Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Упана (тĕпĕ: упа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку тӗрӗсех те, атте… анчах эпир, пӗчӗк менелник пекки туса, кумасемпе ҫывӑхрах паллашасшӑнччӗ, хамӑрӑн Упана та чӗнсен аванччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Нумай сыхларӑм эп Салтыков воеводӑна, упана йӗрленӗ пекех йӗрлерӗм, — каппайланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗлле упана вӑрӑм шалчапа йӗкӗлтесе йӗнӗрен кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упана ӳкереп.

Медведь и тот упадет.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑвна кашкӑр сӑтӑр туни ҫинчен эсӗ упана каласа парасшӑн.

Хочешь о проделках волка рассказать медвед.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл, яшт ҫӗкленсе, упана хырӑмӗнчен ҫӗҫӗпе пашлаттарать те, сӑвӑс пек, ун ҫумне ҫыпӑҫса ларать…

Вскинувшись пружиной, он всаживает медведю нож в брюхо и, оседлав его, присасывается к нему как клеш…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Упана хӗлле йӗннине тупса тӗтӗрсе кӑлараҫҫӗ.

Если обнаружат медвежью берлогу, выкуривают оттуда зверя дымом.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шултра кайӑксене — упана, кашкӑра, ҫӳлевӗҫе, пӑшине — чӑвашсем темиҫе тӗрлӗ те тытаҫҫӗ.

На крупных зверей, вроде медведя, волка, рыси, лося, чуваши охотятся по-разному.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пырать юмахӗ ӗлӗкрен: Ҫытар ҫинче курсан куян — Пулатӑн пуринчен пуян, Курсассӑн урнӑ упана — Качча каятӑн юпана, Куҫу умне тухсан эсрел — Ҫӑвать тет ҫумӑр чӗресрен, Тухсассӑн тӑвӑл, вӑйлӑ ҫил — Пулать ҫӗн каччӑ, ҫӗнӗ кил».

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ахтупайпа ашшӗ шыв-шур вӑхӑтӗнче пӗр ҫамрӑк упана йӗннинчех хупӑрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫавӑнтах вӑл упана тапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упана йӑвантарнӑ хыҫҫӑн Северьян та ӗхлетсе сасӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иккӗн вӗсем упана кӑшт вырӑнтан хускатма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑраса ӳкнӗ Ахтупай упана кайри уринчен пырса туртрӗ — ӑҫта унта!

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапма ӗлкӗрчӗ-и ӑна Северьян, ӗлкӗреймерӗ-и, Ахтупай асӑрхаса та юлаймарӗ, упана кӑкӑрӗнчен сӑнӑпа яшлаттарса каялла хӑй палӑртса хунӑ йывӑҫ патнелле чакма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата эпӗ упана кун пек ҫывӑхран пӗрремӗш хут куратӑп.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Илтмен мар Эрнепи, темиҫе хутчен те илтнӗ: упана тӗл пулсассӑн вӑл пӗр-пӗччен ҫапӑҫӑва кӗрет теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кур-ха эс ӑна, вӑл упана ӑс кӗртес пулать! — терӗ сасӑпах Урасмет.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Настьӑн туфлине ик-виҫӗ хут сӑмсинчен таптанӑ хыҫҫӑн: — Ҫитет. Тек ташламастӑп. Каҫарӑр мана — «упана», — тесе уйрӑлчӗ Павлуш ҫамрӑк учительницӑран.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Упана вӗлерме ытла пысӑк чеелӗх кирлӗ мар, ҫакна эпир яланах ӗлкӗреетпӗр, анчах эсир пурнӑҫӑра ҫухатасран питех хӑрамасан — Фильбанк чакатех.

Невелика хитрость убить медведя, и это мы всегда успеем, но если вы не очень боитесь потерять жизнь — Фильбанк отступит.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех