Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хутсене (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тепӗр уйӑхран вӑл кирлӗ хутсене алӑ пусса панӑ.

Несмотря на то, что работа не была завершена, через месяц она подписала необходимые бумаги об окончании работ.

Заведующие айӑпласшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35663.html

Военкоматра ӑна пӗр аллӑсене ҫывхарнӑ капитан тӗплӗн итлерӗ, районтан парса янӑ хутсене пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Фронтра ҫапӑҫнӑ документсене, ҫавӑн пек хаклӑ хутсене, ҫухатса пӗтермелле-и?

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ун чухнехи хутсене пурне те таҫта архива ярса пӗтернӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тепӗр 6 ҫултан хутсене ҫӗнетме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Кирлӗ хутсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хула хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=4f3QNoZHnq4

Алӑксене уҫма май паракан кирлӗ хутсене хатӗрлеме пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Сӗтел ҫинчи сапаланчӑк хутсене йӗркеллӗн майлаштарса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Е.Малыгин судья манӑн хутсене пӑхса тем мӑкӑртатрӗ те алӑ пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

4-мӗш шкулпа 6-мӗш гимназире хутсене хатӗрлесе пӗтернӗ, ҫитес тунти кунтан ачасем хӑйсен пӗлӳ ҫурчӗсенех ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнине кӑтартакан свидетельство, акт – ку кирлӗ хутсене ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсем кӗске вӑхӑтра илме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракие хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60720

Вара вӑл хӑйне шофер панӑ хутсене кӗсйине чиксе машина умӗпе иртнӗ те погонлӑ ҫын ларса пынӑ енне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Шанаров чӳречерен пӑхса илчӗ те сӗтел ҫинчи хутсене канӑҫсӑррӑн пӑтраштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗҫсене, хутсене йӗркене кӗртмелле.

Пора заняться наведением порядка в своих делах и бумагах.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Куҫ хупӑмрах бетонланӑ ҫыран хӗррине анса ҫитрӗ, аллинчи папкине (унта вӑл паян экзаменра усӑ курмалли хутсене, хаҫатсенчен касса илнӗскерсене, хунӑччӗ) ҫывӑхри тенкел ҫине вӗҫтерчӗ, хыпалансах, трусикпе ҫеҫ юлса, вӑш-ваш ҫиелти ҫи-пуҫӗнчен хӑтӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑл ҫавӑнтах пӗчӗк сумкинчи хутсене пӑлхатма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл мастерской тӑрӑх темиҫе утӑм утса кайрӗ те, Прелл сӗтелӗ ҫумне чавсаланса, унта выртакан тӗрлӗрен хутсене пӑхкалама пуҫларӗ.

сделал несколько шагов по мастерской, затем оперся на стол Прелла и принялся разглядывать на нем разные бумаги.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Управленине ҫырса яракан хутсене кам хатӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

— Аха-аха, — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре хутсене куҫарса хучӗ пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫын // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 3–4 с.

Вӑл тек выртаймарӗ, хурлӑхлӑ аса илӳсене манас тесе, хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, ҫӑвӑнчӗ, тумланчӗ, сӗтел ҫинче сапаланса выртакан хутсене пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех