Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрани (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
21. Каҫхи вӑхӑта тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ирттер, санӑн мухтаву Ҫӳлхуҫаран хӑрани пултӑр.

21. Да вечеряют с тобой мужи праведные, и слава твоя да будет в страхе Господнем.

Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ӑслӑлӑхшӑн тӗмсӗлетӗн пулсассӑн, Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑр, Ҫӳлхуҫа вара сана ӑслӑлӑх парӗ: 27. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ патне Ҫӳлхуҫаран хӑрани илсе ҫитерет, Вӑл ӗненнине, йӑваш пулнине кӑмӑллать.

26. Если желаешь премудрости, соблюдай заповеди, и Господь подаст ее тебе, 27. ибо премудрость и знание есть страх пред Господом, и благоугождение Ему - вера и кротость.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫӳлхуҫаран хӑрани ҫылӑхсене сирсе ярать; хӑрама пӗлмен ҫын тӳрре тухаймасть.

21. Страх Господень отгоняет грехи; не имеющий же страха не может оправдаться.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ӑслӑлӑх тымарӗ — Ҫӳлхуҫаран хӑрани, унӑн турачӗсем — нумай пурӑнас кунсем.

20. Корень премудрости - бояться Господа, а ветви ее - долгоденствие.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ӑслӑлӑх тӳпийӗ — Ҫӳлхуҫаран хӑрани, вӑл тӑнӑҫлӑх тымарӗ ӳстерет, сиен тивми сывлӑх кӳрет; пӗри те, тепӗри те — Турӑ тивлечӗ, Ӑна юратакансене вара мухтав та ҫитет.

18. Венец премудрости - страх Господень, произращающий мир и невредимое здравие; но то и другое - дары Бога, Который распространяет славу любящих Его.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Туп-тулли ӑслӑлӑх вӑл — Ҫӳлхуҫаран хӑрани; тулли ӑслӑлӑх этеме хӑйӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарать: 17. унӑн кил-ҫуртне мӗн кирлӗ, ҫавна парӗ, кӗлечӗсене хӑйӗн мулӗпе тултарӗ.

16. Полнота премудрости - бояться Господа; она напояет их от плодов своих: 17. весь дом их она наполнит всем, чего желают, и кладовые их - произведениями своими.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ — Турӑран хӑрани, вӑл тӳрӗ ҫыннӑн чӗрӗ тӗввипе пӗрлех тӗвӗленет.

15. Начало премудрости - бояться Бога, и с верными она образуется вместе во чреве.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫаран хӑрани — Ҫӳлхуҫа тивлечӗ, вӑл этеме юрату ҫулӗ ҫине тӑратать.

Страх Господень - дар от Господа и поставляет на стезях любви.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫӳлхуҫаран хӑрани чӗрене килентерет, хаваслӑх, савӑнӑҫ, вӑрӑм кунҫул кӳрет.

12. Страх Господень усладит сердце и даст веселие и радость и долгоденствие.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫӳлхуҫаран хӑрани — мухтав та чыслӑх, хаваслӑх, савӑнӑҫ тӳпи.

11. Страх Господень - слава и честь, и веселие и венец радости.

Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫынсенчен хӑрани — серепе карни; Ҫӳлхуҫана шанакан вара хӑрамасӑр пурӑнать.

25. Боязнь пред людьми ставит сеть; а надеющийся на Господа будет безопасен.

Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Хӗрхенӳллӗ те тӳрӗ пулсассӑн — ҫылӑх каҫарӑнать, Ҫӳлхуҫаран хӑрани усалтан сыхлать.

6. Милосердием и правдою очищается грех, и страх Господень отводит от зла.

Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Турӑран хӑрани ӑслӑлӑха вӗрентет, мухтав вара йӑвашлӑх хыҫҫӑн килет.

33. Страх Господень научает мудрости, и славе предшествует смирение.

Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫӳлхуҫаран хӑрани — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, Вӑл вилӗм серепинчен хӑтарать.

27. Страх Господень - источник жизни, удаляющий от сетей смерти.

Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Ҫӳлхуҫаран хӑрани — шанчӑклӑ хӳтлӗх, Вӑл сана та, санӑн ывӑлусене те хунтӑлать.

26. В страхе пред Господом - надежда твердая, и сынам Своим Он прибежище.

Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫӳлхуҫаран хӑрани — ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ вӑл, Святоя ӑнланни — ӑс-хакӑл: 11. ман урлӑ санӑн пурӑнас куну хушӑнӗ, пурӑнас ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ.

10. Начало мудрости - страх Господень, и познание Святого - разум; 11. потому что чрез меня умножатся дни твои, и прибавится тебе лет жизни.

Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]

5. Научитесь, неразумные, благоразумию, и глупые - разуму. 6. Слушайте, потому что я буду говорить важное, и изречение уст моих - правда; 7. ибо истину произнесет язык мой, и нечестие - мерзость для уст моих; 8. все слова уст моих справедливы; нет в них коварства и лукавства; 9. все они ясны для разумного и справедливы для приобретших знание. 10. Примите учение мое, а не серебро; лучше знание, нежели отборное золото; 11. потому что мудрость лучше жемчуга, и ничто из желаемого не сравнится с нею. 12. Я, премудрость, обитаю с разумом и ищу рассудительного знания. 13. Страх Господень - ненавидеть зло; гордость и высокомерие и злой путь и коварные уста я ненавижу. 14. У меня совет и правда; я разум, у меня сила. 15. Мною цари царствуют и повелители узаконяют правду; 16. мною начальствуют начальники и вельможи и все судьи земли. 17. Любящих меня я люблю, и ищущие меня найдут меня; 18. богатство и слава у меня, сокровище непогибающее и правда; 19. плоды мои лучше золота, и золота самого чистого, и пользы от меня больше, нежели от отборного серебра. 20. Я хожу по пути правды, по стезям правосудия, 21. чтобы доставить любящим меня существенное благо, и сокровищницы их я наполняю. [Когда я возвещу то, что бывает ежедневно, то не забуду исчислить то, что от века.]

Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ — Ҫӳлхуҫаран хӑрани; [хӑрама пӗлекенсем пурте ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсем; Турра хисеплени вара — ӑнлану пуҫламӑшӗ;] ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ухмахсем ҫеҫ хурлаҫҫӗ.

7. Начало мудрости - страх Господень; [доброе разумение у всех, водящихся им; а благоговение к Богу - начало разумения;] глупцы только презирают мудрость и наставление.

Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫӳлхуҫаран хӑрани — ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ; ӑслӑлӑха уяса пурӑнакансем пурте тӗрӗс ӑслӑ.

10. Начало мудрости - страх Господень; разум верный у всех, исполняющих заповеди Его.

Пс 110 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫӳлхуҫаран хӑрани таса — ӗмӗртен ӗмӗре пырать.

10. Страх Господень чист, пребывает вовек.

Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех