптарса кӑларнӑ пуль.

А на противоположной скамейке у другой стены землянки кто-то неспешно и тихо полусонным голосом рассказывает солдатскую легенду, может быть сегодня только сложенную бойцами под Москвой:

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тытамаклӑскер пулас, — лӑпкӑн калать ыйӑхлӑ хӗр.

— Видать, припадочная, — спокойно заявляет сонная девушка.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана хирӗҫ сак ҫинче ларса пыракансем: йӗс куҫлӑхлӑ сар арҫын, вӑл чугун ҫул картузӗпе, ыйӑхлӑ питлӗ ҫитӗннӗ хӗр тата тирпейлӗ артиллерист, вӑл аллинчи пӗчӗк букетне вунӑ хут ӗнтӗ салта-салта ҫыхрӗ, ҫӑварне шыв сыпса чечекӗсене пӗрӗхрӗ.

Напротив меня сидели рыжеватый человек в медных очках и железнодорожной фуражке, девушка с сонным лицом и молоденький аккуратный артиллерист, который в десятый раз перевязывал большой букет и, набрав в рот воды, опрыскивал цветы.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сиксе тӑнӑ Котька чалкӑна салтса ячӗ, Расщепей мотор чӗртрӗ, вара «Фламмарион» ыйӑхлӑ шыв пырне — шлюзӑн камерине хуллен юхса кӗчӗ.

Вскочивший Котька отвязал чалку, Расщепей включил мотор, и «Фламмарион» тихо вошел в сонную заводь — наполненную камеру шлюза.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир аякран аякка кайрӑмӑр, ним пулман пек хӑйне лӑпкӑ тытакан, пуҫне — кепка, ҫине — балахон тӑхӑннӑ лавҫӑ ыйӑхлӑ сассипе лашине кӑшкӑркаласа хӑратса пычӗ, манӑн шухӑшӑмсем, шурӑ пӳспе виткелесе хунӑ тупӑк патӗнчен вӗҫсе кайса, каллех таҫта-амакра пӑтрашса ҫӳрерӗҫ.

Но мы ехали все дальше и дальше, равнодушный кучер в кепке и грязном балахоне сонно покрикивал на клячу, и мысль опять начинала бродить бог весть где — далеко от этого бедного, едва прикрытого белой тряпкой гроба.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех