Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Упӑшкинчен (тĕпĕ: упӑшка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурлӑхӑн ҫиччӗмӗш пайӗ унӑн аллинче пулнипе вӑл Мускаври главнокомандующи ҫумӗнчи ординарецсем хушшинчи пӗр поручика илӗртнӗ, хӑй те унӑн пысӑк пӳне, хӑрушла хаяр илемне юратса пӑрахнӑ, — вилнӗ упӑшкинчен пачах расна пулнӑ ҫав вӑл.

Своей седьмой частью она прельстила одного поручика из ординарцев при московском главнокомандующем и сама прельстилась его ростом, его дебелой и свирепой красотой, совершенно противуположной аркадскому покойнику.

III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Хӑйӗн упӑшкинчен, Филипп корольрен вӑл чӗтрене еричченех хӑраса пурӑннӑ, теҫҫӗ.

Говорят, она до судорог боялась короля Филиппа, своего супруга.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Татьяна та ахлатса ярать, упӑшкинчен ярса тытса, хуллен-хуллен ун ури патне шуса анать.

Татьяна охнула, схватилась за мужа и медленно сползла к его ногам.

Чунсӑрлӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ыттисем пекех, Константинӑн та ҫитменлӗхсем пулнӑ ӗнтӗ, анчах упӑшкинчен ҫав териех ҫӑмӑл пӑрӑнса кайма унӑн мӗнле сӑлтав пулнӑ-ха?

Подобно многим, он не лишен был недостатков, но какое же она имела право так быстро и легко отдалиться от него?

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Амӑшӗ те тата малтанхи упӑшкинчен ҫуралнӑ тепӗр ывӑлӗ те пиччӗшӗпе пӗрле вӑрмана кайма пуҫтарӑннӑ.

Кроме него, дома были мать и сын от предыдущего мужа, собиравшиеся идти вместе с братом.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Мулкач кӑна упӑшкинчен уйӑрайман.

Заяц не узнал ежову жену от ежа.

Чӗрӗппе мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сунарҫа амантни стойбищере нимӗн чухлӗ те шӑв-шав кӑлармарӗ: арӑмӗ упӑшкинчен шӳтлекелесе кулчӗ ҫеҫ.

Рана, нанесенная охотнику, не вызвала на стойбище тревоги — жена смеялась и подшучивала над мужем.

Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.

Килӗштерсе те тату пурӑнасси арӑмӗнчен те, упӑшкинчен те килет.

Мир в доме зависит как от мужа, так и от жены.

Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

— Мӗн мурӗ кунта тӗпсакайне йӑлт чавса пӗтернӗ? — ыйтрӗ вӑл упӑшкинчен, чӳлмекне урай хӗррине лартса.

— Какой дьявол весь подпол у нас перерыл? — спросила недоуменно мужа, ставя на край пола горшок.

I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Упӑшкинчен уйрӑлса кайнишӗн Авдотья кулянман тата, хӑй ун патӗнчен кайма шутланине тӗрӗс тесе ӑнланнӑ пулсан та, вӑл «йӗркесӗрле» тумланни ӑна кашни хутрах чӗререн пырса тивнӗ.

Несмотря на то, что Авдотья не жалела о разлуке с мужем и считала свое решение уйти от него правильным, его «запущенный» вид каждый раз ранил ее в самое сердце.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Колхозра вӑл кил вырӑнӗнчи участока сыхласа хӑварма ҫеҫ шутра тӑнӑ, хӑй уйӑхӗ-уйӑхӗпе таҫта ҫӳренӗ, кӑмака хыҫӗнче кӑшӑлланӑ кивӗ арча тытнӑ, унӑн уҫҫине хӑйӗн упӑшкинчен Павкӑран та пытарнӑ.

В колхозе числилась она только для того, чтобы сохранить приусадебный участок, по целым месяцам разъезжала где-то и держала за печкой старинную копаную укладку, ключ от которой прятала даже от своего супруга Павки.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак пуянлӑх Степанида пасарта илнӗ тупӑшран пысӑкрах та шанчӑклӑрах пулнӑ: халӗ ӗнтӗ килте тырӑ ҫеҫ мар, кӗсел пуласси те Степанидӑран мар, упӑшкинчен килнӗ.

Это богатство было обильней, надежней базарных прибылей Степаниды: уже не только хлеб в доме, но и кисели были не от нее, а от него.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кай! — упӑшкинчен хӑтӑласшӑн тӑрӑшса Людвига.

Уйди! — защищалась Людвига.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Хӑвӑртлӑх тата хӗстерӳ — аслӑ ҫарпуҫӗсен девизӗ! — терӗ те вӑл, кӑмӑллӑ мар калаҫӑва урӑх япала ҫине куҫарас шутпа, Стефание упӑшкинчен Ҫырӑва Людвигӑна кӑтартма сӗнчӗ.

— Быстрота и натиск — девиз великих полководцев! — и, переводя неприятный разговор на другую тему, Владислав предложил Стефании показать Людвиге только что полученное ею от мужа письмо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫавӑнпа та хӑй упӑшкинчен хӑрушсӑртарах.

И был менее страшен.

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫыру Америкӑран, Миннесота кӗпернинче пурӑнакан упӑшкинчен пулнӑ, анчах хӑш уездпа хӑш ялтан килнине халӗ калама йывӑр, мӗншӗн тесен…

Письмо было от ее мужа, из Америки, из губернии Миннесота, а какого уезда и села, теперь сказать очень трудно, потому что…

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫак сӑмахсене вӑл арӑмне — Александра Кузьминичнӑна калать ӗнтӗ, лешӗ, кӑмака умӗнчи ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пӑрахса, упӑшкипе унӑн тусӗ ҫине вӗсен вӑрттӑнлӑхне ӑнланнӑ пек пӑхать: — Сысна ферминче ревизи тӑватӑп теттӗн мар-и эсӗ? — ыйтать вӑл упӑшкинчен, хӑй кӑшт кулакан куҫӗсем Егор кӗсйи тӑрӑх шӑваҫҫӗ — унтан кӗленче тути курӑнмасть-ши?

Слова эти относились к жене, Александре Кузьминичне, которая, оставив на время дела у печки, уже смотрит на мужа и его дружка с понятной подозрительностью: — Ты ж говорил, что ревизию на свиноферме будешь делать, — спрашивает она мужа, а чуть смеющимися глазами скользит по карманам Егора — не торчит ли из них бутылочная головка.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пӗр ҫитмӗлелле ҫитсе пыратчӗ-ши вӑл? — ыйтрӗ Марья Николаевна упӑшкинчен.

Что, ему, пожалуй, за семьдесят лет было? — спросила она мужа.

XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Татьяна упӑшкинчен хӑпса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкинчен лутра, сӑнӗ шуранка.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех