Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗ Евангели пуҫламӑшӗ: 2. пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Санӑн умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ».
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пилат вӗсене калать: Христос теекен Иисуса мӗн тӑвас вара манӑн? тет.22. Пилат говорит им: что же я сделаю Иисусу, называемому Христом?
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне вӗсен тӗрмере Варавва ятлӑ пӗр паллӑ вӑрӑ-хурах ларнӑ; 17. ҫынсем пухӑнсан, Пилат каланӑ вӗсене: эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна-и е Христос теекен Иисуса-и? тенӗ; 18. вӑл Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Ӑна ӗнтӗ питӗнчен сурнӑ, ҫупа-ҫупа янӑ; тепӗрисем пуҫӗнчен ҫапса: 68. эй Христос, кала-ха пире, Сана кам ҫапрӗ? тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн чухне сире: «Христос акӑ кунта» е «авӑ унта» тесессӗн — ан ӗненӗр: 24. суя христоссем, суя пророксем килӗҫ; май пулсассӑн суйласа илнисене те илӗртсе улталасшӑн тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр: 5. нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «эпӗ — Христос» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сире вара «вӗрентекен» тесе ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентекенӗр пӗртен-пӗрре — Христос, эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр; 9. ҫӗр ҫинче никама та «атте» тесе те ан калӑр: сирӗн Аҫӑр пӗртен-пӗрре, Вӑл — тӳпере; 10. сире «вӗрентӳҫӗ» тесе те ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентӳҫӗр — пӗртен-пӗр Христос.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Фарисейсем пухӑнсан Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 42. эсир Христос ҫинчен мӗн шухӑшлатӑр? кам ывӑлӗ Вӑл? тенӗ.41. Когда же собрались фарисеи, Иисус спросил их: 42. что вы думаете о Христе? чей Он сын?
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй Иисус Христос иккенне никама та калама хушман.20. Тогда [Иисус] запретил ученикам Своим, чтобы никому не сказывали, что Он есть Иисус Христос.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Петр теекен Симон хуравласа каланӑ: Эсӗ — Христос, Чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.16. Симон же Петр, отвечая, сказал: Ты - Христос, Сын Бога Живого.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе тӑнӑ: Давид Ывӑлӗ Христос мар-ши Вӑл? тенӗ.23. И дивился весь народ и говорил: не это ли Христос, сын Давидов?
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чухне Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне Унран: 3. «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл вара аслӑ священниксене, халӑх хушшинчи кӗнекеҫӗсене пурне те пухнӑ та вӗсенчен: Христос ӑҫта ҫуралмалла? тесе ыйтнӑ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иисус Христос ҫурални акӑ ҫапла пулнӑ: Унӑн Амӑшне, Марийӑна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑна пуҫличченех, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе Мария йывӑр ҫын пулнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вунтӑватӑ сыпӑк; Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вунтӑватӑ сыпӑк; Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вунтӑватӑ сыпӑк.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вавилона куҫарса кайсассӑн Иехонияран Салафиил ҫуралнӑ; Салафиилран Зоровавель ҫуралнӑ; 13. Зоровавельрен Авиуд ҫуралнӑ; Авиудран Елиаким ҫуралнӑ; Елиакимран Азор ҫуралнӑ; 14. Азортан Садок ҫуралнӑ; Садокран Ахим ҫуралнӑ; Ахимран Елиуд ҫуралнӑ; 15. Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазартан Матфан ҫуралнӑ; Матфанран Иаков ҫуралнӑ; 16. Иаковран Иосиф — Мария упӑшки — ҫуралнӑ; ҫав Марийӑран Христос теекен Иисус ҫуралнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав ҫулсем иртсессӗн, Ман Ывӑлӑм Христос тата сывлакан ҫынсем пурте вилӗҫ.29. А после этих лет умрет Сын Мой Христос и все люди, имеющие дыхание.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ӗнтӗ Ман Ывӑлӑм Христос Хӑй ҫумӗнчисемпе пӗрле курӑнӗ, сыхланса юлнисем вара тӑватҫӗр ҫул савӑнса пурӑнӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫапла вара, пӗл те ӑнланса ил: Иерусалима ҫӗнетсе туса лартма хушнӑранпа Христос Патша киличчен ҫичӗ ҫичӗҫуллӑх иртет, унтан тата утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртет; вара халӑх каялла таврӑнӗ, урамсемпе хӳмесем ҫӗнелсе лайӑхланӗҫ, анчах ку питех те йывӑр вӑхӑт пулӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.