Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Федерацин (тĕпĕ: федераци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Федерацин Урал округӗнчи наци-культура пӗрлешӗвӗсен председателӗ Владимир Логинов чӑваш халӑхне пӗр чӑмӑра пухас тӗлӗшпе Тюмень облаҫӗнче ҫулталӑкра 50 ытла мероприяти ирттернине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Вӑсен умӗнче федерацин Атӑлҫи округӗнчи вӗтерансен ассоциацийӗн ертӳҫи Геннадий Кошкин тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ.

Перед ними выступили руководитель Волжского федерального округа ветеранской ассоциации Геннадий Кошкин и другие.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта РФ Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн Секретарӗн Николай Патрушевӑн тата РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн Михаил Бабичӑн пӗрлехи канашлӑвӗ иртнӗ.

14 июня в Чебоксарах прошел общий совет Секретаря Совета Безопасности РФ Николая Патрушева и полномочного представителя Приволжского округа федерации Президента РФ Михаила Бабича.

Информаци тӗлӗшӗнчен хӳтӗленме // Алина ТИМОФЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Федерацин республикӑри гидрометеорологи центрӗн пай пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк хӑвӑрт улшӑннине пула сивӗ тата ӑшӑ сывлӑш хумӗсем пӑтрашӑнса кайнӑ, ҫавӑнпа пӑр ҫунӑ.

Согласно разъяснениям Начальника республиканского отдела федерального центра гидрометрологии Марина Китарьева выпадение града происходит в во время резкой смены погоды из-за смешивания теплых и холодных воздушных масс.

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хальлӗхе ҫитермелӗх кӑна ешӗл курӑк ҫулатпӑр, - каласа парать федерацин унитарлӑ предприяти ертӳҫин заместителӗ Николай Сергеев.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ку енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче — малта пыракан 3 субъект хушшинче.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче 2009-2018 ҫулсенче телерадиовещание аталантарасси» программипе килӗшӳллӗн республикӑра цифра телерадиовещанийӗн патшалӑх сетьне хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Федерацин «Цифра майӗн танмарлӑхне пӗтересси» проектне пурнӑҫа кӗртсе пӗлтӗр Муркашпа Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи 250-500 ҫын пурӑнакан 18 вырӑна Интернета кӗмелли объектсем ӗҫе янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Предмет комиссийӗсен председателӗсем федерацин педагогика виҫевӗсен институтӗнче пӗлӗве ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ертсе пынипе республика Правительствин членӗсемпе, федерацин тата хула округӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе ӗнер иртнӗ ларӑвӑн кун йӗркинче виҫӗ ыйту пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Федераци Конституцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑн патшалӑх чӗлхипе тата федерацин патшалӑх чӗлхипе пӗр танах усӑ курмалла.

Согласно Конституции Федерации должны использовать в равной мере одинаково государственный язык республики и государственный язык федерации.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Алена Аршинова федерацин «Ачасене – ача сачӗсем» парти проектне, Патшалӑх Думин вӗрентӳ комитечӗ ҫумӗнчи шкулчченхи вӗрентӳ енӗпе тимлекен Эксперт канашӗн ӗҫ-хӗлне ертсе пырать, ҫавӑн пекех студентсене, преподавательсене ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫакнашкал пулӑшу кӳрекен медучрежденисен йышӗнче чи малтанах — Федерацин травматологи центрӗ, вӑл 138 млн тенкӗлӗх медпулӑшу кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Граждансене тӗп юсавшӑн тӳлеме кирлӗ мар тесе пӑтраштарнине, ҫакӑ вара, юлашкинчен, федерацин тивӗҫлӗ саккунне пӑсни патне илсе пынине те палӑртса хӑваратӑп.

Отмечу и то, что граждан вводили в заблуждение, призывая не платить взносы на капитальный ремонт, что, в свою очередь, приводило к нарушению соответствующего федерального закона.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич Чӑваш Енре ку енӗпе, округри ытти регионпа танлаштарсан, лару-тӑру лӑйӑххине ҫирӗплетрӗ.

Полномочный представитель Президента России в Приволжском федеральном округе Михаил Бабич подчеркнул, что в Чувашии относительно других регионов округа сложилась благоприятная картина.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗр ҫын пуҫне пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе малта пыракансенчен пӗри шутланать.

Чувашия является одним из лидеров в Приволжском федеральном округе по вводу жилья на одного человека.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республика 100 гектар ҫӗр ҫинче выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк туса илессин калӑпӑшӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче 3-мӗш вырӑн, сӗт туса илессин калӑпӑшӗ енӗпе – 2-мӗш вырӑн йышӑнать, ҫакӑ пур пек ресурссемпе тухӑҫлӑн усӑ курнине кӑтартса парать.

По объему производства скота и птицы на 100 гектаров сельхозугодий республика занимает 3 место в Приволжском федеральном округе, по объему производства молока – 2 место, что говорит об эффективном использовании имеющихся ресурсов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн хамӑр бизнесӑн конкуренци пултарулӑхне ӳстермелле, ҫав шутра федерацин пысӑк компанийӗсен туяну рынокӗсенче те.

Мы должны повысить конкурентоспособность нашего бизнеса, в том числе на рынках закупок крупных федеральных компаний.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Нумаях пулмасть туса хунӑ Федерацин вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантармалли корпорацийӗпе те эпир туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелӗпӗр.

Мы выстроим партнерские отношения и с недавно созданной Федеральной корпорацией по развитию малого и среднего предпринимательства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Федерацин яла аталантармалли программи шайӗнче Вӑрмар, Ҫӗрпӳ тата Елчӗк районӗсенче нумай функциллӗ культура центрӗсем тума тытӑнаҫҫӗ.

В рамках федеральной программы развития села начинается строительство многофункциональных культурных центров в Урмарском, Цивильском и Яльчикском районах.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех