Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шупашкара (тĕпĕ: шупашкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ эпӗ Шупашкара хамӑр ҫӑмӑл машинӑпа каятӑп та ӑна хула хӗрринче лартса хӑваратӑп.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Вӗсен, пӑянампа иккӗшӗн те, Шупашкара кайса килмелли пур терӗҫ те, паян килмеҫҫӗ.

Они со свекровью поехали в Чебоксары, сегодня не приедут.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кӑҫал Шупашкара 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫулсене сарма муниципалитет пӗр миллиарда яхӑн тӗрев илет.

На дороги с учетом празднования в этом году 550-летия Чебоксар выделено порядка одного миллиарда рублей.

Чӑваш Енре 2019 ҫулта пурӗ 200 ҫухрӑм ытла ҫул-йӗрсем юсӗҫ, сарӗҫ // М.И. Игнатьев пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=19 ... b4575c9e35

Жюри пайташӗсем Чӑваш Республикин паллӑ писателӗсемпе журналисчӗсем, тава тивӗҫлӗ учителӗсем пулассине, конкурса тӑратнӑ ӗҫсене вӗсем пӗрремӗш тапхӑрта пӑхса тухса хак парассине, чи лайӑх та паха хайлавсен авторӗсене иккӗмӗш тапхӑра Шупашкара килме чӗнессине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Чӑн та, Олимпиада ҫулӑмӗ Шупашкара ҫитсен, йӑтса чупакансен йышне кӗртмен мӑнтарӑна, ура айӗнче ан пӑтрантӑр тенӗ ахӑртнех.

Действительно, когда Олимпийский огонь достиг Чебоксар, беднягу не пустили в число несущих, чтобы не мешалась под ногами видимо.

Чебоксарик. Ӑҫта логика? // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... cta-logika

Лапсарти «Юрма» предприяти Шупашкара тата хӑй тавралли ялсене ырӑ мар шӑршӑ сарни пирки пӗр вӑхӑтра халӑх питех шавлатчӗ.

В одно время народ очень сильно шумел на счет того, что предприятие "Юрма" в Лапсарах распространяет неприятный запах в Чебоксары и окружающие его деревни.

«Юрма» витӗм кӳреймен: Чӑваш Ен экологи енчен таса шутланать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21606.html

«Халӗ Шупашкара килетпӗр», — тенӗ вӑл.

«Сейчас едем в Чебоксары», — сказал он.

Шупашкартан самолетсем вӗҫеймеҫҫӗ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/21684.html

Анчах та Тутарстанри чӑваш педагогӗсене квалификацине ӳстерме Шупашкара кайма та хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар.

Только вот и в нынешние времена нелегко Татарстанским чувашским педагогам поехать в Чебоксары на повышение квалификации.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Шкулта урай ҫӑвакансем те Шупашкара кайса филолог дипломне илсе килекен пулсан халӑхшӑн хӑрама тытӑнтӑм.

Если те, кто моет полы в школе, поедут в Чебоксары, привезут диплом филолога, то я начинаю бояться за народ.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Пуҫласа мӗн пур муниципалитетах, тӗп хулана – Шупашкара кӑна мар, картишсене юсама укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.

Впервые всем муниципалитетам, а не только столице –Чебоксарам выделили средства на ремонт дворов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

2015 ҫулта Шупашкара Европӑри 12 ҫӗр-шывран 1200 яхӑн чи вӑйлӑ спортсмен, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен 500 ытла представителӗ, пӗтӗмпе вара 5 пине яхӑн хӑнапа ҫӑмӑл атлетика форумне хутшӑнакансем килеҫҫӗ.

В 2015 году в Чебоксары приедут 1200 сильнейших спортсменов из 12 стран Европы, более 500 представителей средств массовой информации, всего около 5 тыс. гостей и участников легкоатлетического форума.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Шупашкара кашни килмессеренех мана художник патне илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Паянхи пек ас тӑватӑп: интернационалиствоинсем «хура тюльпан» тесе ят панӑ самолет Шупашкара пуш уйӑхӗн 22мӗшӗнче Афганистан вӑрҫинче ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа, паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнӗ темиҫе салтакӑн ӳтне цинк тупӑкра илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Вӑл Раҫҫейӑн 11 субъекчӗн территорийӗ урлӑ иртет, пысӑк хуласене – федераци центрӗсене – Мускава, Владимира, Чул хулана, Шупашкара, Хусана, Екатеринбурга пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Вӑл танлаштарӑмра ытларах сасӑ пухсан кӑларӑма ӳкерме шурӑ Шупашкара килӗҫ.

Если он в рейтинге соберет больше всего голосов, снимать выпуск приедут в светлый город Чебоксары.

Пилӗк ҫӗршывра кӑтартакан телекӑларӑма Шупашкарта ӳкерме пултараҫҫӗ // Никита Сурский. https://chuvash.org/news/18343.html

Журналистпа калаҫса ларма вӑхӑчӗ сахалччӗ пулин те (халь-халь Шупашкара тухса каймалла), Валерий Петрович район хаҫачӗ валли интервью пама килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Мӗншӗн вӑл Шупашкара кашни килмессерен республикӑн культура пурнӑҫӗ ҫӗнӗ варкӑшпа тулать?

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Январӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ «Красная Чувашия» район хаҫатӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Январӗн 23-мӗшӗнче Шупашкара «Василий Чапаев» кинофильма курма Кӳкеҫрен 28 ҫын йӗлтӗрпе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Уншӑн мӗнле маршруткӑпа ҫӳрени пур-пӗрех – Шупашкара часрах ҫитсе пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Ҫынсем Шупашкара чипер-йӗркеллех ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2893.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех