Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хале (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахӑртнех, эсир пурнӑҫӑн хальхи тапхӑрӗнче суя тӗллев лартнӑ та хале хӑвӑра кирлӗ марри патне талпӑнатӑр.

Велика вероятность, что на этом этапе жизни вы поставили себе ложную цель и теперь добиваетесь того, что вам по сути, не так нужно.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хале кайӑк чӳкне те пулин сайра тӑваҫҫӗ».

А сейчас каек-чук и тот справляем от случая к случаю.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑнкӑ тӑрӑллӑ карттус тӑхӑннипе ахаль те тӗлӗннӗ пек пӑхакӑн пичӗ унӑн хале чӑннипех те тӗлӗне пуҫлать.

Лицо, из кепки итак выглядящее удивленным, теперь действительно стало удивленным.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ хале кӑна сирӗн ҫинчен аса илнӗччӗ.

Сию минуту я вспоминал о вас.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хале хуть те мӗн тутӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Питӗ ансат, — терӗ вӑл, — ак хале мӗнле ларатӑп, унта та ҫавӑн пекех ларнӑ.

— Очень просто, — сказал он, — как сейчас сижу, так и там сидел.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эпӗ сӑмаха тытма пултаратӑп, анчах хале мана пулӑшӑр.

— Честное слово, сделаю! А сейчас выручи меня.

IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Хале ӗнтӗ Матюшкин та кулянма пуҫларӗ.

Теперь и Матюшкин забеспокоился.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Пирӗн ҫӗршывра туристла базӑсем хале унчченхинчен нумайрах, ют ҫӗршывсемпе тытакан ҫыхӑнусем те анлӑлансах пыраҫҫӗ.

У нас в стране все шире становится сеть туристских баз, все обширнее зарубежные связи.

Туристла ҫулҫӳревре // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Доминолла вылякансенчен пӗри ҫеҫ: — Хӑваласа ярӑр! Хуть хале! Савӑнсах тухса каятпӑр! — терӗ.

Только один из выздоравливающих оторвался от домино и бросил: — Гоните! Хоть сейчас! С радостью превеликой!

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ ун пирки тӑрӑшни ӑна ытла та хытӑ савӑнтарчӗ: вӑл мана хӑйӗн шухӑшӗсен тӗрлӗ паллӑсемпе каласа пама пуҫларӗ, мана хӑй ӑнланни ҫинчен пӗлтерчӗ, хале манӑн ӗҫсем нумайланни ҫинчен каларӗ, ҫавӑнпа та мана хӑвӑртрах тӗрлӗ ӗҫе вӗрент, эпӗ вара пӗтӗм вӑйпа тӑрашса ӗҫлӗп терӗ.

Его очень тронуло, что я так забочусь о нем: он всячески старался мне объяснить при помощи знаков, что он понимает, как много мне прибавилось дела теперь, и просит, чтобы я скорее научил его всякой полезной работе, а уж он будет стараться изо всех сил.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пурте сирӗн пек пулнӑ пулсан, ман ҫырмасан та юранӑ пулӗччӗ; эсир хале те пулман пулсан, ман ҫырмасассӑн та юранӑ пулӗччӗ.

Если бы вы были публика, мне уже не нужно было бы писать; если бы вас еще не было, мне еще не было бы можно писать.

III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫакӑ вӑл хӑех манӑҫа юлнӑ, хале ним те таваймастӑн хайне хаех иртсе кайнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, каҫару ыйтас пулать».

оно бы так и прошло, само бы забылось, теперь, нечего делать, надо выпросить прощение».

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хале акӑ, Бопре ҫывӑрнине пула, ҫак ӗҫе тытӑнтӑм.

И, пользуясь сном Бопре, принялся за работу.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хале тин, «ведомость», «япала довольствийӗ» текен ытла та тӗлӗнмелле сӑмахсене илтсен, Ваня ҫак ӗҫсем тӗлӗкре мар, чӑнахах пулса иртнине ӑнланса илчӗ.

Только теперь, услышав магические слова «ведомость», «вещевое довольствие», а главное, «положено», Ваня наконец понял, что это не сон.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех